Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Пысăк çемье» ыр кăмăллăх акцийĕ республикăра малалла тăсăлать. Унпа килĕшӳллĕн, 7 тата ытларах ачаллă, çемьере усрав, инвалид-ачасем пур çемьесене транспорт парса пулăшрĕç. Акцин пĕрремĕш тапхăрĕ февралĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса февралĕн 25-мĕшĕччен пычĕ. Унта республикăри 269 предприятипе учреждени тата 685 çын хутшăнчĕ. Пухăннă укçапа 10 çемьене микроавтобуссем туянса пачĕç. Акцин иккĕмĕш тапхăрне июнĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕмлетсе çакăн пек тата тепĕр икĕ çемьене транспортпа тивĕçтерĕç.
***
2012 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă Хусан тата Универсиада çинчен хывнă чи лайăх юрăсен «Россия, Казань, Универсиада» конкурсне çак кунсенче «Лучшая песня о Казани», «Лучшая песня об Универсиаде» тата «Спорт, ты – мир!» номинацисемпе пĕтĕмлетнĕ. Гран-прие тивĕçекен авторăн юррине халăх суйласан видоклип ӳкерсе Универсиада вăхăтĕнче кăтартĕç. Конкурса хутшăнакансем вара сахаллăн пулман, республикăри районсемпе хуласенчен, Мускавран, Ĕпхӳпе Екатеринбургран, Женевăран (Швейцари) тата Гамбургран (Германи) пĕрремĕш тапхăрта кăна вырăсла, тутарла, акăлчанла пурĕ 50 юрă тăратнă. Сумлă жюри пĕр уйăх чи лайăх юрăсене суйланă, вĕсемпе халĕ СD-диск кăларма хатĕрленеççĕ.
ХУСАНТА 100 яхăн троллейбус водителĕ çитмест тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Çавăнпа Çĕр çийĕн тата çĕр айĕн çӳрекен электротранспорт техникумĕнче хальхи вăхăтра водительсен ушкăнне хатĕрлеме пуçланă. 22 курсанта 5 уйăх троллейбуспа çӳреме вĕрентĕç.
***
Хусан варринчи Булак çырмин юпписене туйăнран тасатма тытăннипе апрелĕн 3-12-мĕшĕсенче каçхине 11 сехетрен тытăнса ирхине 5-ччен Сулахай Булакпа Т.Гиззат урамĕсем хĕресленекен çула хупаççĕ. Хусан ĕçтăвкомĕ автомобилистсене тимлĕхрех пулса вăхăтлăх çул-йĕр знакĕсене пăхăнма ыйтать.
ПĂВА районĕн ЗАГСĕ районти миравай судьясемпе, хĕрарăмсен канашĕпе, ял хутлăхĕсемпе, Социаллă хӳтлĕх управленийĕпе, пенси фончĕпе, вĕрентӳ, çамрăксен ĕçĕсен, опекăпа попечительство уйрăмĕсемпе, вырăнти телерадиокомпанипе пĕрле «День без развода: Бракам – Да!, Разводам – нет!» акци пуçлать. Вăл кашни уйăхăн юлашки эрнекунĕнче иртет. Çав кунсенче çемье уявĕсем, калаçу-диспутсем, ачасемпе, çул çитмен ачасемпе, студентсемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ, ылтăн, бриллиант туйсене, çемье династийĕсене чыслĕç, тин çеç çуралнисене амăшĕн капиталне парса хаваслă лару-тăрура регистрацилĕç. Районти ЗАГС уйрăмĕн пĕрремĕш хăнисем КСЮИ студенчĕсем март уйăхĕн 29-мĕшĕнче калаçу-диспут вăхăтĕнче çырăнмасăр пурăннин лайăх тата япăх енĕсене, çемьери хутшăну пек ыйтусене сӳтсе явнă. Кунсăр пуçне тин çеç çуралнисене ЗАГС малашне хăйсен кĕмĕл туйне йыхрав хучĕсем парĕ, вырăнти телевидени районти нумай çул пĕрле пурăнакан, тĕслĕхлĕ çемьесем çинчен кăларăмсем хатĕрлĕ.
 
: 857, Хаçат: 14 (1004), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: