Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХĂЙ ИРĔКĔПЕ
Ку эрнере Рафаэль Абузяров Пăва районĕн пуçлăхĕн постĕнчен хăй ирĕкĕпе каясси çинчен пĕлтерчĕ. Çакă районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерессине Пăва районĕ еплерех пурнăçланине критикленипе çыхăннă. «Паллах, районта мĕн пулса иртсен те пуриншĕн те район пуçлăхĕ яваплă. Эп çакна ăнланатăп, çавăнпах хам йышăнакан должноçран каяс терĕм. Тăван районта эпĕ 37 çул ĕçлетĕп ĕнтĕ, пăвасене тата республика ертӳçисене пĕрле килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав тăватăп», – тенĕ Р.Абузяров.
ЙЫШĂНУ
2013 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче РФ Следстви комитечĕн Председателĕн Йышăну пӳлĕмĕнче (Хусан хули, Большая Красная урамĕ, 39-мĕш çурт) 16 сехетре Раççей Следстви комитечĕн Следстви управленийĕн Тутарстанри управленийĕн ертӳçи Павел Николаев тата унăн çумĕсем халăха йышăнаççĕ. Йышăнăва каяс текенсен маларах (843) 221-74-14 телефонпа шăнкăравласа çырăнмалла.
КАРАНТИН
Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийĕ урнă чир палăрнине пула хăш-пĕр районсенче карантин пуçланни çинчен пĕлтерет. Республика Президенчĕн Указĕпе çак вырăнсенче карантин пуçланнă: Аксу районĕнчи Анат Паланлă ялĕ, Алексеевски районĕнчи Городок ялĕ, Анат Кама районĕнчи Анат Уратьма ялĕ. Çак территорисенче карантин вăхăтĕнче килти выльăх-чĕрлĕхе сутма-туянма, чирлĕ выльăха пусма юрамасть. Карантин юлашки чирлĕ чĕр чуна палăртнă хыççăн икĕ уйăхран – паллах, кирлĕ мероприятисене пĕтĕмпех ирттерсен – хупăнмалла.
УКÇА УЙĂРНĂ
Пĕлтĕр 384 шкул валли 50 миллион тенкĕ уйăрнă пулсан, 2013 çулта республикăри 131 шкул валли спорт инвентарĕ туянмашкăн 20 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Çакăн пирки ТР вĕрентӳпе наука министрĕн çумĕ С.Гиниатуллина ТР Общество палати йĕркеленĕ çавра сĕтелте пĕлтернĕ.
ДИРЕКТОР УЛШĂННĂ
«КАМАЗ» автомобиль завочĕн çĕнĕ директорĕ Николай Светличный пулса тăнă. Халиччен вăл двигательсен заводĕнче тĕп инженер пулса 12 çул ĕçленĕ. Автомобиль завочĕн халичченхи директорĕ Ильдус Баянов вара компанин инвестици проекчĕсен ушкăнне ертсе пыма пуçланă.
 
: 994, Хаçат: 15 (1005), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: