Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Апрелĕн 9-мĕшĕнче Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов ĕçлĕ çул çӳревпе Лайăш районĕнче пулса темиçе производство объектне çитсе курнă.
Чи малтан Усады ялĕнче «ICL КПО ВС» УАО заводăн 1-мĕш производство комплексне хута янă çĕре çул тытнă.
Асăннă завода пĕлтĕр майăн 24-мĕшĕнче тума пуçланă пулнă. Ун чухне те, никĕс ярса капсула хурса хăварнине халалланă мешехере, ТР Президенчĕ хутшăннăччĕ. Тутарстаншăн çак завод çĕнĕлĕх-ха. Кунта компьютер техникипе тата программăпа тивĕçтерессипе Раççейре чи малта пыракан производство пулмалла. Урăхла каласан, çĕнĕ предприятире электроникăпа çыхăннă техникăна пуçтараççĕ: нетбуксем, компьютерсем, мониторсем тата ытти те. Производствăра 250 специалист ĕçлет. Завод çулталăкне 300 пин издели туса кăларма тивĕç. Производство комплексĕсĕр пуçне тата çав акционерлă общество икĕ инженер центрĕ тума палăртса хунă. Пĕтĕмĕшле завод планпа 2017 çулта ĕçлесе каймалла.
– Ку пĕрремĕш тапхăр кăна-ха, инвесторсем çакăн пек тата виçĕ тапхăра хута яма шутлаççĕ. Анчах та ман шутпа вĕсем тата та нумайрах пулаççĕ-ха. Тĕнче улшăнса, çĕнелсе пырать, эпир вара халĕ технологи ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Çавăнпа та кунта туса кăларакан оборудованисемпе программа продукчĕсем паян та, малашне те кирлĕ пулаççĕ. Шел пулин те, пирĕн çĕршывра ют çĕрте туса кăларнă техникăпа нумайрах усă кураççĕ. Пĕр шутласан, эпир хамăр та конкурентлă продуктсемпе япаласем туса кăларма пултаратпăр. Ăна пирĕн çынсемех тăваяççĕ, – тенĕ Рустам Минниханов.
Çаплах предприяти питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçни пирки те палăртса хăварнă. Малашне Лайăш районĕнче çитес вăхăтра «СМАРТ Сити» Хусанти наукăпа ĕç центрĕн проектне тума пуçлаççĕ. Çав зонăрах «Иннополис» ятарлă экономика зони те вырнаçмалла.
Символлă кнопка çине пусса Рустам Минниханов çĕнĕ производствăна ĕçлеттерсе янă. Конвейер çинчен тухнă пĕрремĕш нетбука «ICL КПО ВС» УАО генеральнăй директорĕ Виктор Дьяченко ТР Президентне панă. Рустам Минниханов нумай шутласа тăман, нетбука çамрăк IT-разработчика Данил Агафонова парнеленĕ.
Завода хута янă хыççăн ТР Президенчĕ «Дружба» спортпа кану центрне уçнă çĕре хутшăннă.
Çав кунах тата DoorHan системипе ĕçлекен хапхасем туса кăларакан завода та кайма ĕлкĕрнĕ Рустам Минниханов. «Рамаевское» тулли мар яваплăхлă общество фермер хуçалăхĕнче пулса курнă. Асăннă хуçалăх хурсем ӳстерессипе тата хур ашĕ туса илессипе Раççейре чи пысăк хуçалăхсенчен пĕри шутланать.
 
: 1126, Хаçат: 15 (1005)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: