Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çын пурнăçĕ çинчен çырасси савнă хĕр валли улăхра чечек пуххи пуçтарасси мар. Çав чечеке хăш чух çĕклемĕпе пухсан та эсĕ кăмăлланă хĕрупраç йышăнмасть ăна, аллине илес пулсан та çĕре пăрахса таптать. Ку вара унăн чĕри сана йышăнманнине пĕлтерет. Эсĕ çакна лайăх ăнлансан, хĕрĕн пуçне çавăрма пăрахса, хăвăн сĕмсĕрлĕхне лăплантарса урăх çулпа каятăн. Хăшĕ вара çакна ăнланмасăр хĕре çилленсе мĕн те пулин усал ĕç тума тăрăшать: элек сарать е ача-пăчана хĕтĕртсе çав хĕре мăшкăллама çул парать.
Çавăнпа та эпĕ çырни çынна унăн кăмăлне ан пăстăр тесе ман ăна малтанах асăрхаттарас килет: йăпăлтатса мар, хам кăмăл-туйăма кăна çырас тетĕп-ха эп.
Ял пурнăçĕ хулари пек мар. Ялта пули-пулми хыпар та кĕтӳ яма тухсанах çын хушшинче сарăлать, çынсем пĕрне-пĕри витĕр курса тăраççĕ, хăйсенчен те çак хыпар çумне хушса çыннăн кăмăлне сӳрĕклетеççĕ. Кустăрма та пĕр йĕрпе кусмасть. Пурнăçăн вара утмăл та ултă кукăр, çитмĕл те çичĕ çаврăм. Пурне те курса тăрса, асра тытса, пуринчен те сыхланса, асăрханса пурăннă çĕртех, ăнсăртран тенĕ пек такăнатăнах, лаплатса ӳкетĕн, сан урлă тапта-тапта каçса каяççĕ, амантаççĕ. Ху пĕрре те кĕтмен, шутламан çĕртенех асар-писер тамăка кĕрсе ӳкме пултаратăн.
Эпĕ çӳлерех каланă сăмахсем ялта çуралса ӳснĕ çамрăксен хушшинче пулман япала мар. Ун пеккисене пайтахăшĕ илтсе, тӳссе ирттернĕ. Хăйсене хăйсем шанакансем, чĕре хушнине итлекенсем кăна çакна пуçа илмесĕр, хăйсем пĕлнĕ пек пурнăç йĕркелесе, пĕр-пĕрин çинчен куç илмесĕр, пĕр-пĕрин сăмахĕнчен тухмасăр, малашлăха хăйсен куçĕпе курса, юрату тĕнчере чи хаклине пĕлсе пĕр-пĕрне çумĕнчен тĕртмен. Терте çĕнсе, савăнăçпа киленсе хăйсен тĕлленĕ çулĕпе утнă. Утнă та, телейлĕ те пулнă. Хăшне-пĕрне çын телейлĕ пулни те хăш чух тарăхтарать. Çакна пăхмасăр хăй çулĕпе утакан пуян чун-чĕреллĕ. Пуçаруллă та пултаруллă çыннăн вут-хĕлхемĕ вара таврари çынсене те хăй патне туртать. Вăл çĕнĕ туссене тарават йышăнать. Сӳтĕксен сăмахĕсене асран кăларса, тĕнче ыррипе пуян иккенне чун-чĕрипе пĕлсе, çав çынсен умне таса чунне уçса тухса алă парать. Ырă çынпа усал вăхăтсем манăçаççĕ, куç уçăлать, пурăнас киле пуçлать. Туссем, çывăх çынсем сан тавра пухăнма пуçлаççĕ, вĕсене чун хăй туртать. Çак туртăм ĕнтĕ мана та, журналист пулнă май нумай-нумай çынпа тĕл пулса калаçнăскере, пĕр ырă çын çинчен вулакансене каласа пама хистерĕ. Çав çыннăн кăмăлĕ туртрĕ мана. Çыру ĕçĕшĕн вăхăт тупма хушрĕ. Çав çын вăл Аксу районĕнчи Кивĕ Илтрекьел ялĕнче пурăнакан шурсухал Владимир Павлович Жарков. Çынна тăванла пĕрлешсе пурăнмасăр лайăх пĕлме çук çав. Çав çын, унăн çемйи çинчен кирлĕ-кирлĕ мар сăмахсем илтни сирĕлсе пĕтсен вара çав çынна, унăн тăхăмне лайăх, тĕрĕссине пĕлес киле пуçлать. Эпĕ пурăнакан Кивĕ Киреметпе Кивĕ Илтрекьел хушши те 5 çухрăм кăна. Çак çывăх ялта пĕр-пĕр паллă çын пурăнать пулсан, ун çинчен кӳршĕри ялсем те лайăх пĕлеççĕ. Ку эпĕ асăннă çын ыттисенчен ним енчен те уйрăлса тăмасть. Вăл тракторист пулнă, унăн мăшăрĕ Нина Николаевна колхозра дояркăра ĕçленĕ. Халь иккĕшĕ те тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ. Пирĕн паллашу та ачасем урлă çеç пуçланчĕ. Ашшĕ-амăшне пăхса хĕрне качча илеççĕ е ывăлне авлантараççĕ теççĕ. Апла теме те пултараймастăп – эпир те паллă çынсем мар. Эпĕ – тракторист, мăшăрăм та дояркăччĕ ун чух.
Час-часах пирĕн яла çак кӳршĕ ялтан велосипедпа икĕ йĕкĕт каç енне килсе çӳренине асăрхама пуçларăм. Манăн çуртăм Кивĕ Илтрекьелне тухса каякан урамра чи хĕрринчи пулнăран, кунта, улах вырăна çамрăксем яланах пухăнса вăйă вылятчĕç, çак йĕкĕтсем те çак ушкăна хутшăнчĕç. Хĕлле те йĕлтĕр йĕрĕсем яла киле пуçларĕç. Тепĕр çулла вара ман пата хĕр килĕшекенсем те килсе çитрĕç. Çакăнта, çавăн чух пĕрремĕш хут куртăм эпĕ хамăн пулас хăтана – Владимир Павловича. Арçынпа арçынла калаçрăмăр, унăн мăшăрĕпе вара сăмах хушнине астумастăп – ытлашши калаçакан çын мар пек туйăнчĕ вăл мана.
Калаçу пирĕн ăнăçлă вĕçленчĕ. Манăн кĕçĕн хĕрĕн Иринăн пулас чун-юлташĕ Мишша мана та килĕшрĕ.
Туй иртрĕ. Камсем-ха вĕсем манăн хăтапа тăхлачă? Кам манăн кĕрӳ пулса тăчĕ? Ун çинчен вĕт хĕр килĕшнĕ чух тĕплĕн калаçаймастăн. Кампа тăванлантăм эп? Тăван çĕршыв вăрçă хыççăн сывлăш çавăрса ура çине тĕреклĕрех тăра пуçланă вăхăтра çуралнă çак ман хăтапа тăхлачă. Хăта – 1948, тăхлачă 1949 çулта. Вĕсем пĕр-пĕринчен пĕр килĕ урлă çеç пурăннă. Ял ачи ял ачи ĕнтĕ: вылянă-кулнă, ашшĕ-амăшĕсем çитменнине çитернипе ӳснĕ, ялĕнчи шкулта вĕреннĕ. 6 класс пĕтерсен Володя Воркутара ĕçлесе пурăнакан Мария аппăшĕ патне кайнă. Аппăшĕ ăна профтехучилищĕне платниксем хатĕрлекен курса вĕренме вырнаçтарнă. Тĕрлĕ стройкăсенче пуртă ĕçĕпе хăйĕн пурнăç çулне чутласа якатса уçнă хыççăн вăл ялне таврăннă. Ĕçе вырнаçман-ха, каллех вĕренме кĕнĕ – халь Пĕкĕлмери СПТУра вăл механизаци ĕçне алла илме ĕмĕтленнĕ, вĕреннĕ.
Нина вара 8 класс пĕтерсенех Хĕрлĕ Геройсен ячĕллĕ колхозра доярка пулса ĕçлеме тытăннă. Ачаранах пĕрле выляса-кулса кӳршĕллĕ ӳснĕ çамрăксен туслăхĕ юратăва çаврăннă. Чĕре туртăмĕ хĕрӳ юрату хĕлхемĕ сапсах тăнăран çирĕм çула çитнĕ çамрăксем ĕмĕр пĕрле пулма пĕрлешнĕ, кун-çул тилхепине хăйсен аллине илнĕ.
Владимир Павловичпа Нина Николаевна халь хăтлă кăна чул çуртра пурăнаççĕ, пилĕк ача çуратса ӳстерчĕç. Пурте вĕсем пурнăç çулĕ çинче. Асли, эпĕ çӳлерех асăнни, Мишша ман хĕрпе Иринăпа Аксура пурăнать. Вĕсем те тирпейлĕ кăна чул çурт лартрĕç, икĕ ывăл, Димăпа Никитăна, ӳстереççĕ. Михаил автослесарь-предпри ниматель, хĕр Аксу районĕн полици уйрăмĕнче ĕçлекен майор.
Владимир Павловичпа Нина Николаевна хăйсем ĕçленĕ вăхăтпа хальхине танлаштарсан пурнăç палăрмалла улшăнчĕ. Пĕр енĕпе кăна майлашаймасть-ха – ялта ĕç тупма çук. Иккĕмĕш ывăлĕ кăна килте юлчĕ. Вăл слесарь пулса ĕçлет. Надя ялтах качча кайрĕ те çурт-йĕр тытса пырать, мăшăрĕ Павăл ялта ĕç çук пирки Хусана ĕçе çӳрет. Надьăн шăллĕпе Сашăпа унта кăмăллă ĕç тупнă та çавăнта тăрăшаççĕ-ха, килне киле-киле каяççĕ. Чи кĕçĕнни Валерий Владимирович Хусанта полицире вăй хурать.
Пурнăçа çапла илсе пыраççĕ Владимир Павловичпа Нина Николаевна. Хăйсем туслăран вĕсен çемйи те çирĕп тымарлă. Вĕсем тарпа çирĕплетнĕ çип тĕвви сӳтĕлмесĕр хĕрĕх виçĕ çул ĕнтĕ вĕсене малалла чĕнет: пĕр-пĕрне хисеплеме, юратма, ыр кăмăллă пурăнма хистет. Ырă пултăр çав çул Жарковсен пур йăхĕшĕн те. Ĕлĕкрех çӳрекеленĕ суя сăмахсем юрпа витĕнччĕр, çутă хĕвел ăшши çеç ачашлатăр пирĕн чĕрене.
 
: 1051, Хаçат: 14 (1004)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: