Ешĕлварта (Зеленодольск) 4-мĕш çул РФ Чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министерствин Тутарстанри управленийĕ «Чи лайăх команда» ăмăрту ирттерет. Аварисенчи хăтару ĕçĕсенче, çул çинчи синкерсене ликвидацилессинче хăтаруçăсем еплерех ĕçленине тĕрĕслерĕç. Пĕр-пĕрин хушшинче 8 команда ăмăртрĕ. Кашни командăра 4 çын, 1 водитель. Пурте лайăх хатĕрленсе килнĕ, мĕн вăйĕсем çитнĕ таран тăрăшрĕç. Кашни командăн заданири 23 позицие вăхăтра пурнăçламалла. Тĕрĕс мар тусан штраф балĕсем лартаççĕ, çавăнпа та ăмăртăва пĕрремĕш хут килнисене йывăртарах пулчĕ.
Ăмăртусем вĕçленсен тĕп судья Р.Н.Гайнутдинов мала тухнă командăсене Дипломсем парса ăшă сăмахсем каларĕ. Çапла I вырăна Ешĕлварти ПЧ-53, II вырăна Васильевăри ПЧ-153, III вырăна Тури Услонри ПЧ-112 йышăнчĕç.
Саккăрмĕш отрядăн пресс-секретарĕ Р.Р.Юсупова пĕлтернĕ тăрăх, Ешĕлварти ПЧ-53 2012 çулта 303 аварипе хăтару ĕçне хутшăннă, 9 çын пурнăçне çăлса хăварнă.
РФ шалти ĕçсен министрĕ Владимир Колокольцев 2012 çулта çул çинче 258 пин çын аварие лексе аманнă, 28 пин çын вилнĕ тесе каларĕ. Çавăнпа та вăл мĕн пур службăсене лайăх ĕçлеме сĕнчĕ.
Чăнах та, Ешĕлвар хăтаруçисем малти вырăна тухнинчен тĕлĕнмелли çук, кашни кун вĕсем хăйсен ĕçне чун-чĕререн тăрăшса тăваççĕ. Çавăнпа та кăçал февраль уйăхĕнче «Пушарта çынна хăтарнăшăн», «Пушар вăхăтĕнчи хастарлăхшăн» медальсене 53-мĕш пушар чаçĕн уйрăм командирĕ Андрей Палагин тивĕçнĕ. ТР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне Виктор Чернов илме тивĕçнĕ. 8-мĕш отряд начальникне Зуфар Калимуллина Раççей МЧСĕн «Маршал Василий Чуйков» медальпе наградăлани те çак хăтаруçăсемпе мăнаçлантарать.
Ăмăртăва Çĕпрел, Пăва, Кайпăç районĕсем те хутшăнчĕç. Анчах та вĕсем малти вырăнсене йышăнма пултараймарĕç. Ăмăрту иртнĕ хыççăн Çĕпрел районĕн пушар сӳнтерекен ПЧ-114 командипе тĕл пулса калаçрăмăр. Вĕсен ушкăнĕнче 4 çын. Сергей Никитин, Марсель Хусаинов, Рамис Шакуров, Руслан Сотников.
Сергей Никитин каланă тăрăх, чăнах та Ешĕлвар команди вăйлă, стажĕ те, пĕлĕвĕ те пысăк вĕсен. Анчах çĕпрелсем те тепĕр ăмăртура малтисен шутне кĕме палăртаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ – хатĕрленӳ ĕçĕсене маларах пуçласси. Ăмăртуран Дипломпа таврăнасчĕ.
![]() |