Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Чи хитри пултăр, ачасен тухассисем ан килччĕр», – çакăн пек сăмахсем каларĕ ТР ЧНКА пуçлăхĕ Константин Яковлев Апас районĕнчи Черккĕн ялĕн шкулĕнче. Сăмах чăваш чĕлхи пӳлĕмĕ пирки пырать.
Черккĕн вăтам шкулĕнче паянхи кун чăваш чĕлхи пӳлĕмĕ çук. Кунта тутар чĕлхипе чăваш чĕлхине пĕр пӳлĕмре вĕрентеççĕ. Кун пек пулни ТР ЧНКА пуçлăхне, паллах, килĕшмерĕ. Çакăн пирки вăл Апас районĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ Ранис Ахметшин умĕнче каларĕ.
– Пӳлĕм çеç уйăрса парăр. Ыттине хамах парнелетĕп, – терĕ Константин Геннадиевич. – Чăваш чĕлхи вĕрентни таçтан курăнса тăтăр. Пӳлĕм алăкне уçсанах паллă пултăр. Çĕнĕ сĕтелсемпе тенкелсем, чăваш тĕррипе тĕрленĕ чӳрече каррисем, плазма телевизор илсе пама сăмах паратăп. Учитель сĕтелĕ те çĕнĕ пултăр.
Çак сăмахсене илтсен шкул директорĕ те, чăваш чĕлхи учителĕ те, ыттисем те аптăраса кайрĕç. Тĕлĕнмелли япала пулчĕ ку.
– Чăваш чĕлхи пӳлĕмĕ çак шкулта чи хитри пулма тивĕç. Эсир ăна тивĕç, – терĕ Тутарстан чăвашĕсен пуçлăхĕ.
Чăнах та, темиçе çул хушши республика шайĕнче иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче Черккĕн шкулĕ пĕрремĕш вырăн йышăнать. Вĕсен хăйсен пӳлĕмĕ пулмасан та пĕлĕвĕ çуллĕ шайра. Кунта, паллах, вĕрентекенрен те нумай килет. Вĕрентекенĕ вара – Валерий Иванович Волков. Питĕ пултаруллă, чунне парса тăван чĕлхепе вулама, çырма, ăна юратма, хисеплеме хăнăхтаракан учитель.
Константин Яковлев çак ялта пĕрремĕш хут пулчĕ. Ялпа мăнаçланчĕ. Мухтарĕ. Мĕншĕн тесен шкула кĕрсен хăвна килти пек туятăн.
Уйрăмах Константин Геннадиевича шкул алăкĕнчен пуçласа кашни кĕтессинче тенĕ пек чăвашла çырни килĕшрĕ. Мĕнпур стендсем тăван чĕлхепе пулни кăмăлне кайрĕ. Вăл кăна та мар, эпир пурте савăнтăмăр.
– Шкулта воспитани лайăх пулни курăнать. Ачасем кирек мĕнле ыйту çине те тĕплĕн, ăнланмалла хуравлаççĕ. Шкулĕнче те питĕ тирпейлĕ. Камсем-тĕр туса парасса кĕтмеççĕ. Пĕтĕмпех килĕшӳллĕ вĕт-ха вĕсен, – терĕ Константин Яковлев черккĕнсене мухтаса.
Апас районĕнче Чăваш наципе культура центрĕ çукки пирки те сăмах хускатрĕ ТР ЧНКА пуçлăхĕ. Çакăн пирки шутласа пăхса центр ертӳçин кандидатурине хатĕрлеме сĕнчĕ. Çывăх вăхăтра унта пулса пуху йĕркелесе чăвашсен ĕçне-хĕлне тата та аталантарса ярасси пирки каларĕ. Черккĕнсем Константин Геннадиевичпа килĕшрĕç. Ертӳçĕ кам пулма пултарни çинчен те час кăна уяса илчĕç.
Сăмах май каласан, çак ялта питĕ нумай ача çуралать. Ку питĕ савăнтарчĕ, паллах. Апас районĕнче чăваш ялĕ пĕрре кăна тесен те юрать. Тепри – Акуча. Анчах та унта чăвашсем пĕр урам кăна тенĕ пек. Çамрăксем те самай чакнă. Çавăнпа та Черккĕнре чăваш ачисем çурални, ял малалла аталанса пырасси пирки калама пулать.
Паянхи куна Черккĕнре 42 пепке шутланать. Шел пулин те, вĕсене пурне те ача садне яма май çук. Ача сачĕн çуртне шкул пӳлĕмĕсене панă. Çавăнпа та шкулта пӳлĕмсем çитмеççĕ. Паян садике пурĕ те 17 ача çеç çӳреет. Ыттисем валли вырăн çук.
Шкула каякан ачасем те сахал мар темелле. Шкул директорĕ Ирина Ребровская каланă тăрăх, çитес вĕренӳ çулне 7 ача 1-мĕш класа пĕлӳ пухма килмелле.
Черккĕн ялĕн шкулĕнче халĕ 65 ача вĕренет. Пĕр шутласан, самаях. Вĕренекенсем пĕри те вăхăтне пушă ирттермеççĕ: хĕлле-тĕк – пурте йĕлтĕр çинче, кĕркуннепе çуркунне – спортзалта. Культура енĕпе те маххă памаççĕ, ал ĕç тăвасси те шкул коридорне кĕрсенех куçа курăнса тăрать.
Тĕрĕссипе каласан, мухтамалăх пур!
 
: 1027, Хаçат: 13 (1003), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: