Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Аксури Егоровпа Ильина çитекенни пулмарĕ концертра», «Егоровпа Ильин Шупашкар артисчĕсенчен ирттереççĕ»… час-час илтме пулать çакăн пек калаçнисене. Сăмах Аксу районĕнчи Владимир Егоровпа Эдуард Ильинăн дуэчĕ пирки пырать. Çак эрнере Аксу тăрăхĕнче пулма тӳр килсен эпир Саврăшпуçне çитсе Эдуард Ильинпа тĕл пултăмăр, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе интереслентĕмĕр.
Михаилпа Татьяна Ильинсен çемйинче виçĕ ача çуралса ӳснĕ. Асли Николай тахçанах ашшĕ-амăш килĕнчен тухса кайса Екатеринбургра йăва çавăрнă. Çут тĕнчене килнĕ чăваш ялĕнчен инçетре пулин те тăван наци туйăмĕ вăйлă сыхланса юлнă унра: вырăнти чăвашсемпе хутшăнать, ăста купăс калаканскер, уявсенче чăваш кĕввисем шăрантарма тытăнсан пурте ташă картине тăраççĕ.
Ильинсен иккĕмĕш ачи хĕр çуралнă, Галина. Вăл халь Саврăшпуçĕн ял хутлăхĕнче ĕçлет.
Эдуард вара çемьере кĕçĕнни пулнă. Тен, çавăнпа та çартан таврăнсан пĕрер еннелле телей шырама тухса каясси пирки шухăшламан та вăл. Кĕçĕнни тĕпкĕч, унăн ашшĕ килĕнчи кăвайта сӳнме памалла мар, ку чăвашсен авалтан пыракан йăла. Эдуард Ильин та çак йăларан пăрăнман. Чăн та вĕренме каяс шухăшĕсем пулнă. Вăл ачаран юрă-кĕвĕпе туслă çитĕннĕ. Урăхла пулма та пултарайман-тăр, амăшĕ те юрлама юратнă, ашшĕ купăс калама ăста пулнă. Ывăлĕсем кăшт ӳссенех вăл купăс илсе панă, Эдик ун чух иккĕмĕш класра вĕреннĕ. Чи малтан ашшĕ «Барыня» кĕвве калама вĕрентнине паянхи пек астăвать Эдуард Михайлович. Халĕ çав вăхăта: «Кам купăс каласси пирки пиччепе тавлашаттăмăр», – тесе йăл кулăпа аса илет вăл.
Ача чух машинăпа çӳрекен ашшĕне, кӳршине пăхса «ӳссен эп шофер пулап» тенĕ пулин те, искусство тĕнчи вăйлă туртни куçкĕрет. Çакăнта Савкаç шкулĕнче вĕреннĕ чух юрă урокĕсене ăста вĕрентекен Лев Михайлович Максимов илсе пыни те витĕм кӳнĕ ĕнтĕ. Ăна Эдуард Ильин халĕ те ырăпа аса илет. Шкул хыççăн пĕр вăхăт çак енĕпе культура институтĕнче пĕлӳ илесси пирки те çирĕппĕнех шухăшланă. Кăшт маларах вĕреннĕ Елена Кондюкова (Çырчаллинчи «Чĕкеç» ушкăн ертӳçи. – Т.В.) вĕренме кĕмелли йĕрке çинчен те пĕлсе килнĕ, вăл хăй ун чух аслă пĕлӳ илме кĕнĕ ĕнтĕ. Анчах парта хушшинчен тăнă-тăман тата 4-5 çул вĕренесси шиклентернĕ-ши каччăна? Килĕнче «ырана хăвармасăр» тумалли ĕçсем пулнă-ши? Е çара кайса килсе çĕршыв умĕнчи парăма татас тенĕ-ши? Çук, Эдуард докуменчĕсене института çитермен.
«Ят тухсан» çара кайнă. Ун чух Афганистанра интернационалла тивĕçсене пурнăçлама ăсатасси пĕтмен пулнă-ха. Çӳллĕ, кĕреш çамрăка та Афганистана ăсатас тенĕ, анчах нумай пулмасть операци туни тытса чарнă çар комиссариатĕнчисене . Çавăнпа Эдуард урăх çĕрте, Китай чикки çывăхĕнче хĕсметре тăнă.
Çартан таврăнсан нумай та вăхăт иртмен, тантăшĕпе, параллельлĕ класра вĕреннĕ Валентинăпа пĕрлешнĕ. «Вунă çул пĕр шкулта вĕреннĕ, асăрхаман та темелле пĕр-пĕрне. Çартан таврăнсан пĕрре тĕл пулсанах юратса пăрахрăмăр», – тесе аса илет вăл халь.
Валентина, унччен Анат Камăра заводра ĕçлекенскер, Эдуард качча тухма ыйтсан килĕшнĕ. Ĕçĕнче: «Мăшăрлансанах хваттер паратпăр», – тесе шантарнине пăхмасăр, пĕр иккĕленмесĕр юратнă çыннипе ялта пурăнма килĕшнĕ. Çапла Саврăшпуçĕнче çĕнĕ çемье чăмăртаннă.
Ашшĕ-амăшĕ килĕнчен уйрăлса тухса çамрăк Ильинсем юнашарах кил-çурт çавăрнă: «Авланнăранпа паян кунччен стройка пырать манăн», – тесе кулать Эдуард Михайлович. Амăшĕ пекех юрлама ăста мăшăрĕ Валентина Ивановна 1989 çултанпах патшалăх страховани агенчĕ пулса тăрăшать. Вĕсем икĕ ача çуратса ӳстернĕ. Асли Евгений тепĕр икĕ уйăхран çартан таврăнмалла. Вăл шкул хыççăнах Çырчаллинче физкультура вĕрентекенĕ пулма пĕлӳ илнĕ, кайран салтака кайнă. Çавăнпа килсенех ĕçе кӳлĕнет ĕнтĕ. Хĕрĕ Ангелина та пурнăç çулне суйласа илнĕ. Вăл Чистайра медицина колледжĕнче вĕренет. «Асламăшĕ питĕ тухтăра вĕрентесшĕнччĕ», – тесе тунсăхлăн аса илет Эдуард Михайлович. Çапла, салхулланма сăлтавĕ пурах, 7 çул каялла 65 çулти амăшĕ çĕре кĕнĕ. «Чĕри пĕтнĕ», – тенĕ ун пирки кĕскен. «Пурăннă чух пĕрмай мĕн-тĕр тăваттăмăр, юнашар ларса лăпкăн калаçма вăхăт тупман. Халь вăхăтне те тупнă пулăттăм та, аннене тавăрма çук», – тесе хурланать пархатарлă ывăл.
Каларăмăр ĕнтĕ, Эдуард Ильина искусство тĕнчи ачаран хăй патне туртнă. Çавăнпа 17 çул каялла вăл ялти клубра илемлĕх ертӳçи пулса ĕçлеме пуçланинчен тĕлĕнмелли те çук. Эдуард Михайлович ялти культура аталанăвĕ çинчен хавхаланса каласа парать. Халĕ авă, çĕнĕ культура çурчĕ тума тытăннă. Вăл малтанхинчен самай аслă пулмалла, пĕр çуртрах ФАП та, библиотека та, клуб та вырнаçать. Куракансен залĕ те самай пысăк пулмалла – 200 вырăнлăх. Паллах, çаксем савăнтараççĕ, тата тăрăшарах ĕçлеме вăй хушаççĕ. Енчен те ĕлĕкрех аслă çулсенчисем клуба концерт-спектакль курма кăна тухкаланă пулсан, халĕ хăйсем пĕр ушкăна пуçтарăнса халăх юррисем юрлама пуçланă. Концертсем лартнă çĕре те хутшăнаççĕ. Тахçан манăçа тухнă юрăсене çĕнĕрен чĕртсе тăратма май пурри савăнтарать Эдуард Ильина. Çапла вăл юрăсене кăна мар, тăван ялти асламăш-аслашшĕсем тытса пынă йăласене те пĕтме парасшăн мар. Тĕслĕхрен, чăваш туйĕ. Халĕ кафесенче туйсем ирттерме пуçланăранпа туя туй пуçĕсем пуçласси пăрахăçа туха пуçланă… Уявсем тата… Вĕсем ял çумĕнчи илемлĕ лапамсенче иртнĕ, темиçе çĕрте. Ун чух ялĕнче халăхĕ те йышлăрах пулнă ĕнтĕ. Апла пулин те, малаллах тытса пымалла чăн чăваш йăли-йĕркине. Тен, çак тĕллевсене пурнăçлама пулăшасса шансах, кăçал Эдуард Ильин куçăн мар майпа аслă шкула вĕренме кĕресшĕн.
Çапла, пултаруллă çыншăн культура ĕçне йĕркелесе пырасси юратнă заняти. Анчах, шел те, пирĕн çĕршывра, уйрăмах ялта, çак ĕçпе тăранса пурăнма çăмăл мар. Çавăнпах Эдуард Михайлович харпăр хушма хуçалăх (ЛПХ) программине хутшăнса фермер пулса тăнă. Сысна самăртасси пирки килĕшӳ туса çемье ферми уçнă. Вунă пуç сысна илнĕ. Пĕр ăстрăм ĕç ăннă пек те: сыснасем чĕрĕ виçе хушнă, çăвăрланă, çурисене сутса вырнаçтарнă. Анчах юлашки çул лару-тăру пит савăнăçлах мар тесе каласа пачĕ пире Эдуард Михайлович. Сысна ашне илес текенсем те çукрах, тупăнсан та йӳнĕ хакпа туянасшăн. Çурисене пĕлтĕр Чистай пасарĕнче 2800 тенкĕпе сутайнă пулсан, кăçал ун чухлĕпе илмеççĕ текен сас хура çӳрет таврара. Çакă, паллах, пăшăрхантарать. Апла пулин те, алла усмаççĕ Ильинсем, пуçарăва пăрахăçлама васкамаççĕ. Сысна самăртас вырăнне ĕне-выльăх тытма пуçласшăн.
Э.Ильин.
Э.Ильин.
 
: 1206, Хаçат: 15 (1005), Категори: Районсенче

Комментарисем:

Татьяна (2013-04-13 00:30:37):
Эдик хастар курăнать пулсан та,именчекĕ вара ,тепĕр чăваша щитес пулать.Хĕрĕх ыйтла хут купăс коллекцие пущтарса чунă савăныне ущса паман.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: