Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.03.2020 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 1 - 3 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районĕнчи Çĕнĕ Тимушкел вĕрентекенĕсемшĕн тăван чĕлхе урокĕсене тĕплĕн хатĕрленсе, интереслĕ те тухăçлă ирттересси паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Чăваш чĕлхи нумай-нумай ĕмĕрсем хушши пурнăçри тĕрлĕ пăтăрмахсене çĕнтерсе сыхланса юлнă чĕлхе. Шухăшласа пăхăр-ха – мĕнле çепĕç, илемлĕ, илĕртӳллĕ пирĕн чĕлхе. Кашни йăла-йĕркен хăйĕн кĕвви, юрри.
Ачасене тăван халăхăн культура пуянлăхĕпе паллаштарса ырă чăваш чунлă тăвасси пирĕншĕн, вĕрентекенсемшĕн, чи сăваплă та чыслă тивĕç. Çын тăван çĕршыва юратакан тата ăна юрăхлă этем пулса çитĕнесси хăйне çуратнă халăха хисепленинчен пуçланать. Тăван халăха юратман çын халăхсен хушшинчи туслăха та çирĕплетме пултараймасть.
Нумай пулмасть пирĕн шкулта тăван (чăваш тата тутар) чĕлхе эрни иртрĕ. Унта вĕрентекенсем уçă уроксем, тĕрлĕ мероприятисем хатĕрлерĕç. Пĕрремĕш кун Алина Ивановна Павлова, 1-мĕш категориллĕ вĕрентекен, 6-мĕш класра «Таврăну местоименийĕ» темăпа урок ирттерчĕ. Урок питĕ интереслĕ иртрĕ, вĕрентекен ачасемпе питĕ çепĕç калаçма пĕлни тĕлĕнтерчĕ. Класри ачасемпе вĕрентекен пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. А.И.Павловăн урокĕпе питĕ кăмăллă пулчĕç, пысăк хак пачĕç.
Иккĕмĕш кун вара Елизавета Владимировна Павлова, аслă категориллĕ вĕрентекен, 5-мĕш класра «Антонимсем» урок кăтартрĕ. Елизавета Владимировна питĕ тăрăшуллă, хăйĕн ĕçне тĕплĕ тăвакан вĕрентекен пулни класа кĕрсенех палăрать. Урокра та Е.В.Павлова ачасене шухăшлама, хăйсем тĕллĕн ĕçлеме вĕрентекен учитель. Урокне пăхсан вĕрентекен ĕçĕ сая кайманни курăнать. Педагог урокра ачасене тăван чĕлхене юратма, тĕрĕс калаçма вĕрентет. Унăн урокне пысăк шайра хакларĕç.
4-мĕш класра Елена Кузьминична Сандимирова «Глагол хисеп тăрăх улшăнни» темăпа урок ирттерчĕ. Ачасем урокра тăрăшсах тĕрĕс хуравсем пачĕç, хăйсем пултарулăхне кăтартрĕç. Е.К.Сандимирован урокĕ шыв пек юхрĕ. Вăл темăна ăнлантарнă чух кашнин уйрăмлăхне шута илчĕ. Урока пăхакансем малашне те ĕçре пысăк çитĕнӳсем тума сунчĕç.
6-мĕш класра «Асамлă кăлтăрмач» вăйă-урок питĕ интереслĕ иртрĕ. Ăна ирттерекенĕ вара А.И.Павлова пулчĕ. Ачасене ку мероприяти питĕ килĕшрĕ.
Тутар чĕлхи учителĕ Р.М.Ганеева класс тулашĕнчи мероприятие ирттернине пăхма тӳр килчĕ. Ку мероприятие пăхнă хыççăн пăхакансем ăнланчĕç: пирĕн ачасем тутар чĕлхине те юратаççĕ. Вĕрентекен ачасен пуплеври йăнăшĕсене асăрхама, чĕлхе уйрăмлăхĕсене курма хăнăхтарать.
Юлашки кун вара ачасем питĕ чаплă концерт кăтартса пачĕç. Ку мероприяти пуçланиччен ачасемпе вĕрентекенсем эрнипех зала илемлетрĕç – ӳкерчĕксем ӳкерчĕç, буклетсем, бюллетеньсем, стена хаçачĕсем кăларчĕç, плакатсем çырчĕç. Мероприятин девизĕ вара «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» пулчĕ. Çав концертра пирĕн шкул ачисем хăйсем чăвашла та, тутарла та калаçма, юрлама пултарнине кăтартса пачĕç. Ачасем хăйсене артистсем пекех тыткалама тăрăшрĕç, хитре юрларĕç, илемлĕ сăвăсем каласа пачĕç, чăн-чăн уяв пулчĕ Çĕнĕ Тимушкел вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсемшĕн тăван чĕлхе эрни.
«Пĕрре пăхсах ăнланма пулать – тăван чĕлхене вĕрентекенсем питĕ килĕштерсе, пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлеççĕ, туслă йыш», – тесе пĕтĕмлетрĕ тăван чĕлхе эрнине шкул директорĕ Иван Георгиевич Мишин.
 
: 994, Хаçат: 14 (1004), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: