Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 50-52, 1-4, 6-11, 13 №№.)
Вăт хĕрсемшĕн юмăç пăхма ансат. Анкарти хыçне тух та салтак тӳмин çеçкисене «юратать, юратмасть» тесе татса лар. Эх ах-хай, хăçанччен пырĕ çак тискер аркату? Çакăн пек шухăшсемпех тăван яла çитрĕм. Халь Верук курортра канни çинчен илтес килет. Ытла аскăнмарăн-и унта?
– Курортра лайăх: апачĕ техĕмлĕ, кун сиктерсе хăрăм тĕслĕ шывра ванна кĕртеççĕ. Мацеста теççĕ çавна. Мĕн чухлĕ çыврас тетĕн, çавăн чухлĕ çывăр. Курорчĕсене те капитализм инкекĕ çитнĕ. Эпĕ каннă курортра пĕр çамрăка та курмарăм: стариксемпе карчăксем ытларах. Ман ӳсĕмрисем те виç-тăват çын кăначчĕ. Аскăнас тесен те аскăнаймăн. Хĕрĕхсенчен иртнĕ хула майрипе пĕр пӳлĕмре тăтăмăр. Хăпарса тăракан тутисем сăнне тискерлетсе тăраççĕ. Ма вĕсем сан çапла хулăн тесе кăсăклантăм.
– Эх, деревня, деревня, – терĕ мана шелленĕн, – çавна та тĕшмĕртейместĕн. Хĕрарăмăн хулăн тутисем кирек хăш арçынна та илĕртеççĕ, ма тесен хулăн тутасем ясар курăнаççĕ. Ман тутасене силикон уçласа кĕртнĕ.
– Сана вара миçе арçын кирлĕ, упăшку çитмест-им?
– Упăшка вăл упăшка, хăйма та кашни кун çисен йăлăхтарать, партнера хутран-ситрен улăштарни сывлăхшăн та сипетлĕ теççĕ тухтăрсем.
– Ав епле иккен. Тухтăрсем патне те кайкаланă, анчах вĕсенчен ун пек канаш илтмен. Юрĕ, кĕçĕр санпа юриех ташлама пырăп, курăпăр кама маларах ташша чĕнĕç арçынсем, сана-и е мана.
Тĕрлĕ мероприятисем ирттерекен зала ваттисем, çамрăктараххисем йышлă пухăннă. Тăратпăр хулăн туталлă майрапа стена çумĕнче пĕр-пĕр арçын ташша чĕнессе кĕтсе. Вальс кĕвви янăрать. Ак пирĕн пата аллăсенчи типтерлĕ арçын пычĕ те мана ташша илсе тухрĕ. Хулăн туталлă майра çаплах стена çумĕнче пĕччен кичемлĕхре. Унтан фокстрот янрарĕ. Леш арçын татах мана илсе тухрĕ. Хулăн туталли патне утмăлсенчи арçын пырсан хĕрарăм хĕвел пекех çиçрĕ. Ташăсем вĕçленсен майра мана пуш пӳлĕмре çывăрма хушрĕ. Вăл, имĕш, çав арçынпа çывăрма калаçса килĕшнĕ. «Ватă-çке вăл», – тенине хирĕç: «Ватă ăйăр йăрана пăсмасть», – тесе хучĕ.
– Çăраççи, – тетĕп çакна.
– Вăл алăка пирĕнни те юрать.
Кайрăм пуш пӳлĕме, телевизор хускатрăм та пăхса ларатăп. Çирĕм минут та иртмерĕ, «хулăн тута» пӳлĕме кĕрсе тăчĕ. Ятлаçать хăй: «Ăйăр мар вăл, ватă клячă», – тет.
Сывлăха аванах тĕреклетсе таврăнтăм. Ĕне суса кушăрханă алăсем те çемçелсе якалчĕç. Шел, ĕçе тухсан вĕсем каллех кушăрхаççĕ ĕнтĕ.
– Кушăрхамĕç, – татрĕ Верук кулянăвне Элекçей. – Çук ĕнтĕ пирĕн фермăра ĕнесем, çамрăк вăкăрсемпе тынашкасем, совхоз панкрута тухрĕ. Патшалăх умĕнчи парăма татма сутса ячĕç вĕсене. Сăвакансемпе выльăх пăхакансене ĕç укçи вырăнне памалăх кăна пĕр çулхи пăрусене хăварнă. Ыран Ваççапа кайăр та пĕр тынашкине çавăтса килĕр.
– Пĕтрĕ пуç, эпĕ те ĕçсĕр тăрса юлтăм-и? Мĕн ĕçлесе пурăнăп-ха эпĕ? Ĕне сăвассисĕр пуçне урăх нимле ĕç те тăваймастăп-çке, – тем йывăрăш çăк йăтăнса аннăн пусăрăнчĕ Верук.
– Ытла ан пăлхан-ха, эпир Элекçейпе Тăрнапуçĕнче хамăр лавккана уçатпăр. Эсир Кĕтернепе сутуçăсем пулатăр, – лăплантарчĕ мăшăрĕ Верука. – Яхруç пултарнине пирĕн пуç та çитĕ.
– Сутуçă пулма хăратăп эпĕ. Атте калатчĕ, çав ĕçе кĕриччен ĕне илсе лавкка çумнех кăкарса хумалла – растрата тусан тӳлеме.
– Ан шиклен, вĕрентĕпĕр, – терĕ Элекçей.
Пĕчĕк ĕçкĕ вĕçленчĕ, кӳршĕсем выльăхĕсене апат пама килĕсене утрĕç.
 
* * *
Тăрнапуç ял-йышĕн ĕçĕ-хĕлĕ «Тухăç» совхоз панкрута тухсанах айăн-çийĕн явăна пуçларĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсем панкрута кăларассине йĕркелесе пыма вăхăтлăха лартнă управляющи пӳлĕмне ушкăнăн-ушкăнăн кĕреççĕ. Пурин те пĕр ыйту: çулталăк ытла ĕç укçи илмен, кам тӳлет ăна халь? Хуравĕ те пĕрре çеç: укçа çук, натурăпа татăлатпăр. Пайтахăшĕ çакна ăнланмасть, пурте тĕп бухгалтера тапăнаççĕ. Хĕлип Элекçейĕ тĕплĕн ăнлантарать:
– Пенсионерсене, ĕçсĕр ларнисене çĕр пайĕшĕн икшер центнер тулă, ĕçленисене – тăватшар центнер. Хăш-пĕрисемпе ĕç хатĕрĕсемпе татăлаççĕ.
– Аппай пысăка хурса хакланă çулталăк ытла пĕр пус илмесĕр тар тăкнине, – ӳпкелешеççĕ тăрнапуçсем.
– Мĕн панипе çырлахăр, – хутшăнать калаçăва Самай Ваççи. – Кĕтнепуçĕнче кашнине пĕрер центнер тырă çеç панă. Унти арçынсем халь пурте шапашка кайса пĕтнĕ. Пирĕн ĕçе патшалăх çапларах хаклать. Кĕтнепуçĕн анлă уйĕсенче халь салтак тӳми чечекĕ çеç ӳсет. Чиновниксем апат-çимĕç продукчĕсене чикĕ леш енчен туянни пайталлăрах тесе калаçаççĕ вĕт телевизорпа. Пĕр сăмахпа, кам мĕнле пĕлет, çапла йĕркелет хăй пурнăçне. Ытла ан пăшăрханăр, патшалăх умĕнчи кредит парăмĕсене татсанах «Тухăç» совхоза «Шуршыв–тĕш-тырă» холдингпа пĕрлештереççĕ.
Пурпĕрех кӳренӳпе, ӳпкелешӳпе саланать халăх совхоз кантурĕ патĕнчен. Ваççа Элекçей пӳлĕмне кĕчĕ.
– Итле-ха, Алексей Палыч, платник-столярсен цехĕнче хăмасене савалакан станок, ун çинчех циркулярка пур. Çавна мана ĕç укçи вырăнне пама май çук-ши? Столяр верстакĕ те пăсмĕччĕ. Тата тынашкине паянах киле çавăтса килесчĕ.
– Çиччас, – терĕ Элекçей. Арифмометрĕпе шутларĕ те темле хут çине пăхса илчĕ.
– Вăт, Ваççа, çулталăк та виç уйăхшăн сана 45 пин тенкĕ тивет. Циркуляркăпа фуганкă станокĕн, верстакăн хакĕ пурĕ 35 пин. Эпĕ сана халех вĕсене килне куçарма, тынашка илме хут çырса парап. Эсĕ ун çине управляющине алă пустаратăн та капиталист пулса тăратăн. Станокне ман машинăпа ĕç хыççăн кӳрĕпĕр.
– 15 уйăхшăн – 45 пин. Ах Тур, куçкĕрет çаратаççĕ вĕт ял халăхне, – кӳренӳпе тарăху çĕкленет Ваççа кăмăлĕнче. – Хăвăрттарах уçасчĕ хамăр ĕçе, тен, ун чухне ретлĕрех пурнăç кайĕ пирĕн.
Хĕлип Элекçейĕ те хăйне тивĕçлĕ тупра – Т-40 кустăрмаллă тракторпа унăн тележкине, икĕ тренлĕ плуг, икĕ сӳре суйласа илнĕ. Çамрăк чух механизатор пулнă вĕт. Вăл пăрахăçланă «буханка» текен УАЗ машинăна тимĕр-тăмăра яртарман, хăй килĕ умне кӳртернĕ: çуллен чакалана-чакалана, юсав пайĕсем туянса хута ячĕ вĕт çав машинăна. Хăйсен лавккине уçсан тавар турттарма транспортшăн çынна йӳтетесси çук.
Ваççапа Верук тынашка илме фермăна çитрĕç. Вĕсем Верук витине кĕчĕç. Вăл пуш-пушă, ăш-чикĕ тăлăххăн курăнать. Унăн пырне темле чăмакка капланса килчĕ. Хурлану куççулĕсем тухрĕç куçĕнчен.
– Юрĕ ĕнтĕ, юрĕ. Лăплан. Хăçан та пулсан кун-çулăмăрсем сикчевлĕ йăрăмран тикĕс çĕре тухас шанчăкпа пурăнар, – лăп-лăп çапса ачашларĕ ăна çурăмĕнчен упăшки.
Тынашкине Верук суйласа илчĕ, хăй ушкăнĕнчи Манька пăрушех пулчĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 876, Хаçат: 14 (1004), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: