Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПУШКĂРТСТАН. Ĕпхӳ хули пурнăç йӳнĕ хуласен списокĕнче пĕрремĕш тăрать. Çакна РФ Обществăлла палатăн агропромышленность комплексĕ енĕпе ĕç ушкăнĕ куллен кирлĕ апат-çимĕçпе услугăсен хакĕсен мониторингне çĕршыври пысăк хуласен хушшинче ирттерсе пĕлнĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçĕн тата услугăсен тăкакĕн индексĕ Ĕпхӳре 11 пин те 414 тенкĕпе танлашнă. Воронежра – 11590 тенкĕ, Омскра – 11668, Екатеринбургра – 13457, Красноярскра – 13352 тенкĕ. Чи хаклă хула Хабаровск-мĕн, унта тăкаксен индексĕ 16381 тенкĕпе танлашать.
Пушкăртстанăн Сывлăх сыхлав министерстви юн паракансене унчченхи пекех укçа тӳлессине тавăрмалли закон проектне Патшалăх Думине тăратма сĕнет. Паллах, министерство хăй тĕллĕн закон кăларма пултараймасть, çавăнпа та вăл республикăри Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсен урлă тăвасшăн ку ĕçе. Донорсем юн панăшăн укçа илме тивĕç пулни пирки нумай пулмасть РФ Президенчĕ В.Путин та каланăччĕ. Аса илтеретпĕр, кăçалхи январĕн 20-мĕшĕнче «Юн тата унăн компоненчĕсене парасси çинчен» çĕнĕ федераллă закон вăя кĕчĕ. Унпа килĕшӳллĕн вара, юн паракана тӳлевсĕр апат çитермелле, укçа пама вара пачах та юрамасть.
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ ют çĕршывра пурăнакан ентешсене Тăван ене таврăнма пулăшмалли программăн проектне хатĕрлеççĕ. Вырăнти Ĕç тата социаллă аталану министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2014 – 2015 çулсенче региона 1485 çынна пурăнма килмешкĕн пулăшма май пур. Çакăн валли 20 миллион тенкĕ укçа уйăрма та палăртнă. Программăна хутшăнакансене пурăнмалли вырăн, ĕç тупма, пĕлĕве ӳстерме пулăшаççĕ. Уйрăмах вĕрентӳпе сывлăх сыхлавĕнче ĕçлес текенсене хапăл туса кĕтеççĕ.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Патшалăх кĕнеке палатин фончĕсенче революцичченхи тапхăрта тухнă пине яхăн кăларăм упранать. Вĕсен хушшинче «Чăваш халапĕсем» чăваш поэзийĕн пĕрремĕш антологийĕ паллă вырăн йышăнать. Вăл пичетленсе тухнăранпа кăçал 105 çул çитет. Калăпăшĕпе пысăках мар кĕнеке 1908 çулта Чĕмпĕрте кунти чăваш шкулĕ уçăлнăранпа 40 çул çитнĕ ятпа Дмитриевсен типографийĕнче пичетленсе тухнă. Сборнике пухса хатĕрлекенĕ – И.Я.Яковлев. К.В.Ивановăн «Нарспи» поэми пуçласа шăпах çак сборникре пичетленсе тухнă. Унсăр пуçне унта тата М.Федоровăн, Н.Шупуççыннин хайлавĕсем пичетленнĕ.
ШУПАШКАРТА «Бабушка-онлайн – Дедушка-онлайн» социаллă программăна хута янă. Ăна пурнăçа кĕртме Наци библиотекинче консультаци центрĕ уçăлнă. Пенсионерсем валли занятисене ятарлă программăпа ирттерме палăртнă. Кинемисемпе мучисене компьютерпа, тĕпрен илсен Интернетпа усă курма вĕрентĕç. Çӳлерех асăннă федераллă программăпа пенсионерсемпе инвалидсене компьютерпа усă курма тӳлевсĕрех вĕрентеççĕ. Вăл Раççейре 2008 çултанпа пурнăçа кĕрсе пырать. Паянхи куна проект çĕршыври 40 ытла хулара ăнăçлăн пурнăçланса пырать, 20 пин çын компьютерпа «пĕр чĕлхе тупнă» та ĕнтĕ.
 
: 994, Хаçат: 14 (1004), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: