Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Паллашăр: «Женщина года: женский взгляд» республика конкурсĕн «Хĕрарăм-анне» номинацийĕн çĕнтерӳçисем – Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнчи Татьянăпа Михаил Максимовсем. Вĕсем хăйсен тăватă ачипе икĕ усрав ачишĕн сывлăш та, хĕвел çути те.
ВИÇĔ НАРЦИСС
22 çул пĕрле тату пурăнакан Максимовсен виçĕ ывăлĕ пуррине пăхмасăр ачасем усрава илес шухăш ăнсăртран çуралман. Пĕрремĕшĕнчен, хăйсем те нумай ачаллă йăхран. Иккĕмĕшĕнчен, усрав ачасене çемье ăшшине парнеленĕ тĕслĕхе Татьяна мĕн ачаран курса ӳснĕ. Кукамăшĕ Минусья Ильина 11 ача çуратнă, кунсăр пуçне упăшкин пĕр ачине тата тăван пиччĕшĕн тепĕр 3 ачине пăхса çитĕнтернĕ. Асламăшĕ Ксения Антипова та хăйĕн пилĕк ачисĕр пуçне тата тепĕр усрав ачана пĕчченех (аслашшĕ вăрçăра вилнĕ. – Авт.) пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Темиçе çул каялла çемьере пулнă инкек те мăшăра нумай япала çине урăхларах пăхма хистенĕ-мĕн. Татьянăн иккĕмĕшĕпе йывăр çын чухне пилĕк уйăхри ачи хырăмра вилнĕ. Çак вилĕ ачана хĕрарăм тепĕр икĕ уйăх (!) таран пĕлмесĕрех йăтса çӳренĕ иккен. «Те Турри сыхланă мана, те нумай пыл çини пулăшнă», – аса илет халĕ Татьяна хăй вилĕмрен юлнă вăхăта. Хырăмра вилнĕ ача тахçан кĕтнĕ хĕр пулнине пĕлсен вĕсем тата хытăрах хурланнă. Анчах çак инкек хыççăн та çемьере ывăлсем – Левапа Яков – çуралнă. «Пĕррехинче пире ĕçрен çӳп-çап тасатма ярсан эпĕ хамăн хĕрпĕрчин вил тăприне те тасатас тĕллевпе масар çине кĕтĕм. Пăхатăп та ун çине виçĕ нарцисс чечекĕ тухса ларнă. Ăçтан? Кам лартнă? Маншăн вара çак чечек ялан тасалăхпа, хĕрлĕхпе çыхăннă пек туйăнатчĕ. Киле таврăнтăм та мĕн курнине мăшăрăма каласа патăм. Çакă пирĕн çемьене хĕр ача килессе пĕлтерекен паллă пуль тесе йышăнтăмăр», – тăсăлать малалла калаçу.
«1-2 ÇУЛ КĔТМЕЛЛЕ»
Çапла çуралнă вĕсен хĕр ачана усрава илес шухăш. Кĕтнĕ самант 2008 çулта март уйăхĕнче çитнĕ. Çак вăхăта хăйсем çапла аса илеççĕ: «Ачана усрава илмелли черетре эпир 475-мĕшчĕ. Республикăри ача усрава паракан тата опека центрне килтĕмĕр те пире: «Сирĕн 1-2 çул кĕтмелле пулать», – терĕç. Эпир тĕлĕннипе: «Мĕнле? Тăлăх ачасем юлман-им, йăлт илсе пĕтернĕ-им?» – тетпĕр. «Сыввисем çук», – пулчĕ хурав. Ача – япала мар, суйлани вырăнсăр. «Эппин, парăр пире никам та илме килĕшмен, ашшĕ-амăшĕ çуралсанах пăрахнă пĕчĕк ачана», – тетпĕр. Мĕншĕн тесен аталану тĕлĕшĕнчен пăхсан, хуть мĕнле чирлĕ ачана та 5 çулччен сыватма пулать вĕт.
Хамăрăн усрав хĕре Çырчаллинчи ача çуртĕнче пĕрремĕш хут курсан, вăл иккĕре пулсан та утаймастчĕ, аталанăвĕ ултă уйăхри ачанни пек кăначчĕ, тимлĕх кăна мар, виçе йывăрăшĕ те çитместчĕ тата. Апла пулин те унăн пурăнас килни куçĕнче палăратчĕ. Çакă тыткăнларĕ те. Эпир урăх ача суйласа та тăмарăмăр. «Çакă пирĕн пулать», – терĕмĕр çеç. Ангелинăна илсе килсен, малтанласа вăл ирхине 4-мĕш çурринче тăратчĕ те шкап патне упаленсе кайса апат шыратчĕ. Сĕт парсан, кам-тăр туртса илессĕн хăвăрт ĕçсе яратчĕ. Унăн аталанăвĕ çинчен шутличчен малтан виçе йывăрăшне нормăна кĕртмеллине ăнлантăмăр. Пĕр çулталăк режимпа апатлантартăмăр, урама уçăлтарма илсе тухрăмăр. Турник çинче çакăнса тăма хăнăхтартăмăр. Çакăн хыççăн хĕрĕмĕр утма, турник çинче çаврăнма та вĕренчĕ. Çулталăкра 50 сантиметр ӳсрĕ».
Саша
Мĕнле лайăх пăхсан та Ангелина çавах калаçманнине, çывăрманнине кура Максимовсен, тен, тепĕр хĕр ача çумĕнче мая кайĕ тесе иккĕмĕш ача илес шухăш çуралать. «Ангелинăна илтĕр, çулталăк хăвăра кăтартрăр. Халĕ ĕнтĕ 5-рен тытăнса 8 çитиччен хуть хăш хĕр ачана та илме пултаратăр», – теççĕ вĕсене Çырчаллинчи ача çуртĕнче. Сăмах май тенĕ пек, Саша ятлă арçын ача пуррине, ăна çичĕ çемье илме килĕшменнине те асăннă хăйсем. «Хĕр ачасене курсан пӳлĕмрен тухрăмăр, чуна тем лĕклентерет, – аса илет Татьяна çав саманта. – Эпир хĕр ача илме кайнă вĕт-ха, анчах пĕрне те чĕре йышăнмасть. «Саша патне мĕнлерех?» – ыйтатăп Мишăран. «Вăт ун патне каяс килет», – тет хайхи. Сашăн сăнӳкерчĕкне кăтартнă чух, ӳкерчĕк çинчен çутă пайăрка уйрăлса ман чĕрене кĕнĕ пекех туйăнса кайрĕ. Вылямалли пӳлĕме икĕ ача йăтса килчĕç. Пĕри хамăр пекех хураскер, тепри вара (Саша) сап-сарăскер, кăтра çӳçлĕ. Пĕчĕкскер, стена патне кайрĕ те «ĕ-ĕ-ĕ-ĕ» тесе сасă кăларма тытăнчĕ. Эпир пĕрле банан чиксе кайнăччĕ, çимĕçе ачана патăмăр та вăл ăна самантрах çисе ярсан: «Ну, çиесси енчен маттур, кунран этем тума пулать», – тет мăшăрăм. «Ку ачасем арçынна хальччен курман, хăрама пултараççĕ», – асăрхаттараççĕ пире кунти ĕçченсем. Саша вара нумай шутласа тăмарĕ, Мишăна кача пӳрнинчен ярса та тытрĕ. Çапла Саша пирĕн ача пулса тăчĕ».
«УПА ТА ТАШЛАМА ВĔРЕНЕТ»
«Упа та ташлама вĕренет», – пулнă Мишăн сăмахĕ усрав ачисем пирки ялан, çакă Татьянăна тата вăй панă. «Дневниксене вулатăп та халĕ Турă вăй-хăват парса пулăшнине ăнланатăп, – тăсăлать малалла калаçу. – Усрав ачасемпе мĕн хăтланни çинчен нумай çыраççĕ, кăтартаççĕ халĕ, манăн вĕсене курсан чĕрем ыратать. Паллах, пирĕн, усрав атте-аннесен, чи малтан чăтăмлăх пулмалла. Çавах та сывă ачасемпе çăмăлрах. Пирĕн вара нумай япала витĕр иртме тиврĕ, мĕншĕн тесен пирĕннисем тата йывăртарах.
Икĕ çул каялла декабрĕн 15-мĕшĕнче телефонпа шăнкăравласа тепĕр ача илме сĕнчĕç. Ангелинăн тăван йăмăкне амăшĕ пăрахса хăварнă иккен. Çурт-йĕр пĕчĕкрен килте тăвăр пулни кăна тытса чарчĕ пире ун чух. Чăн та, çак вăхăтра Турă пире тепĕр савăнăç пачĕ, кĕçĕн хĕрпе Аксинйăпа йывăрлă пулнине пĕлтĕмĕр».
«КАЙСА ПАРĂР»
Усрав ачисен чăн диагнозне Татьянăпа Миша малтан пĕлсех те пĕтереймен-ха, медицина тĕрĕслевне ирттерсен те хут çине йăлтах çырмаççĕ вĕт. Максимовсем те акă ачисем мĕншĕн çаплараххин тупсăмне хăйсем çине тăнипе кăна пĕлнĕ.
– Декретра ларатăп, кĕçĕн хĕрĕм Аксинья ултă уйăха çитрĕ. Ангелинăпа Саша та ӳсеççĕ, çапах та хăйсене тыткаласси улшăнмасть. Çавăн чух вĕсем тата мĕнпе те пулсан чирлĕ мар-ши текен шухăш çуралчĕ, – аса илет Татьяна. – Больницăна кайса анализсем патăмăр, вĕсен психикине тĕрĕслеме Хусана больницăна яма ыйтрăмăр. Невролог вара ман ачана пăхмарĕ те: «Илсе тух ачуна», – терĕ çеç. Чунăм çав тери хурланчĕ ун чух. Пӳлĕмрен тухсан Саша, тем ăнланнă пек, мана пуçран шăлчĕ те сăмса вĕçĕнчен чуп турĕ. Çакăн хыççăн пирĕн ниме пăхмасăр малалла тăрăшмаллине ăнлантăм. Çапла Хусана больницăна çитрĕмĕр. Ачасене кунта тытса чарма та çук. Тухтăрсем тухса пăхкаласа кĕреççĕ-ха, каярах хама чĕнтерчĕç те: «Ачусене илсе ан кĕрĕр. Вĕсенчен пĕри пулас проститутка, тепри – бомж», – терĕç алăка уçнă-уçман. Кунта каланă пек сăмахсене мана ниçта та каламан хальччен. Ачасем ман хыççăн «анне, анне» тесе пӳлĕме кĕрсен вара, вĕсене тытрĕç те ывăтсах ячĕç. «Эсир ку ачасене укçашăн илнĕ-и? Пулмасть вĕсенчен, халех каялла кайса парăр», – терĕç пĕр шелсĕр.
«ТУРĂ ПӲРНИНЧЕН ИРТЕЙМĔР»
«Ну юрĕ, Ангелинăна кайса парăпăр тетпĕр, хамăр çавăнтах унăн лайăх енĕсене шыратпăр, самаях пуçтарăнать пек. Сашăна парăпăр эппин тетпĕр, вăл та хамăр ача пулма ĕлкĕрнĕ. Каçхине кукамăшĕпе асламăшĕ пуçтарăнчĕç те пире: «Çакăн пек ачасем ӳстерме пӳрнĕ-тĕк, Турăран иртеймĕр. Пулăшăпăр», – тесе сĕнчĕç. Мишăн: «Ачасене каялла парсан пылчăкпа танлашатпăр. Енчен те вĕсенчен çын тăвайсан, хамăр ачасен, ăру умĕнче çĕкленетпĕр», – тенĕ сăмахĕсем ачасен шăпине татăклă татса пачĕç.
Элметри больницăна инвалидность илме ячĕç пире. Унта каллех: «Ачăрсем пирки Хусанта пулмасть тесе каларĕç-и? Кайса парăр», – теççĕ çеç. Эпир Ангелинăпа Сашăна инвалида кăларма мар, вĕсене сыватма илнĕ вĕт-ха», – хурланса аса илет мăшăр.
Попечительсен уйрăмĕсенче те сиввĕн кĕтсе илнисем самай пулнă. Çакăн пек ăнланмарлăхсемпе, йывăрлăхсемпе тĕл пулнă пулин те Максимовсем малаллах утнă, ачасене сыватма тăрăшнă. Калас пулать, усăсăр мар. Çак кунсенче кăна, тĕслĕхрен, Ангелина Нурлатри коррекци шкулне вĕренме çӳреме комисси иртнине савăнса пĕлтерчĕç вĕсем, çитес çултан хĕрпĕрчи шкулта вĕренме тытăнать. Саша пирки те вăл хăçан-тăр хытă чирлĕ пулнă теме çук. Вăл тӳрех икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла (наципе вăл хăй вырăс) калаçма, хăй салтăнса тăхăнма вĕреннĕ, малтан пĕр кунта кăна 45-шер йĕм варланă пулсан, халĕ темиçе кун та тап-тасах çӳрет. Паллах, йăлтах çакă усрав ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе. Ачасем çулталăкне икĕ хут Анат Камăри «Надежда» санаторире тата Хусанти неврологи больницинче сипленеççĕ.
«Хусанта малтан илесшĕн пулмарĕç. Пĕр пилĕк кун та пулин сăнаса пăхăр-ха, аталану пур-и тетпĕр. Итлерĕç. Ангелинăна пилĕк куна мар, икĕ эрненех илсе юлчĕç. Унта кайнă хыççăн ачамăр виç-тăват сăмах, вăл та пулсан намăс сăмахсем, калама тытăнчĕ. Эпир куншăн та савăнтăмăр, калаçать вĕт. Июнь тата ноябрь-декабрь уйăхĕсенче сипленнĕ хыççăн пирĕн ача ташлама та тытăнчĕ».
МАЛТАН ХĂВĂН ТЕЛЕЙЛĔ ПУЛМАЛЛА
Мăшăр пĕр шухăшлă пулни вĕсене йывăрлăха çĕнтерме пулăшать. Миша килти хуçалăха тытса пынă, ачасене пăхнă хушăра Татьяна ялти библиотекарьте тăрăшма та вăхăт тупать. «Ачасем манран тĕслĕх илччĕр тесех эпĕ ĕçе пăрахмастăп. Елабуга училищинче ятарлă вăтам пĕлӳ илнĕ пулин те Хусанти культурăпа искусствăсен академине вĕренме кĕтĕм (халĕ Татьяна 5-мĕш курсра вĕренет. – Авт.). Пĕчĕкренех çыннăн ĕçлемеллине пăхса ӳсчĕр тетпĕр. Ангелина та акă халĕ «ĕçе» çӳрет, унăн та сумка пур, ăна çакса ĕçе каймалла вылять вăл», – тет кун пирки Татьяна.
Çемьере ачисен хăйсен те çирĕп йĕрке пур: асли кĕçĕннисемшĕн яваплă. Аслă ывăлĕсем кĕçĕн шăллĕпе йăмăкĕсене пăхма пулăшаççĕ. Антон канмалли кунсенче яла таврăнсан пĕр минут та ĕçсĕр тăмасть. Хусанти авиаци институчĕн Çырчаллинчи филиалĕн 4-мĕш курс студенчĕ вăл. Каччă вĕренме кăна мар, ĕçлеме те ĕлкĕрет. КАМАЗра тăрăшать, разрячĕ çук пулин те уйăхне 30 пин тенкĕ таранах ĕçлесе илет. Хăй укçипе машина та туяннă вăл.
Кăçал Лева та тăван килтен кайма хатĕрленет, вăл Елабугăри Суворов училищине вĕренме кĕме тĕллев лартнă. Яков хальлĕхе пиллĕкмĕш класра кăна вĕренет-ха. Ангелинăпа Саша пирки калас пулсан вара Аксинья çуралнăранпа вĕсене улăштарнă тейĕнех. Ялан урама тухса тарма юратакан Саша та йăмăкĕ патĕнчен пăрăнмасть халĕ. Велосипедпа çӳреме, вырăсла калаçма вĕрентет. Садике çӳрекен Аксинья хăй те аслăрах тетĕшĕпе аппăшне кирлĕ япаласене нумай вĕрентет-ха. Вĕсем виççĕшĕ те уйрăлми туссем. Ангелина Нурлатри шкула, Саша Хусанти больницăна кайсан тунсăхласси те куçкĕрет. Çавăнпах ĕнтĕ пĕчĕкскер, ашшĕ-амăшне халех: «Акка пулас килет манăн, ача илмелле пирĕн», – тесе ăнтан ярать.
«ПИРЕ ИЛТЕССЕ ШАНТĂМĂР»
Шел пулин те Ангелинăпа Саша пек ачасене мĕнле ӳстермелли, вĕсемпе мĕнле ĕçлеме вĕрентекен ятарлă кĕнеке çук. Интернетра та çырмаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Максимовсем çут çанталăкран та пулăшу илме шутланă. Ача-пăчана кирлĕ тата усăллă апатпа кăна тăрантарас тесе тĕрлĕ выльăх усраççĕ, ĕни-качаки те пур, кайăк-кĕшĕкĕ кăна 250 пуçа яхăн вĕсен. Килти инкубаторта путене, цесарка, индоутка, хур-кăвакал та кăларнă. Кулленхи менюна качака сĕчĕ, путене çăмарти, пулă çуне кĕртнĕ. Унти витаминсем аталанăва, калаçма вĕренес процеса аталантараççĕ-мĕн.
Чăн та, Интернетăн усси те пысăк, вĕсем форумсенче хăйсем пек çемьесемпе хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ ыйтусене пĕрле сӳтсе яваççĕ. Ытти усрав çемьесемпе туслашма та ĕлкĕрнĕ, Лениногорск районĕнчи Г.Рыбакова, тĕслĕхрен, кирлĕ сĕнӳсемпе нумай пулăшать-мĕн.
Конкурса та вĕсем республика, район ертӳçисем çакăн пек çемьесене курччăр, илтчĕр тесех хутшăннă. Паллах, ячĕшĕн мар, çĕнтерес тĕллевпех. Максимовсен çемье ансамблĕ (Миша хăй те баян ăста калать) конкурсăн финалĕнче республика сцени çине 16 çын тухса чăваш юррисене юрлани, Татьяна мероприятин ертӳçисенчен пĕри пулни республикăри мĕнпур йăхташ ятне çӳле çĕклени пулчĕ.
Конкурсра çĕнтернĕ хыççăн Максимовсен пурнăçĕ улшăнĕ тесе шанасах килет. Тен, район çак çемьене çурт лартса пама пулăшĕ? Республика вара «Пысăк çемье» ыр кăмăллăх акцин иккĕмĕш тапхăрĕнче микроавтобус пама шантарать. Ку та вĕсемшĕн питĕ пысăк пулăшу пулĕччĕ. Мĕншĕн тесен ачисене сиплеме, вĕренме илсе çӳремелле вĕт. Максимовсене пулăшас текенсем тупăнни те савăнтарать. Шупашкарта наци радиовĕн тӳрĕ эфирне тухсан, радио итлекенсенчен пĕри, Чăваш Енри çĕр улми ӳстерекенсен ассоциацийĕн Правленийĕн ертӳçи А.Капитонов, паха сортлă çĕр улми вăрлăхĕ, Аксу районĕнчи Кивĕ Ипрелти пĕр спонсор (хăй хушаматне те каламан вăл) чăваш тумĕсем çĕлесе пама шантарнă.
Республикăри «Отчий дом» обществăлла организаци вара Аксу районĕнче хăйĕн филиалне уçма шутлать. Çак тĕлĕшпе апрелĕн 26-мĕшĕнче районта тĕлпулу йĕркелет. Ун чух Максимовсене кăна мар, таврари çакăн пек нумай-нумай çемьене тĕрлĕ енчен пулăшĕччĕç.
 
: 1905, Хаçат: 15 (1005), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: