Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Ĕмĕр сакки сарлака», – теççĕ чăвашсем. Пурăнан пурнăçра темĕн те пулать: ырри те, усалли те. Уйрăмах çемьеленсе йăва çавăрсан, икĕ ют çын пĕрлешсе ачасем çуралсан. Çавăнпа та сакă çине саваламасăр ларма хушман мăн асаттесемпе мăн асаннесем. Пĕр-пĕринпе сапăр пулмалла, каçарма пĕлмелле тенĕ.
Аксу районĕнчи Беловкăра 1955 çулхи нарăс уйăхĕнче çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Татьяна Романовнăпа Николай Кузьмич Давыдовсем пурнăçăн анлă çулĕпе алла-аллăн тытăнса утма, хуйхи-суйхине çурмаран пайлама тупа тунă. Татьяна мăнаккан ашшĕ-амăшĕ ир вилнĕ пирки туйра ашшĕ вырăнĕнче пуриншĕн те яваплă, шанчăклă шăллĕ Аркадий Романович Алексеев ларнă. Вăл çамрăксене пехил панă. Тата çамрăксене Микулайăн амăшĕ пилленĕ. Сăпай чăваш хĕрарăмĕ кинне пĕрремĕш кунранах килĕштернĕ. Пĕрин хыççăн тепри кил-йышра ачасем çуралнă – пилĕк хĕрпе пилĕк ывăл.
– Ачасене пăхма ани нумай пулăшрĕ. Эпĕ колхоза ĕçе çӳрерĕм, вăл ачамсемпе ларатчĕ. Качча кайичченех çăкăр хакне чухланă. Ялтан вăрман касма ăсататчĕç. Шартлама сивĕ, чĕркуççи таран юр. Йывăр çĕклемсене çап-çамрăкскерсем аран йăтса илеттĕмĕр. Тем чуль нуша курнă. Атте-анне ир вилнĕ. Тырçинче хуçалăхра жнейкăпа, лобогрейкăпа ыраш-тулă вырнă çĕре тухаттăмăр. Нумай ĕçленĕ, – аса илет нумаях пулмасть 85 çул тултарнă Татьяна мăнакка. – Ачасем пурте ăслă, маттур çитĕнчĕç. Ывăлсем ашшĕ пек паттăр, хĕрсем хам пек ал ĕç тума, юмах яма ăста. Тав Турра. Тĕслĕхне хамăрах кăтартнă мар-и? Кĕрĕк арки йăваласа ларман пĕртте. Микуль лашапа та, тракторпа та тăрăшрĕ, йышлă çемьене тăрантарас тесе самай тар тăкма тиврĕ ăна. Эпĕ те вăл илсе килсе парасса кăна кĕтсе ларман. Ĕçе тухман кун пулман манăн та. Ачасене те ăс памалла пулнă. Пирĕн ӳсĕмрисем чăтăмлăхпа, ĕçченлĕхпе, ăшпиллĕхпе уйрăлса тăнă. Тар тăкма анчах мар, ватăпа ватăлла калаçма пĕлнĕ, çамрăкпа – çамрăкла. Хĕллехи вăрăм каçсенче юрла-юрла тĕрленĕ, çыхнă, çăм авăрланă. Çавăнпа хĕрĕсем правур, ывăлĕсем паттăр ӳснĕ. Паян тĕп килте мĕнпур ĕçсене чи кĕçĕн ывăлĕн мăшăрĕ – Лена кин пурнăçласа тăрать. Пит правур, маттур вăл».
1972 çулхи раштав уйăхĕнче Татьяна Романовна Давыдовăна «Ача амăшĕ-героиня» орден панă. Вăл «Ача амăшĕн мухтавĕ» орден кавалерĕ, Ача амăшĕн II тата I степеньлĕ медалĕсене тивĕçнĕ хисеплĕ те сумлă çын, юратнă, тӳрĕ кăмăллă анне, ытарайми кукамайпа асанне. Мăшăрĕ Николай Кузьмич, çара кайичченех лашапа вăй хума пуçланăскер, паян та ĕçлес енĕпе питĕ пултаруллă. Шанчăклă учĕ ăна ĕççинче самай пулăшать.
– Эпир те çамрăк пулнă. Унтанпа нумай шыв-шур юхнă, паллах. Татьянăпа ачасене аслă çул çине кăларма тăрăшрăмăр. Паян ак мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем килсе савăнтараççĕ. Вĕсем çине пăхатăп та хама çамрăк, шух чухнехине куратăп. Пурнăçĕ çеç çăмăл та янтă пулман пирĕн (XXI ĕмĕр элчисен паян тавра курăмĕ те, тĕллевĕсем те расна). Ачаранах тар тăкмалла, пилĕк авмалла, хура çăкăр чĕллине çимелĕх ĕçлесе илессишĕн кун каçипех уйра е йĕтем çинче тăрăшмалла пулнă. Тырă вырнă, лашапа йывăр молотилкăпа тĕш тырă çапнă. Пĕр енчен пăхсан, тен, пирĕн кăмăл-туйăма çакă çирĕплетнĕ те. 1947 çулта Беловка ял çамрăкĕсемпе Иваново хули таврашне торф кăларма кайрăмăр. Çарта 1951 – 1954 çулсенче Германире пултăм. 61 çул тултариччен тăван хуçалăхра тракторпа ĕçлерĕм. Кайран – лашапа. Колхоз ертӳçи ыйтнипе тата ултă çул арманçăра вăй хутăм. 1984 çулта мана Тăван çĕршыв умĕнче тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн патшалăх «Хисеп палли» орденпа наградăларĕ, унччен «Хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕччĕ. Трактора аван пăхсан вăл çемьене тăрантараять. Мĕнле техникăпа кăна ĕçлемен-ши хамăн вăрăм ĕмĕрте: «Казахстан», МТЗ-5, «Алтай», ТТ-54, ТТ-75 тата ыттисем те. Юлашкинчен ман хурçă утăм ТТ-16 пулчĕ. Паян ачасем те техникăпа аппаланма юратаççĕ. Пирĕнпе пĕрле тĕпкĕч пурăнать. Владимир Николаевич тыр-пул ӳстерет. Кил хуçалăхĕнче нумайранпа ĕнтĕ лашасем тытатпăр. Чайка – ман пĕрремĕш пулăшакан. Утăçи вăхăтĕнче кĕштĕртететĕп. Ачасем: «Ывăнма пĕлместĕн эс, атте», – теççĕ. Ĕçпе кăсăкланмасан, пурнăçра тĕллев пулмасан ĕçлейместĕн те. Паян вара пурнăç ырă. Пурăн кăна. Ватăлса виличчен. Ял-йыш, пускил-хурăнташ кăмăллă, Беловкăра, юнашар Алексеевка-Федоровк ăра, Сергеевкăра, Ӳселĕнче аван çынсем пурăнаççĕ. Ак эрнесерен юратнă «Сувар» хаçата вулатпăр», – кăмăллăн калаçать Николай Кузьмич.
Март уйăхĕн вĕçĕнче Давыдовсен йышлă çемйи амăшне – Татьяна Романовнăна 85 çулхи юбилейпе саламлама пĕр кĕрекене пухăнчĕ. «Сывлăх пулсан тата пăртак пурăнасчĕ-ха, ачасем юратаççĕ, мăнуксем савăнтараççĕ», – терĕ сăпайлăн вунă ачана çут тĕнче парнеленĕ чăваш хĕрарăмĕ тути хĕррине кăмăллăн шăлса. – Халь ак пĕр хушă Аксура Рая хĕрĕм патĕнче пурăнатăп. Вăрах хăнара-ха эп. Вăл мана лайăх пăхса ачашлантарсах ячĕ. Пехил ачасене пурне те. Питĕме хĕретмерĕç, вĕсемпе мухтанма-мăнаçланма ирĕк пур пирĕн, ашшĕпе иксĕмĕрĕн те. Шĕкĕр Турра, сакăр теçетке çурă çула çитсе те ырă тума анчах тăрăшнă эп, пурнăçа ӳпкелеместĕп, пурне те телей сунатăп».
 
: 1057, Хаçат: 15 (1005)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: