Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче «Сăвар-пăлхарсен культури» наукăпа ăсталăх проекчĕн курав-хăтлавĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсен шутĕнче – Шупашкарти «Сувар» фонд.
Музейĕн тĕп залне кĕнĕ çĕрте вулакансем икĕ çĕнĕ кĕнеке туянма пултараççĕ. Вĕсене проектăн пĕтĕмĕшле ячĕ: «Сăвар-пăлхарсен культури» тени пĕрлештерсе тăрать. Пĕрремĕш кĕнеке авторĕ – В.Алмантай (В.Н.Иванов). Пĕтĕмĕшле ят хыççăн «Философия символов монет и украшений» тени аякранах уççăн палăрать. Ку кĕнеке авторĕсем – ашшĕпе ывăлĕ, Юрийпе Сергей Ювенальевсем. «Этническая религия и мифологические представления» тенĕ пĕтĕмĕшле ят айĕнче. Ăслăлăхăн кăткăс темине – тăван халăх ăçтан тухса кайнине тата унăн чăн ятне ăнлантарса пама тăрăшаççĕ авторсем. Тĕрлĕ çăлкуçсемпе ăслăлăх литературине тишкерсе хăйсен шухăшне пĕлтереççĕ. Раççей Федерацийĕнчи чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсенче пулаççĕ, вырăнти çынсемпе, материалсемпе паллашаççĕ. Энтузиаст-тавра пĕлӳçĕсем пурлăх культурин упранса юлнă объекчĕсене, ал ĕçĕсен, нумизматика тĕслĕхĕсене тĕпчеççĕ. В.Алмантай, сăмахран, археолог-ăсчахсемпе пĕрле ĕçлет, виле чулĕсем çинчи араб çырулăхĕпе интересленет. Ювенальев дизайнерсем музей экспозицийĕсене хатĕрлеççĕ.
Хăтлав ЧР тава тивĕçлĕ ӳнерçин Юрий Ювенальевăн 65 çулхи юбилейĕпе пĕр килнĕ. Музейĕн тĕп залĕнче вăл ӳкерчĕкĕсен куравне йĕркеленĕ. Ӳнерçĕн тĕп темисем – тăван çурт, картиш, кил-тĕрĕш, сад-пахча, йывăçсем, çулталăкăн тĕрлĕ вăхăчĕсенчи ял таврашĕ. Авторшăн çакă пурте – Тăван çĕршыв, тĕнче кăвапи, китаецсем калашле, Вăта Çĕр. (Сăмах май каласан, пирĕн ăсчах-историк Василий Каховский (1916-1993), «Происхождение чувашского народа» базăлла монографи авторĕ, наци этногенезĕн проблемине тĕпченĕ май чăвашпа китай халăхĕсен параллелĕсене тĕплĕн çырса кăтартнă).
Вернисажра ЧР культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Ревель Федоров, искусствоведени докторĕ Алексей Трофимов, ЧР халăх ӳнерçи Владимир Агеев, Анатолий Кибеч çыравçă тата ыттисем тухса калаçрĕç.
– Ялти шкулта вĕреннĕ вăхăтра эпĕ пирĕн халăх… 1917 çултанпа пырать, унччен эпир çăпатапа çӳренĕ тесе шутланă. Анчах кайран, çитĕнсе çитсен, пирĕн мăн асаттесен историйĕ пиншер çул тăсăлнине ăнланса илтĕм. Ăна тĕпчеме тытăнтăм… Пирĕн ялăн çурри çеç юлнă. Кивĕ япаласене кăларса ывăтаççĕ. Анчах пирĕн вĕсене упрамалла, пуçтармалла. Çынсене кăтартмалла. Сармалла… Манран ыйтаççĕ: «Кĕнеке кăларма укçа ăçтан тупатăр?» – теççĕ. «Эрех туянмасан кĕнеке кăларма пулать. Акă ăçта укçа»… – терĕ юбиляр.
Вернисажра ашшĕпе ывăлĕ, Владиславпа Алексей Николаевсем тата Владислав вĕренекенĕ Геннадий Максимов ăсталанă наци ювелир ӳнерлĕхĕн эрешĕсене курма май пулчĕ. Нацишĕн синкерлĕ XIII ĕмĕрте монголсем тапăнса Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн хулисене çĕмĕрнĕ хыççăн ювелир наци ӳнерлĕхĕ çухалнă. Анчах та 760 çул иртсен вăл Шупашкарта çĕнелсе, чĕрĕлсе тăнă. Владислав Николаев Раççей тава тивĕçлĕ ӳнерçи пулса тăнă.
Наци темине куравра Анатолий Миттовăн музей фончĕсенчи произведенийĕсенче, Анатолий Розовпа Владимир Агеев тата Аксар Сĕрмек пултарулăхĕсенче çутатса панă.
Вăрмар районĕнчи Аслă Чакăри ӳнерçĕ тата дизайнер Арслан Николаев хăйĕн интереслĕ ĕçĕсене тăратнă. Кунта унăн автор ĕçĕсем – юманран алăпа касса ăсталанă креслăсем илĕртсе тăраççĕ.
Арслан Николаевăн гальванопластикăпа пăхăр листи çинче ăсталанă «Сувар», композицийĕ те тимлĕх ыйтать. Ун çине «Несĕлсен пехилĕ» ятлă текст çырнă: «Сăваплăхшăн, тата тивĕçлĕхшĕн тăнă кĕрешӳре сана чи шаннă çынсем сутрĕç пулсан та, йĕри-тавра тăшмансем пулсан та, эсĕ тăр-пĕччен тăрса юлтăн пулсан та – ан парăн! Эсĕ нихăçан та пĕччен юлман! Санăн юн тымарĕсенче санăн несĕлӳсен, сăваплă арсен юнĕ юхать! Çав юн сана нихăçан та сутмĕ, хуть те мĕнле йывăрлăхра та ĕçле! Эсĕ те çак юна ан сут!»
Куравра В.Алмантайăн наци пурлăх культурипе этноними проблемипе çырнă кĕнекисене, çавăн пекех С. Ювенальев илемлетнĕ изданисене уйрăм экспозиципе тăратнă.
Вернисажра Елчĕк районĕнчи «Алмантай» фольклор ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Хăйне евĕрлĕ наци костюмĕсем, халăх юррисемпе ташшисем пурин кăмăлне те кайрĕç.
Тĕпрен илсен курав Чăваш Республикин культура пурнăçĕнчи паллă событи пулчĕ. Экспозицине тĕплĕн хатĕрленсе тĕрлĕ енлĕ шухăшласа йĕркеленĕ. Вăл историн тĕрлĕ тапхăрĕнче наци чун-хавалĕ, унăн пахалăхĕсем ăруран-ăрăва куçа пынин идейипе тулса ларнă. Çакăн пек культура хавхалантарать, наци тымарĕсене хисеплеме, юратма, воспитани пама пулăшать. Вернисажра участниксемпе активистсен ачисем те пулчĕç. Курава уçас умĕн чăваш тумĕллĕ арçын ача – Азамат Николаев чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн сăввине вуласа пачĕ. Çамрăк хĕр-пикесем наци эрешĕсене кăтартрĕç.
 
: 924, Хаçат: 15 (1005)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: