Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПУЛĂШМА ХАТĔР
Тутарстан влаçĕсем оборонăпа промышленность комплексĕн предприятийĕсене патшалăх заказне пурнăçлама малашне те пулăшса пыма хатĕрри пирки пĕлтернĕ ТР Президенчĕ Р.Минниханов апрелĕн 2-мĕшĕнче Çырчаллинче иртнĕ РФ Правительстви çумĕнчи Çар промышленноçĕн комиссийĕн ларăвĕнче. Унта РФ вице-премьерĕ Д.Рогозин та хутшăннă. Тутарстанра оборона промышленноçĕн комплексне кĕрекен 33 предприяти ĕçлет. Пĕлтĕр вĕсем 65,2 миллиард тенкĕлĕх продукци кăларнă.
ÇĔР ПАЙĔСЕМ
2013 çулхи мартăн 30-мĕшĕ тĕлне Тутарстанра 20545 нумай ачаллă çемье çĕр пайĕ илмешкĕн заявлени панă, çав шутран
696-шне – март уйăхĕнче. ТР çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Азат Хамаев пĕлтернĕ тăрăх, 22 пин ытла çĕр пайне кадастр учетне тăратнă. Нумай ачаллă 16900 çемьене çĕр пайĕсене уйăрса панă та ĕнтĕ. Вĕсен лаптăкĕ 1846 гектарпа танлашать. Министр каланă тăрăх, республикăра пурăнакан 1046 çемье виçĕ хутчен хăйсене панă çĕр пайĕсене илме килĕшмен, çавăнпа та вĕсене списокран кăларнă. А.Хамаев вĕсене çĕнĕрен черете тăма сĕнет.
НУМАЙРАХ
Федерацин Атăлçи округĕнче 2007 –2012 çулсенче халăх хăй тĕллĕн чакни ултă хут сахалланнă – çулталăкра 123 пинрен 20 пин таран. Округа кĕрекен регионсенчен нумайăшĕнче ача çураласси палăрмаллах ӳснĕ. 2012 çулта Федерацин Атăлçи округне кĕрекен субъектсенче 390 пин ытла ача çуралнă, çакă 2007 çултинчен 58 пин нумайрах. РФ Президенчĕн асăннă округри полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич каланă тăрăх, нумай çемьесенче иккĕмĕш, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралаççĕ.
МАЛАРАХ ВĔÇЛЕНЕТ
Апрелĕн 1-мĕшĕнче çурхи призыв пуçланчĕ. Тутарстанран çак тапхăрта салтака каякансене пуçласа майăн 10-мĕшĕнче ăсатма палăртнă. Çакăн пирки журналистсене ĕнер ТР çар комиссарĕ С.Погодин пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх, хальхинче призыв комиссийĕсем 20 пине яхăн каччăна чĕнтерсе илĕç, вĕсенчен 4 пинне тĕрлĕ çар чаçĕсене салтака ăсатĕç. Хусанта Универсиада иртнипе призыв кампанийĕ яланхинчен маларах вĕçленмелле.
 
: 1000, Хаçат: 14 (1004), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: