Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Анат Камăри Наципе культура центрĕн черетлĕ пухăвĕнче пысăк сцена çинчен «Тамаша» халăх театрĕ мартăн 16-мĕшĕнче тутар халăх драма театрĕн çуртĕнче çĕнĕ программа курма чĕнсе хыпар тунăччĕ.
Асăннă кун «Тамаша» театр Г.Терентьевăн «Эльпуçĕнчи Нарспи» пьеси тăрăх лартнă икĕ пайлă комеди кăтартса пачĕ.
Кăçал мероприяти пирĕншĕн виçĕ тĕллевпе иртрĕ: театрăн отчетлă спектаклĕ, «халăх театрĕ» ята сыхласа хăварасси, 3-мĕшĕ – çулсерен регионсен хушшинчи театр коллективĕсен хушшинче иртекен «Идель йорт» фестивале хутшăнасси.
Фестивале жюри председателĕ Р.Ш.Зайнуллин уçрĕ. Саламлă сăмахсем хыççăн, «Тамаша» коллективне спектакле ăнăçлă выляма сывлăх, телей сунчĕ. Ун хыççăн вырăс обществин председателĕн çумĕ Р.А.Павелкина вырăс обществин ячĕпе саламларĕ: «Сирĕн, чăвашсен, хулара хăвăрăн театр пурри халăх ĕçленине, хăвăр чысăра çӳле хунине, чăвашсем туслăн пĕрле пурăннине пĕлтерет».
Анат Камăри чăваш гимназийĕнче вĕренекен К.Симакова комедире Нарспи рольне вылярĕ. Сцена çинче чăн-чăн профессиллĕ артистка пек тыткаларĕ вăл хăйне. Вася рольне вылякан Л.Маслов кашни тухмассерен куракансем алă çупрĕç, ахăлтатса кулчĕç. Вĕсен ăсталăхне жюри членĕсем те палăртса хăварчĕç. Сцена çине пĕрремĕш хут тухакан П.Мишин та çухалса каймарĕ, вăл калăпланă Сантăр сăнарĕ К.Ивановăн «Нарспири» Сетнер пекех хĕрӳллĕ.
Фольклор ушкăнĕнчи çамрăксем сцена çине тухни спектакле илем кӳчĕ, театр çĕнелсе çамрăкланни палăрчĕ. Вĕсене ячĕсемпех каласа хăварас килет: Е.Кириллова, Е.Захарова, Н.Иванов, Н.Ащеулов, А.Кузьмин.
Театр ветеранĕсене – В.Захаровăна, Р.Мадюковăна, Т.Смальковăна, Г.Атряскинăна, Т.Зитоновăна, М.Алексеева, Д.Храмова куракансем яланхи пекех ăшшăн йышăнчĕç, алă çупса саламларĕç.
Спектакль ăнăçлă вĕçленнĕ хыççăн Чăваш наципе культура центрĕн çĕнĕ председателĕ А.Осипов «Тамаша» коллективне пысăк ĕçсем тунă ятпа саламларĕ, пĕрле ĕçлеме, пулăшса пыма шантарчĕ.
Яланах чунĕпе тăрăшса, пире пулăшса пыракан Н.А.Зотеева артистсене ырă сăмахсем тухса каларĕ. Пирĕншĕн чунтан савăнчĕ.
Юлашкинчен, хулари Культура керменĕн директорĕ Н.И.Павлова «Тамаша» артисчĕсене Хисеп хучĕсем, Тав çырăвĕсем парса чысларĕ, ырлăх-сывлăх сунса малалла ĕçлеме хавхалантарчĕ.
 
: 936, Хаçат: 14 (1004)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: