Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республикăри ача-пăча библиотеки ТР Çар комиссариачĕпе пĕрле пĕлтĕр декабрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кăçал февралĕн 23-мĕшĕччен республикăри ачасен хушшинче «Манăн атте – Тăван çĕршыв хӳтĕлевçи» конкурс ирттерчĕ. Ачасем çарта пулнă е çар профессине суйласа илнĕ ашшĕсем çинчен сăвă, хайлав çырса каласа памаллаччĕ. Республика конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕ малтан районсенче иртрĕ.
Çĕпрел тăрăхĕнчи 38 çамрăк вулавçă та хăйĕн ĕçне районти конкурса тăратнă. Районти ача-пăча библиотеки вĕсенчен 30-шне Хусана ярса панă-мĕн.
Сумлă жюри – ТР Ача-пăча библиотекипе Çар комиссариачĕ – 7-9,10-12 тата 13-14 çулти ачасен ĕçĕсене уйрăммăн пăхса тухса пĕтĕмлетрĕ. 13-14 çулти ачасен хушшинче пĕрремĕш вырăна Çĕнĕ Упири пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Александр Ипатовăн ĕçĕ тивĕçнĕ текен хыпар Çĕпрел тăрăхне çитсен, паллах, пурте савăнчĕç. Сашăна нумай пулмасть ТР Çар комиссариачĕ Тав хучĕпе, Республикăри ача-пăча библиотеки Дипломпа тата флешкăпа, дискпа, районти ача-пăча библиотеки «Праздник слова» ярăмăн икĕ томĕпе чысларĕç.
Тĕлĕнмелле пулин те, Саша чăваш ачи мар, вăл Чистай район вырăсĕ. Апла пулин те чăвашла питĕ лайăх калаçать çеç мар, вĕренет те. Пĕр тăван Олегпа Саша Ипатовсене 7 çул каялла Çĕнĕ Упири Ярухинсем усрава илнĕ-мĕн. Арçын ачасем халĕ пĕри – 9, тепри 8-мĕш класра вĕренеççĕ. Çĕнĕ ашшĕ-амăшĕ ачасене хăйсен ăшшине, чăн-чăн çемье телейне парнелени иккĕленӳллĕ мар. Мĕншĕн тесен Саша хайлавра шăпах усрава илнĕ ашшĕ Алексей Егорович, аслашшĕ, мăн аслашшĕ çинчен çырса пĕлтернĕ-çке.
ЧПУран пĕлтĕр вĕренсе тухнă Дианăпа Нина аппăшĕсем тата кĕç-вĕç çар ретне тăмалли тетĕшĕсем те пур вĕсен. Саша Ярухин – ЧПУри медицина факультечĕн, Денис – коопераци техникумĕн студенчĕсем. Арçын ачасем пĕр-пĕринпе питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ-мĕн, пурте лайăх вĕренеççĕ тата спортпа та туслă. Вăхăт çитсен, аслашшĕ, мăн аслашшĕ тата ашшĕ пек, çара каймасăр та юлмĕç, мĕншĕн тесен камран тĕслĕх илмелли пур-çке.
 
: 1418, Хаçат: 13 (1003), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: