Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КĂРККА АШНЕ ХУСАНТАХ ТИРПЕЙЛЕÇÇĔ
«Казань» агропромышленность паркĕнче нумай пулмасть кăркка ашне тирпейлеме пуçланă. Çак тĕллевпе фермерсем 50 тонна какай кӳнĕ те ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра тата 15 пин кăркка пусма хатĕрленеççĕ-мĕн. Агропромышленность паркне малашне 1,5 пин тонна какай кӳрессе шанаççĕ, мĕншĕн тесен уйрăм хуçалăхсемпе фермерсем те кăркка ĕрчетме тытăнчĕç-çке.
ХУСАНА КĔРТМЕН
Россельхознадзор специалисчĕсем çак кунсенче «Казань» аэропортра пассажирсен багажне тĕрĕсленĕ вăхăтра Узбекистанран, Азербайджанпа Таджикистанран пурĕ 136,1 килограмм карантинри продукцие (типĕтнĕ улма-çырла, мăйăр, специсем тата ытти те) асăрханă. Паллах, ăна республикăна сарăлма паман, продукцие аэропортри утилизацилемелли кăмакара çийĕнчех çунтарса янă тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА.
ÇУР АКИ ВАЛЛИ КРЕДИТ
Раççей ВТОна кĕнĕренпе çĕршыври ял хуçалăх производителĕсене çăмăлах мар, çитменнине тата кăçал çур акине ирттерме парăнакан патшалăх пулăшăвĕ те чакасси пирки калаçрĕç. Телее, лару-тăру пит хăрушах мар, Раççей банкĕсем çĕр ĕçченĕсене çур аки ирттерме 41,3 миллиард тенкĕ кредит пама йышăннă, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ку 46 процент нумайрах-мĕн. Çапах та Экономикăпа анализ департаменчĕ пĕлтернĕ тăрăх, хăш-пĕр регионсенче кредитсем парас ĕç чăнах та майпен пырать. Çакна ку регионсенче патшалăх пулăшăвĕ памалли условисене палăртакан нормативлă документсем çуккипе кăна çыхăнтараççĕ.
РЕСПУБЛИКА ÇУР АКИНЕ ХАТĔРЛЕНЕТ
Тутарстан вара патшалăх пулăшăвне пурĕ 6,4 миллиард тенкĕ илĕ. «Çур акине республика штатлă режимпа хатĕрленет», – тесе пĕлтернĕ ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов çак кунсенче ТР Правительствинче иртнĕ ларура. Çӳлерех асăннă суммăран çуррине республика илнĕ те ĕнтĕ. Çакă хуçалăхсене минераллă удобрени, запас пайсем тата дизтопливо туянма пулăшĕ. «Çĕр ĕçĕ» блокпа федераллă бюджетран Тутарстана пурĕ 716 миллион тенкĕ пама палăртнă. Енчен те Раççей Правительствин пуçлăхĕн хушăвне оперативлă пурнăçлайсан хайхи суммăн иккĕмĕш пайĕ те республикăна кĕçех килĕ. «Паллах, пулăшу пысăк мар, çапах вăл та алă çавăрма самай пулăшĕ», – тесе пĕлтернĕ министр. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне вара кăçал 780 миллион тенкĕ парĕç.
Республика бюджетĕнчен килекен пулăшу кăçал 5 миллиард тенкĕпе танлашать. Министр каланă тăрăх, кадрсем енĕпе те улшăнусем пур. Çак енĕпе 100 миллион тенкĕ, вĕсенчен 50 миллионне АПКан чи лайăх кадрĕсене грант парĕç, тепĕр пайĕ çамрăк специалистсене хавхалантарма пулĕ.
АПРЕЛЬ ÇУРРИНЧЕ ХИРЕ ТУХМА ШАНТАРАÇÇĔ
Кăçал çуркунне кая юлса килнине кура çур аки те ир пуçланаймасть. Çавах та специалистсем республикăра кĕрхи тырă калчисене удобренипе апатлантарма вырăн-вырăнпа апрелĕн 11-15-мĕшĕсенче, сӳрелеме 17-21-мĕшĕсенче тухасса шантараççĕ. Типсе çитнĕ пĕрремĕш гектарсем çинче ака та çак вăхăтсенчех пуçланмалла.
 
: 939, Хаçат: 14 (1004), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: