Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тĕрлĕрен вĕсем – сунарçă-туссем. Кашнин хăйĕн историйĕ, ăсталăхĕ, опычĕ, сунар пĕлĕвĕ. Вĕсем çинчен каласа та пĕтерме çук.
Пĕкĕлмере манăн та питĕ лайăх сунарçă-тусăм Григорий Николаевич пурччĕ. Вăл ăста инженер, строительствăра уйрăм ертӳçи. Сунарпа кăсăкланнă май туслашрăмăр та эпир унпа. Пĕрле сунарта темиçе хутчен те пулнă, тĕрлĕ чĕр чун тытнă. Ачаранах сунара чун киленĕвне çавăрнăран унăн мĕнпур хатĕр, çав шутра транспорт та, сунар йыттисем те пурччĕ. Григорий ахаль чух лăпкă та чăтăмлăскер, сунарта улăштарса янă майлах палламалла мар улшăнатчĕ. Çавна пула камитле лару-тăрусене нумай лекетчĕ. Сăмах май, вăхăтĕнче Афганистана командировкăна кайсан та сунарта пулма май тупнă вăл.
Пĕррехинче Григорийпе тата тепĕр юлташпа эпир кайăк кăвакал тытма кайрăмăр. Вĕçсе пыракансене эпĕ çӳлтенех персе ӳкертĕм, хайхи юлташ та трофейлă пулчĕ. Григорий çеç ниепле те персе лектереймест. Çакă ăна шутсăр хытă тарăхтарать, ун чух вара вăрçăнать, япăх пеме пуçлать. Тепĕр кун, каялла таврăннă чух, ăшăх çырма тăрăх шурлăх çаранĕсенчи тĕмсене тĕрĕслеме пуçларăмăр.
Манăн трофейсем пуррипе умри тĕме юлташсене тĕрĕслеме сĕнтĕм. Вĕсем малалла утрĕç, эпĕ чăрмантарас мар тесе хĕрринелле пăрăнтăм.
Хайхисем тĕмсем патне çывхарчĕç кăна, кайăк кăвакалсен ушкăнĕ тӳпенелле çĕкленчĕ те. Переççĕ – лектереймеççĕ. Кăвакалсем ман еннелле çаврăнчĕç те эпĕ иккĕ персе икĕ кăвакала тивертрĕм. «Вăт ăнать», – ахлатать ман Григорий. Кăвакал ушкăнĕ ăçта анса ларнине курса юлнăскер, ăна çав еннелле кăтартатăп. Йăпшăнса пырать хайхискер, ушкăн самантрах тӳпенелле çĕкленчĕ. Перет – каллех ăнăçсăр. Тарăхнипе ним тăвайманскер, пăшалне хĕрринелле таçта çити ывăтса ячĕ те малалла васкаса утрĕ. Кăшт вăхăт иртсен ун-кун пăхкаларĕ те пăшалĕ патне каялла таврăнчĕ. Паллах, вăл мана курмарĕ, эпĕ вара тĕмсем хыçĕнче кулса тусăма сăнатăп. «Пĕлекен ĕçпе кăна аппаланасчĕ сан», – вăрçать хăйне хăй тусăм. «Ăнмасть çав сана паян», – ним курман-илтмен пек лăплантаратăп ăна.
Тепрехинче Григорий мана хăйĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле сунара пыма чĕнчĕ. Автобуспа çула тухрăмăр, хальхинче эпир Григорий лайăх пĕлекен вырăнсене, Оренбург облаçĕн чиккине, мулкач тытма кайрăмăр. Вĕсем «пăхкалама» чарăннă хушăра эпĕ икĕ мулкача персе тивертрĕм, юлашкинчен тата тепĕр каюрана çаклатрăм. Юлташсем ман çине хăяккăн пăхкала пуçларĕç. Каç енне сунар йытти тилле хăваласа кайрĕ. Пурте меллĕ вырăн шыраса тарса пытантăмăр, мĕншĕн тесен йытă чĕр чуна кĕçех пирĕн еннелле çавăрмалла. Эпĕ лутра йывăçсем хушшинче вырăн йышăнтăм. Кĕтетĕп. Ак хайхи, сасартăк ман çине кашкăр килнĕ пекех туйăнса кайрĕ, юлташ-сунарçă иккен. Ăна та çак вырăн килĕшсе кайнă-мĕн, анчах эпĕ ăна йышăнса ĕлкĕрнĕ, çавăнпа унăн урăх вырăна куçма тиврĕ. Çак вăхăтра йывăçсем хушшипе шăпах тилĕ килни курăнчĕ. Вăл мана асăрхарĕ кăна, çаврăнса çĕкленсе илчĕ те эпĕ пенĕ пуля çине çакланса куçран çухалчĕ. Чупса тухатăп, вăл юлашки хусканусем тăвать. Çав тери пысăк тилĕччĕ хăй, сунарçăсем ун пеккине «башкирка» теççĕ. Кĕмĕл шăртлă хĕрлĕ тирĕ хырăм айĕнче кăвакланать. (Шел тульккăш, унăн тирĕнчен çĕленĕ калпака хĕрĕм тăхăнса кураймарĕ, тире çĕлеттерме парсан ательере вăрларĕç).
Çапла çав сунартан эпĕ виçĕ мулкачпа пĕр тилĕ тытса таврăнтăм. Çакă сунарçă-туссене килĕшмерĕ паллах, мулкачпа тилле хам кăна тытнипе тепрехинче манпа каясшăн та мар иккен.
Григорийпе пулса иртнĕ ытти самантсем те асрах-ха. Тĕслĕхрен, вăл пĕррехинче йывăç çине хăпарсан çӳлтенех персе аннăччĕ. Çурăм шăммине амантнăскер, кайран вăрахчен сипленчĕ, çапах та сунара кайма пăрахмарĕ. Енчен те мĕн те пулсан тупсан вăл мĕнле савăннине курасчĕ сирĕн, ун пек чăн-чăн сунарçă кăна пултараять. Пĕррехинче Оренбург тăрăхĕнчи кӳлле сунара кайсан вăл пăшалне çухатрĕ, тепĕр çулталăкран çеç тупрĕ. Пăшалĕ çавăн чухлĕ выртсан та пеме пултарнишĕн шутсăр хытă савăнчĕ.
Паллах, аса илмелли нумай. Тĕслĕхрен, кашни ушкăнăн хăйĕн правили, йĕрки пур. Ăна ушкăнри çынсем пурте çирĕп пăхăнаççĕ.
Пĕр ушкăна, тĕслĕхрен, кайăк кăвакал тытма кайсан яланах мулкач «тапăнатчĕ», чĕр чунран «хӳтĕленсе» пеме тиветчĕ вĕсен. Çапла ушкăна икĕ кун çиме çитмелĕх шӳрпе пĕçеретчĕç вара.
Мĕнпур правилăна пăхăнса сунар йыттисене ĕрчетекенсем тата тепĕр тĕрлĕ сунар йыттине ĕрчетекен вырăнти сунарçăсене чăтма пултараймастчĕç. Пĕр-пĕрне чăрмантарма та хăтланатчĕç. Енчен те йыттисемпе мĕн те пулас пулсан, курайманнипе сăлтавласа тепĕр ушкăна айăплама пăхатчĕç.
Çапах та сунарçăсене пурне те сунара юратни, унпа çыхăннă мĕнпур япала пĕрлештеретчĕ. Вĕсем ахаль çынсенчен сунара кайма пуçтарăннинчен е çула тухнинчен, кăвак шуçăм çутинче электричка чӳречинчен пĕрре мар çула такăрлатнă вырăнсем курăннинчен, çумра тăванран та çывăх юлташ пулнинчен киленӳ илнипе уйрăлса тăраççĕ. Палаткăсенче е сунарçăсен çуртĕнче çĕр каçни, пĕр шухăшлă юлташсемпе кăвайт умĕнче тахçан пулни-иртнине, мыскарасене тепĕр хут аса илсе ăшшăн кулни кăна мĕне тăрать. Çак киленĕве сунарçăсем кăна пĕлеççĕ, ăнланаççĕ.
 
: 850, Хаçат: 14 (1004), Категори: Сунар

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: