Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔН кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов 2013 çул валли облаçри «Забота» чухăнлăха çĕнтермелли комплекслă программăна çирĕплетнĕ. Ăна пурнăçа кĕртме 6 миллиард тенкĕ укçа уйăрма палăртнă. Ульяновск облаçĕн ĕç тата социаллă аталану министрĕ А.Васильев каланă тăрăх, программăн тĕп тĕллевĕ – халăхăн чухăнлăх шайне чакарма пулăшасси. Ăна пурнăçа кĕртнĕ май йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшма, ветерансемпе инвалидсен, ваттисен, нумай ачаллисен пурнăçне лайăхлатма, бюджетра ĕçлекенсен ĕç укçисене ӳстерме, граждансене питĕ кирлĕ профессисене алла илмешкĕн пулăшма, ĕç вырăнĕсем туса пама, инвалидсене, нумай ачаллă тата инвалид ачасене пăхакан ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтарма палăртнă. Программăна пурнăçлама область бюджетĕнчен 5,88 миллиард тенкĕ укçа уйăрнă, çакă 700 пин çынна тĕрлĕ пулăшу пама çитмелле.
ЧĂВАШ ЕНРЕ пурăнакансен шучĕ 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1,243 миллион çын шутланать. Чувашстат REGNUM информаци агентствине пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр кӳршĕ республикăра пурăнакансен шучĕ 3581 çын таран чакнă. Пĕтĕмĕшле шутран 743,6 пинĕ (59,8 процент) хулара, 499,8 пинĕ (40,2 процент) ялта пурăнать. Çак цифрăсенченех курăнать, ялта пурăнакансен шучĕ чакса пырать. Пĕлтĕр кăна 6,83 пин çын чухлĕ сахалланнă.
 
Чăваш Республикинче ватă юман ӳсни çинчен çырнăччĕ ĕнтĕ. Çав йывăçа, Муркаш районĕнчи Аслă Сĕнтĕр поселокĕнчен 9 километр çурçĕр-хĕвел тухăçнерех ача-пăча лагерĕн территорийĕнче вырнаçнă 480 çулхи юмана çак кунсенче федераллă пĕлтерĕшлĕ çут çанталăк палăкĕсен шутне кĕртнĕ. Çак йышăнăва «Йывăçсем – чĕрĕ çут çанталăкăн палăкĕсем» Пĕтĕм Раççейри программăн эксперчĕсем йышăннă. Йывăçăн вуллин диаметрĕ 182 сантиметрпа танлашать, çӳллĕшĕ аçа çапиччен 26 метр пулнă, халĕ вара – 20 метр.
 
Çак кунсенче Шупашкар хулинчи Калинин районĕнче Добрыня ятлă арçын ача çуралнă. Çамрăк ашшĕпе амăшĕ çак ята ахальтен суйласа илмен, вăл юмахри паттăрăнни пекех, ашшĕ ячĕпе – Никитич – килĕшсе тăрать-мĕн. Çамрăк ашшĕпе амăшĕ ачин пуласлăхĕ çав тери ырă пуласса чунтан шанса тăраççĕ. Шупашкарта пурăнакансем юлашки вăхăтра çуралакан ачасене сайра тĕл пулакан ятсем ытларах та ытларах хураççĕ. Вĕсен хушшинче хĕр ачасенчен Аиша, Злата, Эмилия, Тамила, Санита, Аэлита ятсем, арçын ачасенчен Арсен, Рафаэль, Мирай, Бограт, Радомир, Севастьян ятсем те тĕл пулаççĕ. Турăсен ятне паракансем те пур иккен. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, Шупашкарта çуралнă арçын ачана Тор, Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă хĕр ачана Афина ят панă.
 
Чăваш кĕнеке издательствинче тин кăна «Тăван ен. Чăваш халăхĕн историйĕпе культури аваллăхран X ĕмĕр таран» вĕренӳ пособийĕ пичетленсе тухнă. Кĕнекен авторĕ тата ӳнерçи – Е.В.Енькка. Учебник 8-мĕш класра вĕренекенсем валли, 9-мĕш класс валли хатĕрлекен кĕнеке вара чăвашсен историйĕпе культурине IX ĕмĕртен пуçласа паянхи кунччен çутатĕ. Çакна палăртмалла: ку кĕнеке шкул ачисемшĕн кăна мар, тăван халăхăмăрăн историйĕпе тата культурипе интересленекен кашни çыншăнах интереслĕ пулмалла.
 
: 1542, Хаçат: 15 (1005), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: