Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теччĕри педагогика колледжĕ Тутарстан чăвашĕсен историне тахçанах кĕрсе юлнă ĕнтĕ, халăх ăна педучилище статуспа ытларах пĕлет, паллах. Ячĕ улшăннипе пĕрлех тата çĕнĕлĕхсем кĕнĕ вĕрентӳ программине. Ятарласа чăваш вĕрентекенĕсене хатĕрлесе кăларма чарăнни çинчен «Сувар» çырнăччĕ ĕнтĕ. Апла пулин те колледжри музыка уйрăмĕнче чăваш вĕрентекенĕсен уйрăмĕ хастар ĕçлет. Кунта вĕренекен чăваш каччисемпе хĕрĕсен ушкăнĕ пысăк мар пулин те пултарулăхĕпе, çине тăраслăхĕпе, ĕçе юратаслăхĕпе темĕнле пысăк коллектив тĕшне те тăрать пулĕ. Маргарита Адайкина вĕсенчен йĕркеленĕ «Мерчен» ушкăн çитĕнĕвĕсемех манăн сăмахсене çирĕплетеççĕ. Чăн та, каччăсем сахал колледжра. Иртнĕ эрнере Теччĕре пулма тӳр килсен эпир педколледжăн икĕ студенчĕпе тĕл пулса калаçрăмăр. Паян вĕсемпе сире те паллаштаратпăр.
Чи малтанах сăмахăмăр çак районти Шанчă ялĕнче çуралса ӳснĕ Саша Караванов çинчен пулĕ. Каччă 9-мĕш класс хыççăн вĕренме кĕнĕ кунта, кăçал иккĕмĕш курс студенчĕ ĕнтĕ. Малтанах нотăсене те пĕлмен (ялта музыка шкулĕ çук-çке). Халĕ вара фортепиано калама та, балалайка калама та ăста. Халăх музыка инструменчĕсен оркестрне те хутшăнать. Кирлĕ-тĕк чăвашла кăна мар, вырăсла, тутарла, мăкшăлла юрласа-ташласа кăтартать, каччăсене колледжри ытти ансамбльсене те йыхравласах тăраççĕ-çке. Çапла ир пуçласа каçченех вĕренӳре, репетицисенче вăхăт иртет. Анчах хăйĕн юратнă ĕçĕсем валли те вăхăт тупать Саша. Вăл çырма юратать. Ытларах прозăпа шăрçалама кăмăллать, калавсем çырать. Сăвăсем çырасси те пулкалать, ытларах вĕсене юрра хывма çырать тесен те тĕрĕс пулĕ. Юрăсем, калавсем юрату çинчен пулни куçкĕрет. Вун çичĕ çулта урăхла пулать-и вара?
Сашăн пысăк ĕмĕчĕ – илемлĕ фильмсем ӳкересси. Çавăнпа педколледж хыççăн вăл кинематографсене хатĕрлекен аслă шкулсене «штурмлама» хатĕрленет. Калас пулать, каччă паянах ĕмĕчĕ патне çывхарма пĕрремĕш утăмсем тăвать. Интернетпа çывăх туслисем унăн икĕ кĕске метражлă лентине курма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Вĕсем валли Саша хăех сценари çырнă, хăех режиссер-постановщи к пулнă, ӳкерекенни те хăех пулнă. Актерсем камсем? Паллах, пĕрле вĕренекен, общежитире кӳршĕллĕ пурăнакан тантăшĕсем. Александр Каравановăн пĕрремĕш кинофильмĕсем юрату çинчен пулни пирки иккĕленме те кирлĕ мар, паллах. Вĕсен жанрне автор комеди-мелодрама тесе палăртать.
Сашăн юлташĕ, тантăшĕ Дима Дубов кӳршĕ районтан. Вăл Пăва районĕнчи Тинкеш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тусĕ пекех, 9-мĕш класс хыççăн Теччĕне учительсем хатĕрлекен педколледжа çул тытнă. Пĕчĕкрен юрлама юратать Дима, çак туйăмах ăна музыка уйрăмне илсе çитернĕ. Кĕвĕ тĕнчипе Тинкеш каччи Теччĕре çывăх паллашнă. Кунтах баян калама вĕреннĕ. Паллах, ытти музыка инструменчĕсене те алла илме ĕлкĕрнĕ вăл икĕ çул хушшинче. Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ӳснĕскер, тантăшĕ пекех пур çĕре те ĕлкĕрет – фольклор ушкăнĕсене хутшăнма та, оркестра та, хăй тĕллĕн юрлама та. Пĕччен юрлама килĕштерет Дмитрий Дубов. Кунта вĕренĕве вĕçлесен шăпах профессиллĕ юрăçа вĕренессипе çыхăнтарать вăл пуласлăхне.
Халĕ вара II курс студенчĕ кунĕпе вĕренӳпе çыхăннă пулсан та спорт валли те ерçӳ тупать. Пушă вăхăтра хаваспах футболла вылять, хĕлле шайба хăвалать, волейболла та ăста вылять. Спорт çинчен сăмах тухсан Дубов хăйне килĕшнĕ спорт тĕсĕсем çинчен хавхаланса каласа парать, калăн, физкультура уйрăмĕнче вĕренет тейĕн. Апла пулин те юрлама ытларах килĕштерет иккен. Çавăнпа спорт е искусство текен ыйту ун умĕнче тăмасть.
Дима тата вулама кăмăллать. Уйрăмах детективсем вулама юратать йĕкĕт. Авторсенчен вара Борис Акунина килĕштерет, вăл çырнисене уйрăмах интересленсе вулать. Педколледжра вĕренекенсене Çеçпĕл Мишшин тăван ялне илсе кайса килнĕ хыççăн поэтăн творчестви çине пачах урăх куçпа пăхма пуçланă. Унăн хайлавĕсене ăнланса, кăсăкланса вулать.
 
: 1513, Хаçат: 13 (1003), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Комментарисем:

Саша Карабанов (2013-03-29 20:48:49):
Эпĕ Караванов мар,эпĕ Карабанов пулатăп)))

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: