ТУТАРСТАНРИ Кул Шариф мечĕте, Хусан Кремльне, Сююмбике башньăна, Свияжскри Успени соборне, Елабуга музей-заповедникне, Раифа мăнастирне, Пăлхар хулине, Тутарстанăн Наци музейне çак кунсенче Мускавра пуçланнă «Россия-10» конкурса тăратнă. Граждансем суйласа илнĕ культура, архитектура е ландшафт объекчĕсен миниатюрисемпе каярах Мускав çывăхĕнчи Домодедовăра парк (300 гектар) йĕркелĕç. Вăл туристсенчен ытла Раççей çыннисене хăйсене кирлĕ, çапла майпа çĕршывăн паллă, архитектурăллă вырăнĕсемпе паллашĕç. Сăмах май, конкурс сентябрĕн 29-мĕшĕчченех пырать. Ăна виçĕ тапхăрпа пĕтĕмлетĕç. Пĕрремĕшĕнче сакăр федераллă округран 10-шар паллă вырăна суйласа илĕç, август вĕçĕнче пурĕ 30-шне кăна хăварĕç, финалта вара çĕнтерӳçĕсене палăртĕç. Пĕрремĕш тапхăрта граждансем Интернетра «Россия 10» проектăн сайтĕнче (10russua тата 10россия.рф) кăна ку е вăл объектшăн сасăлама пултараççĕ.
ХУСАН. Куллен пуçтарăнакан çӳп-çаппа каяшсене пуçтарас тата утилизацилес системăна çĕнетес тĕллевпе хулара çӳп-çапа уйăрса пуçтарассипе пилотлă проект хута каять. Универсиадăна хатĕрленнĕ май, ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерстви кĕленче, хут, полиэтилен тата уйăрман çӳп-çапа пуçтарма 258 çĕнĕ контейнер туяннă. Вĕсене Универсиада ялĕнче тата тĕп спорт объекчĕсен территорине вырнаçтарма планлаççĕ. Кунсăр пуçне хулари тĕп магистральсен хĕрринче те çӳп-çапа уйăрса путаракан çакăн пек 120-140 вырăн пулать. Хулари çуртсен картишĕсенче кивĕ тимĕр контейнерсене пластиклисемпе улăштарас ĕç те малалла пырать.
***
«Благотворитель 2012 года» республика конкурсĕн çĕнтерӳçисене чысланă май, «Пысăк çемье» ыр кăмăллăх акцине те пĕтĕмлетнĕ. Çапла вара 7 е ытларах ача, çав шутра усрава илнисем тата инвалид-ачасем пур çемьесене пысăк парнесем панă. Çĕнĕ Шуçăм районĕнче пурăнакан, 9 ача усрава илнĕ Хайдаровсене мини-трактор, тепĕр 10 çемьене автомобиль, кил хуçи арăмĕсене пурне те кĕрĕк парнеленĕ.
ЕЛАБУГĂПА Çырчаллинче волонтерсем мартăн 23 тата 24-мĕшĕсенче «СемьФония Жизни» ыр кăмăллăх акцийĕсем ирттерсе ДЦПăн йывăр формисемпе чирлекен 3 çулти Женя Рожинпа (Елабуга) 6-ри Адель Салимова (Çырчалли) сипленме 100 пин тенкĕ ытла укçа пуçтарса панă.
МАМАДЫШ хулинчи шкулсенче 9 тата 11-мĕш классенче вĕренекен, малашне техника тата ĕç профессийĕсене суйласа илме кăмăл тунă вĕренекенсем валли «Алабуга» экономика зонинче черетлĕ «Пурнăç урокĕ» иртнĕ. Пулас студентсем «П–Д Татнефть-Алабуга Стекловолокно» тата «Роквул-Волга» тулли мар яваплăхлă обществăсенче пулса курнă.
ÇАРĂМСАН 2013-2017 çулсене йышăннă районăн «Пултаруллă ачасем» программипе килĕшӳллĕн, Çарăмсанти 1№ тата Кутема вăтам шкулĕсенче пултаруллă 37 ача валли мартăн 25-30-мĕшĕсенче вырăс чĕлхипе математика предмечĕсемпе ĕçлеме профильлĕ смена йĕркеленĕ.