Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ çултанпа Тутарстан шкулĕсем питĕ ăслă ĕç тума пуçланă: вĕренекен шкулта пулнипе пулманни, урока кая юлни çинчен тата хăш кун мĕнле оценка илнине пĕтĕмпех ашшĕне е амăшне телефонпа пĕлтерсе тăраççĕ. Çак меслет малтанлăха хула шкулĕсенче кăна ĕçлеме пуçланăччĕ-ха, халĕ ял шкулĕсенче те çĕнĕлĕх ăнăçлă пурнăçланса пырать.
Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăш шкулĕнче, сăмахран, вĕренӳ çулĕ пуçланнăранпах ачан шкулти ĕçĕ-хĕлĕ пирки ашшĕ е амăш телефонĕ çине SMS ярса параççĕ.
Кивĕ Саврăш шкулĕ ялта таçтан курăнса ларать. Вăл çĕнĕ-ха тесен те йăнăшмăп. Ăна 1985 çулта çеç туса лартнă. Паянхи кун унта 75 ача вĕренет. Икĕ ял ачисем пĕлӳ пухаççĕ шкулта. Васильевка ялĕнче пуçламăш шкул кăна пулнипе темиçе ача кунта килет.
Шел пулин те, çак ял шкулĕ те икĕ çул ĕнтĕ 9 класс таран çеç пĕлӳ параять.
– Ача сахал пулни пĕтерет. Шкулсем хупăнаççĕ, вăтам шкулсем чакаççĕ, – тет пăшăрханса шкул директорĕ Ирина Алексеевна Герасимова. – Пирĕн ачасен те акă, 9 класс хыççăн кӳршĕ яла вĕренме çӳреме тивет. Тен, хамăр ялтах шкула вĕçлеме май панă пулсан, вĕсем тăван килтен те ир тухса кайман пулĕччĕç.
– Сирĕн миçе ача 9-мĕш класра вĕренет? – кăсăклантăм эпĕ.
– Кăçал 5 ача çеç. Пĕлтĕр вара вун пĕрĕнччĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ кăна 10-мĕш класра вĕренме шутланă. Ыттисем кам ăçта саланнă, – хуравлать Ирина Алексеевна ассăн сывласа.
– 1-мĕш класра миçен пĕлӳ пухаççĕ?
– Кăçал вуннăн-ха. Сахал мар теес килет. Çитес вĕренӳ çулĕнче те класс тулли пулма тивĕç, – тет директор.
Кивĕ Саврăш шкулĕн ачисем, вĕсен пĕлĕвĕ çинчен эпир, хаçат ĕçченĕсем, питĕ лайăх пĕлетпĕр темелле. Вĕсем ялан шкул пурнăçĕ çинчен çырса яраççĕ, сăвăсемпе калавсем те сахал мар хаçатра пичетленеççĕ.
– Вăтам пĕлӳ паракан шкул шутĕнче чухне эпир районта пĕтĕм кăтартусемпе чи лайăххисен пĕрремĕш теçеткине кĕнĕ. Халĕ вара, тĕп шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта пыратпăр, – хаваспах каласа парать Ирина Герасимова тăван шкулĕ пирки. – Учительсем те, ачасем те конкурссене хутшăнаççĕ. Çулталăкне 200 яхăн мероприятире хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ.
Кивĕ Саврăш шкулĕнче вĕрентекенсем пурте аслă пĕлӳ илнисем. Директор сăмахĕпе, паян-ыран пенсие каймаллисем çеç, вĕсем иккĕн, вăтам специальноçпа ĕçлеççĕ. Вĕсен опычĕсем пысăк, вĕреннисенчен ирттереççĕ.
– Ĕçĕн результачĕ чăн малтан учительсем ĕçленинчен килет. Вĕсем лайăх пулччăр тесен, завучсенчен килет. Пирĕн завучсем вара пултаруллă. Шкулта вĕсем пур ĕçе те туса пыраççĕ. Вĕсем кашни учительпе питĕ ăнланса ĕçлеççĕ. Тĕрĕссипе каласан, Галина Петровна Мельниковăпа Лариса Александровна Мартьянова манăн сылтăм алă.
Шкул ытла кивех мар-ха терĕмĕр ĕнтĕ. Апла пулсан та ылмашуллă çанталăка пула çурта юсасах тăмалла. Икĕ çул каялла çил-тăвăл шкул çивиттине илсе пăрахнă. Урăхла каласан, ватса тăкнă. Сахал мар чупма тӳр килнĕ, паллах, çавна юсаттарас тесе. Çапах та бюджет урлă районти строительство организацийĕ вĕсене çĕнĕ çивитти туса панă. Çавăншăн район пуçлăхĕсене тав тăваççĕ.
Çаплах 2011 çулта шкул йĕри-тавра пĕр предприниматель карта тытса панă. Кивĕсаврăшсем çак ырă ĕç туса панăшăн Валерий Осипович Семенова тав тăваççĕ.
– Пирĕн пысăк проблема – аслă çултан шкул патне кĕме çул çукки, – терĕ салхулланса шкул директорĕ. – Шкултан çул патне тухма пĕр километр та çук. Кашни çул сарса паратпăр тесе шантараççĕ. Анчах та…
Çул кăна та мар вĕсен проблеми. Ирина Алексеевна каланă тăрăх, шкулăн транспорчĕ те çук. Ял хутлăхĕн пур пулсан та, шкул валли мар, паллах.
– Района кашни кун çӳреме тивет. Анчах та мĕнпе кайса килме пултарни никама та интереслентермест. Каллĕ-маллĕ укçа тăкса çӳренине те шута илмеççĕ, – тесе хуйхăрать директор.
Шкул директорне ăнланмалла, паллах. Вăл вĕрентекенсемшĕн пăшăрханать.
Вĕрентекенĕсем вара питĕ тăрăшуллă унта. Тĕрĕссипе каласан, пĕрне те уйăрса çырас килмест. Пурте хăйсен предмечĕсене чунне парса вĕрентеççĕ. Мĕншĕн тесен ачасем тĕрлĕ енлĕ олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсем йышăнаççĕ. Ку, директор каланине аса илсе, учитель тивĕçĕ.
Шкулта çаплах тавра пĕлӳ музейĕ те питĕ чаплă. Библиотека та пуян.
Шкул библиотеки пысăк пӳлĕм йышăнать. Кунта тăватă пине яхăн кĕнеке упранать. Çапах та чăвашлисене нумайрах вулассисем килеççĕ кивĕсаврăшсен. Библиотекарь Валентина Николаевна Мельникова каланă тăрăх, пĕлтĕр чăваш чĕлхипе çырнă кĕнекесем пĕрре те килмен. Юлашки çулсенче çĕнĕ кĕнекесен авторĕсем питĕ кăсăк çыраççĕ. Вулас килсе тăрать. Шкул ачисем библитотекăна пушă тăратмаççĕ. Тăхтав вăхăтĕнче те, уроксем хыççăн юлса та тем шыраççĕ, темĕнпе те интересленеççĕ.
 
: 1171, Хаçат: 14 (1004), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: