Пирĕн, корреспондентсен, республика тăрăх çӳресе ирĕксĕрех тем курма та, тем илтме те тӳр килет. Курнине те илтнине вара пирĕн хаçат страницисенче çырса кăларса халăха пĕлтермелле. Тĕрли пулать, паллах. Хăçан ырлатпăр, хăçан хурлатпăр та.
Çак эрнере эпир çурхи çанталăка тĕрĕслеме Аксу районне кайрăмăр. Юр ирĕлсе пĕтнипе хирсемпе вăрмансем, çырма-çатрасем питех ĕлккен курăнмаççĕ-ха. Çулĕ те тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен.
Аксу районĕн çулĕпе пынă май сулахай еннелле пăрăнтăмăр, Савгачево тата Саврăшпуç ялĕсене çитме палăртнă. Пыратпăр асфальтлă çулпа. Çулĕ вара, Михаил Задорнов калашле, шăла сапланă пломбăсем тухса ӳкесрен хăратаканни. Шăтăк çине шăтăк, путăк çине путăк. Ял патне çитрĕмĕр. Шалалла, ял хутлăхĕ, клуб, почта патне кĕме вара ял çыннисене калама та кирлĕ мар.
Юлашки темиçе çулта Аксу районĕн çĕрĕ çинче нефть уçлакан качалкăсем тăнине сăнама пулать. Пуян район темелле. Нефть пур. Анчах та Аксу районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçин социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Сергей Александров сăмахĕсемпе, качалкăсем кунта, кантурĕ вара кӳршĕ районта вырнаçнă. Çавăнпа та пĕтĕм укçа çав районта. Ĕçлекеннисем те ют çынсем, налукне те çавăнтах тӳлеççĕ. Транспорчĕсем вара пĕтĕмпех Аксу çулне çĕмĕрсе те ватса çӳреççĕ. Мĕн тумалла?
– Ял хутлăхĕн пуçлăхĕсемпе çакăн пирки сахал мар калаçу пулнă. Нефть кăларассипе çыхăннă пысăк машинăсене çул çине кĕртмелле мар тесе район администрацийĕн пуçлăхĕ пĕрмай калать. Çӳреччĕр хирпе, – ăнлантарса парать пире Сергей Витальевич. – Анчах та ял хутлăхĕн пуçлăхĕсем итлемеççĕ. Çав нефтяниксемех çулсене çĕмĕрсе пĕтерчĕç те. Вĕсем пирĕн районта кăна çулталăкне 1 миллион тонна ытла нефть уçласа илеççĕ.
Тĕрĕс ĕнтĕ, районта хура ылтăн кăлараççĕ те, хура пылчăк ашаççĕ. Вырăнлă-и ĕнтĕ ку?
Сергей Александров каланă тăрăх, районта 16 чăваш ялĕнче асфальтлă çул çук. Хăçан пуласси те паллă мар. Ялан тĕрлĕ чăрмавсем сиксе тухаççĕ.
Шкул ыйтăвĕ те питĕ çивĕч тăрать районта. Уйрăмах пуçламăш шкулсене хупаççĕ. Ачи те нумай мар, паллах. Апла пулсан та, паян нумай мар пулсан, ыран çуралсан вара… Каллех шкул уçмалла. Тен, пуррине сыхласа хăварма тăрăшмалла?
Нумай ялсенче каланă пек тăваççĕ те. Шкула ан хупчăр тесе хăйсен вăйĕпе юсав ĕçĕсем тăваççĕ. Сăмахран, Çирĕклĕре, шкул туалетне учительсем килĕнчен хăмасем илсе килсе туса лартнă. Ытти юсав ĕçĕсене тума та хăйсен кĕсйинчен тухать.
– Халĕ çавăн пек самана кайрĕ çав. Патшалăх тĕллевĕсем урăхларах. Енчен те ачасем тăван ялтах вĕренччĕр тесен, учительсем ĕçсĕр тăрса ан юлччăр тесен, ашшĕ-амăшĕсен те, вĕрентекенсен те хăйсен тăрăшмалла. Пурнăç çавнашкал. Ăçтан-тăр кĕтсе ларсан ĕç тухмасть, – тет кун пирки Сергей Витальевич.
Сергей Витальевич, социаллă ыйтусемпе ĕçлекенскер, халăх нушине питĕ лайăх пĕлет, паллах. Унăн хăйĕн те чĕри ыратать, вăл май пулнă таран пулăшма тăрăшать.
– Мĕнле пулсан та, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем шкулсем тумашкăн, пуррисене ан хупчăр тесе администраци пуçлăхĕ патне çыру çырса ямаллах. Ыйтни ыйтманни мар. Пĕр çул тăваймарĕç-тĕк, тепринче пурнăçлама тăрăшаççех. «Йĕмен ачана чĕчĕ памаççĕ», – теççĕ чăвашсем. Сăмахран, Саврăшпуçĕнче клуб кирлĕ тесе ыйтнăччĕ, халĕ акă çĕнĕ клуб тума пуçларĕç. Клуб тенĕрен тата. Ăна туса лартнипе кăна мар вĕт, унта çӳрекен, юрлакан-ташлакан пулмалла. Ансамбльсем йĕркелемелле. Тĕрĕссипе каласан, малтан хăйсене кăтартмалла, унтан ыйтмалла, – тет районти ĕçтăвком ертӳçин çумĕ. – Кĕçĕн Сĕнчелĕнче те акă, пуçламăш шкулпа клуб тума пуçлаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ пĕр çуртра пулаççĕ. Юлашки çулсенче çавнашкал, темиçе учреждение пĕрлештерсе уçаççĕ. Мĕншĕн апла тунине, паллах, пурте ăнланаççĕ тесе шутлатăп.
Чиркӳсем пирки те сăмах хускалчĕ. Халĕ модăна кĕнĕ тейĕн, кашни ялта чиркӳсем тума шутлаççĕ. Вăл аван-тăр та-ха…
– Емелькинăра клуб кирлĕччĕ, пĕлтĕр çĕнĕ клуб уçăлчĕ. Савăнтарать. Халĕ вĕсем чиркӳ кирли пирки калаçаççĕ. Ман шутпа вара халăх чиркĕве çӳремелĕх пиçсе çитмен-ха. Мĕншĕн тесен нумай чиркӳсем пушă тăраççĕ. Унта çӳрекен çук, – тарăхса калать Сергей Витальевич. – Хăш-пĕр çуртсенче турăш кĕтессисем те çук.
Пĕр шутласан, Турă каçартăр, ĕлĕк те кашни ялта чиркӳ пулман. Тавралăхра пĕрре пулнă-тăк, пурте унта çӳренĕ. Хальхи пек кашни килте машина та пулман, çуранах утнă. Каç выртма та юлнă.
Сергей Витальевичпа калаçма питĕ интереслĕ, вăл пустуй сăмахсем каламасть, малашнехи пурнăç мĕнлерех пулассине те халех курса тăрать темелле. Пурăна киле ял халăхĕ хуласене тухса каясси пирки те пĕр пытармасăр калать. Хула пĕчĕк ялсене «çăтса ярать» тет. Ялсен вырăнĕнче вара пĕрер кил-çурт çеç юлĕ. Мĕншĕн тесен вăл фермер çурчĕ пулĕ. Ял хуçалăхĕсен пуласлăхĕ пирки те иккĕленет вăл.
Сергей Александров социаллă ыйтусемпе нумай çул ĕçлет, çавăнпа та тĕрĕссине куçран калама та хăрамасть. Вăл тĕрĕссине калать. Кирлине.
Тĕрĕссипе, çакăн пек лару-тăру чылай районта темелле. Унти пуçлăхсем уççăн каламасан та, вăл питĕ лайăх курăнать.
![]() |
С.В.Александров. |