Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çарăмсан районĕнчи Йăвашкел ялĕн шкулĕн столовăйĕнче тутлă çитереççĕ. Кунта, паллах, поварсен ăсталăхне мухтамалла ĕнтĕ. Анчах апат тутлă пулнин сăлтавĕ тата та пур. Апата шкул çумĕнче çĕр лаптăкĕнче лартса çитĕнтернĕ пахча çимĕçрен хатĕрлеççĕ. Ачасем акаççĕ, пăхса çитĕнтереççĕ, пуçтарса илеççĕ. Паллах, хăйсем тăрăшса, вăй хурса илнĕ тухăç апатра та тутлăрах. Вĕсене пахчаçă ĕçне Татьяна Николаевна Данилова хăнăхтарса пырать. Вăл химипе биологи вĕрентекенĕ. Татьяна Николаевна ачасене çирĕм виçĕ çул çак наукăсемпе паллаштарать. Т.Данилова хăйĕн ĕçне питĕ юратать, çавăнпа Йăвашкел вĕренекенĕсемшĕн чылайăшĕшĕн çак предметсем юратнисем пулса тăраççĕ. Анчах Татьяна Николаевна вĕсене чи малтанах çĕре юратма вĕрентет тесен кăшт та йăнăшмастпăр. Пĕлтĕр республика шайĕнчи «Шкул çумĕнчи лаптăк» конкурсра вĕсем виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Тухăçлă çимĕç ӳстерес тĕллевпе пахчара вĕренекенсем тăтăшах опытсем ирттереççĕ, вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе грант та çĕнсе илнĕ. Татьяна Николаевна вĕренекенĕсенчен пĕри Галина Тихонова 2011 çулта юннатсен Пĕтĕм Раççейри конкурсне хутшăнма тивĕçнĕ, хăй çитĕнтернĕ дыньăна Мускавах илсе кайса кăтартма тӳр килнĕ ăна.
Татьяна Данилова хăйĕн ĕçне парăннă çын пулнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Шкул çумĕнчи вăл йĕркелесе пыракан çĕр лаптăкĕ çинче те таврара пĕлмен çын çук, таврара кăна-и? Хусанти аграри университечĕ те пĕлет. Йăвашкел шкулĕ ирттерекен опытсемпе интересленсе пĕрле ĕçлеме сĕнӳ панă вăл, паллах, унпа килĕшнĕ йăвашкелсем.
 
: 1055, Хаçат: 14 (1004), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: