Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мартăн 22-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕн çыннисем канăçлă çывăрмарĕç тесен те йăнăшмăп. Çак каç Пӳркел çыннин Юркка Иванĕн чунĕ ял йĕри-тавра çаврăнса çӳренĕ тесе калас килет. Мĕншĕн апла шутлатăп-и? Мĕншĕн тесен мартăн 23-мĕшĕнче пӳркелсемпе пĕрле Тăхăрьял халăхĕ унăн çуралнă кунне паллă тума шутланă. Иван Юркин çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа унăн çурчĕ çине асăну хăми вырнаçтарма палăртнă.
Çапла иртнĕ шăматкун Пӳркел ялĕ питĕ шавлă пулчĕ. Культура çурчĕ умне тĕрлĕ регионсенчен килнĕ машинăсем пыра-пыра чарăнчĕç. Иван Николаевича асăнса кунта Мускав, Шупашкар, Чĕмпĕр, Хусан тата Теччĕпе Пăва хулисенчен хăнасем килсе çитнĕ.
11 сехет тĕлне Культура çурчĕн залĕнче халăх самаях пухăннă. Пухăннă хăнасене Пӳркел ял хутлăхĕпе культура ĕçченĕсем питĕ чаплă концерт йĕркелесе пултарулăхне кăтартрĕç. Мероприятие Пӳркел шкулĕн вĕрентекенĕ Марина Вериялова ертсе пычĕ. «Хăят чечекĕсем» ташă ушкăнĕ концерта юлашки номерпе вĕçленĕ хыççăн Марина Михайловна: «Иван Николаевич Юркин çуралнăранпа 150 çул çитнĕ ятпа, ăна сума суса паян асăну хăми уçни ырă сехет тĕлне пултăрччĕ. Çак сăваплă ĕçе пурнăçа кĕртме пулăшакансене, хăнасене, куракансене пурне те сывлăх сунас, тав сăмахĕ калас килет. Апла пулсан Пӳркел ял хăвачĕ пĕтмен-ха. Нихăçан та ан пĕттĕрччĕ», – тесе пурне те Иван Юркин çурчĕ патне çул тытма сĕнчĕ.
Юркка Иванĕн чул çурчĕ клубран инçе мар вырнаçнă темелле. Унта çитиччен, паллах, пурте çуран утрăмăр. Урамăн пĕр вĕçĕнчен пуçласа тепĕр вĕçне çитиччен тенĕ пек халăх шăкăл-шăкăл калаçса пычĕ.
Иван Юркин çурчĕ питĕ тирпейлĕ курăнса тăрать. Вăл халĕ – музей. Музее тытса, пăхса, пуянлатса тăраканни вара чăваш халăх академикĕ Анатолий Малышев.
Асăну хăмине уçнă вăхăтра Пӳркел ял хутлăхне, Иван Николаевич тăванĕсене, район представителĕсене тата хăнасене сăмах пачĕç. Çак çыравçă тата этнограф сăнӳкерчĕклĕ асăну хăми питĕ хитрен курăнса тăрать музей çурчĕн кĕтессинче.
Музей картишĕнче çаплах чăвашсен ĕлĕкхи йăлине хисеплесе тата шута илсе юман юпа вырнаçтарнă. Пӳркел праçникне, Хăята, халалласа лартнă ăна.
– Çак юпа патне пырса кирек хăш ял çынни те кĕл тума тата пуç тайма пултарать, – терĕ Пӳркел шкулĕн вĕрентекенĕ, «Тăхарьял тăхăмĕ» тавра пĕлӳçĕсен ушкăнĕн ертӳçи Михаил Вериялов юпа йĕри-тавра тĕлĕнсе пăхса тата итлесе тăракан çынсене чĕнсе. – Эпир православи тĕнне шанса пурăнатпăр пулсан та мăн асаттесен йăлисене манмастпăр.
Асăннă юпана Пăва районĕнчи Рункă ялĕнче пурăнакан шкул учителĕ тата паллă ăстаçă Сандр Пикл туса панă.
Чаплă мешехере Иван Юркинăн тăванĕсем те айккинче юлман, паллах. Сăмахран, Кĕçĕн Пӳркел ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан кĕçĕн мăнукĕн ывăлĕ Владимир Иванович Юркин та çемйипех килсе çитнĕ. Вĕсем хăйсен тăванне çакăн пек хисеп тунипе пĕрре – тĕлĕнчĕç, тепре – савăнчĕç. Пӳркелĕнче тата тавралăхра темĕн чухлĕ тăван пулнине пĕлсен вара самаях хĕпĕртерĕç. Тав сăмахĕсем каларĕç. Çаплах Шупашкартан тата Чĕмпĕртен те Юркин йăхĕсем уява хаваспах хутшăннă.
Çак кун Пăва районĕнче чăн-чăн çуркунне пекчĕ. Урамсем тăрăх шыв юхатчĕ. Хĕвелĕ те çутатсах пăхрĕ. Иван Николаевич чунĕ те кӳренмерĕ пулас ентешĕсем çине, лайăх çанталăк ыйтса илчĕ темелле. Ахальтен мар вăл хăйĕн сăввинче:
«Улăхрăм çӳллĕ ту çине,
Пуçра сывлăм пур чухне.
Манран çӳлте, ман тĕлте,
Кăвак пĕлĕт айĕнче
Ăмăрткайăк вĕçет ярăнса.
Мĕншĕн вĕçет-ши çав кайăк
Хăй йĕри-тавра çаврăнса
Çӳлтен аялалла ыткăнса.
Йăвама тустарма улăхман-ши,
Чĕппĕмсене тытма
хăпарман-ши,
Тет-тĕр мĕскĕн хуйхăрса.
Эп унăн йăвине тустарма
улăхман,
Чĕпписене тытма хăпарман.
Улăхрăм эпĕ çӳллĕ ту çине
Çӳлтен аялалла пăхмашкăн
Хамăр тăвансене курмашкăн», – тесе çырать.
Çапла хĕвеллĕ куна урама хăварса хăнасемпе куракансем каялла Культура çуртне çул тытрĕç.
Юбилее килнĕ çынсене Юркка Иванĕн пурнăçĕ тата ĕçĕ-хĕлĕ çинчен паллаштарса Пӳркел библиотекин ертӳçи Елена Хлынова питĕ тĕплĕн каласа пачĕ. Ăна итлесе эпир халиччен Иван Николаевич çинчен пĕлменнине те нумай пĕлтĕмĕр.
Сахал мар халăх пухăннă клуб залне. Кашнийĕ хăйне евĕрлĕ те ырă сăмахсем каларĕç. Юбилее пысăк шайра ирттерме тăрăшнăшăн тав туса Хисеп хучĕсемпе парнесем те сахал мар пачĕç.
Сцена çине тухса калаçакансене Марина Вериялова Юркка Иванĕ çырнă чуна пырса тивекен йĕркисене вуласа сăмах пачĕ. Вĕсене итлесен Иван Николаевич тăван çĕршыва хытă юратни паллă пулчĕ. Сăмахран: «Эй, хам çуралса ӳснĕ çĕршыв! Епле сан çинчен мухтаса çырмасăр тӳсем? Епле Сан çинчен ырă сăмах ан асăнам? Ачаранпа эсĕ мана чĕре çăвĕ çине касăлса юлнă-çке. Санран ырă çĕршыва эпĕ шырасан та тупас çук. Тупсан та сана юратнă пек юратма халăм çитес çук. Кирек ăçта кăна эпĕ пурăнам: хуласенче-и, ялсенче-и? Сана, хам çуралса ӳснĕ çĕршыва курмасăр чăтассăм çук. Хамăр çĕре çитсе курсанах, савăнса, ларса пынă çĕртен сиксе анса, сана ӳпĕнсе выртса ыталаса илсе чуп тăвасса çитетĕп. Эй, çуралнă çĕршывăм, кам сана мухтамасть-ши? Эсĕ пуриншĕн те çапла ырă-çке: пурне те çуратнă, пурне те тăрантарса пурăнатăн, пурне те вилсен ху патна вырнаçтаратăн. Мухтавлă пултăр кирек камăн та çуралнă çĕршывĕ!» – тесе чĕри ыратнă унăн.
Çак паллă юбилее ирттерме тата асăну хăмине тумашкăн питĕ ырă çынсем пулăшнă. Вĕсене асăнса хăвармасан Иван Николаевич Юркин пире каçармĕ тесе шутлатăп. Уйрăмах пӳркелсем Мускаври «Юрвик-стрем» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорне Владимир Иванович Юркина, Пăвари çупа сыр тăвакан комбинат директорне Фаниль Фатыхович Шайхаттарова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне, Чăваш наци конгресĕн вице-президентне Николай Федорович Угаслова, Чĕмпĕрти «Инвестрой М» строительство компанийĕн генеральнăй директорне Владимир Артемьевич Федорова тата «Вамин-Буа» агрофирмăн генеральнăй директорне Раиль Загитович Хисамова чĕререн тав тăваççĕ.
Юбилее çаплах ТР ЧНКА пуçлăхĕ Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Анатолий Князев, «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ Константин Малышев, Пăва районĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ Салим Даутов, Чĕмпĕрти «Эткер» фондăн президенчĕ Олег Мустаев, чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев, Шупашкарти «Сувар» фонд директорĕ Владимир Тяпкин, Чĕмпĕрти строительство компанийĕн директор çумĕ Владимир Бабайкин, Теччĕри ЧНКЦ пĕрремĕш ертӳçи Владимир Верияловпа хальхи ертӳçи Володар Тимофеев, Пăва хулипе районĕн халăх судйи Леонид Глинкин тата Тăхăрьял тăрăхĕнчи хисеплĕ шур сухалсем, сăвăçсемпе поэтсем – Анатолий Малышев, Николай Дворов, Николай Зимин та хаваспах хутшăнчĕç.
Районта кирек мĕнле паллă уяв та Пăва районĕн пуçлăхĕ Рафаэль Хазизович Абузяровсăр иртмест, паллах. Хальхинче те вăл чăваш халăхне сума суса мероприяти вĕçленнĕ çĕре те пулсан килсе çитрĕ. Маларах килме, шел пулин те, ниепле те май пулман. Рафаэль Хазизович çакăн пек ырă ĕç тунăшăн пӳркелсене мухтарĕ. Пулăшакансене тав турĕ.
Çак кун кашни çын тенĕ пек Тăхăрьял тăрăхĕшĕн, унта пурăнакан çынсемшĕн ырă ĕçсем тума шутларĕ, сĕнӳсем пачĕ. Сăмахран, ТР ЧНКА ертӳçи Константин Яковлев малашне Тăхăрьял çĕрĕ çинче экскурсисем йĕркелеме сĕнчĕ. Тĕслĕхрен, çулла Турцирен хăнасем килмелле. Вĕсене кунта илсе килсе кăтартсан, çак вырăнсем Раççей тата тĕнче шайĕнче паллă пулма пултарни çинчен каларĕ. Михаил Вериялов та питĕ кирлĕ сĕнӳ пачĕ: 9 ункă йĕркелесе ямалла.
– Теччĕ районĕнчен пуçласа Тăхăрьял çĕрĕсемпе пырса Чĕмпĕре çитме тата каялла килмелле тумалла. Ун хыççăн вара турфирмăсемпе пĕр сăмахлă пулса ĕçе хута яма пулать, – терĕ Михаил Петрович.
Юбилей пынă самантра çапла тата тепĕр хыпар пĕлсе килме май пулчĕ: июлĕн 2-мĕшĕнче Пăва çĕрĕпе Универсиада çулăмĕ иртсе каймалла. Çавăнпа та çав кун чăвашсен Акатуйĕ Пӳркелĕнче иртмелле. Ку питĕ савăнтарать, паллах. Хамăра кăтарма май пулать.
Çапла Тăхăрьял çĕрĕ çинче питĕ пултаруллă çынсем çуралнă тесе каламалла. Унта çыравçăсем кăна мĕн чухлĕ те! Вĕсем пурте чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине, Тăван çĕршыва, атте-аннене юратма, упрама вĕрентеççĕ. Акă мĕн çырать кун пирки пирĕн ентеш Юркка Иванĕ: «Пирĕн чăваш халăхĕ ирĕлсе кайса часах çухалас çук. Чăвашсем ĕмĕр-ĕмĕрех чăвашсем пулса тăраççĕ. Пирĕн чĕлхе – пуян чĕлхе. Малашне пирĕн чĕлхе, чăвашсем çĕкленсе кайнине кура тата та пуянтарах пулĕ… пирĕн чăвашсем хастарлă çынсем, малашне хамăр халăха çухалма памĕç, ура çине тăратса ярса малалла уттара пуçлĕç. Чăвашсем – вăйлă çынсем». Эпир вара унпа пĕтĕмпех килĕшетпĕр.
 
: 1215, Хаçат: 13 (1003)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: