Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПӲРКЕЛ АЧИ
Юркка Иванĕ (Иван Николаевич Юркин) 1863 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕрекен Тăхăрьялсен путмăрĕнче – Пӳркелĕнче çуралса ӳснĕ. Ашшĕ – удел хресченĕ, амăшĕ – Таяпа хĕрĕ пулнă. Сакăр ачаллă çемьере иккĕмĕш ывăл пулса çитĕннĕ.
Пимĕрселĕнчи удел училищинче (1869-1873), Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче (1876-1880), Хусанти учительсен семинаринче пĕлӳ илнĕ. Ялти учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах юлашки икĕ вĕренӳ çуртĕнчен ăна кăларса яраççĕ. Чĕлхине чарманшăн тата урăхла шухăшланăшăн. Официаллă хутсем çинче ăна «Вĕреннĕшĕн пай кĕртменшĕн, начар вĕреннĕшĕн кăларса янă», – тесе çырнă. Канцеляристсем ун чухне те чăнлăха çын çине кăларман. Тилĕ хăйĕн урисен йĕрне хӳрипе шăлса хупласа пынă пек «Директор çинчен «вĕлтĕрен кайăкĕ» тесе сăмах саракана шкултан хăваларăмăр», – тесе кам çыртăр ĕнтĕ? (В.Г.Юркин асаилĕвĕнчен).
Вĕренӳ çулĕ ăнăçсăр килсе тухсан, çамрăк каччă пĕр çулталăк ашшĕ килĕнче хресчен ĕçĕпе пурăнать. «Мĕншĕн капла пулса тухрĕ-ха?» – тесе шухăшлама Пӳркелĕн анлă хирĕсенче вăхăт çителĕклĕ пулнă ун. Çав шыравсем ăна чăвашсем çине ӳкнĕ хĕсĕрлевсем ăçтан килсе тухнин сăлтавĕсене палăртаççĕ. Пире, хамăрăн иртнĕ пурнăçа мантарса, ют культура çумне çыпăçтарасшăн. Пиншер çул хушши халăха аталантарнă пахалăхсем пĕр çын ĕмĕрĕ тăршшĕнче йăмăхрĕç. Малашне мĕн кĕтет вĕсене? Чăвашлăха сыхласа хăварма май пулмасан, çитес ăрусене вĕсем çинчен çырса çитернинчен те ырă ĕç çук пулĕ… Мансăр пуçне çакна кам пурнăçлĕ? Пăлхануллă шухăшсем унра пурнăç тĕллевне те палăртаççĕ – «Эпĕ тĕнчене чăвашлăха хӳтĕлеме килнĕ». Тĕрĕслĕх енне туртăнни Ивана хăй тĕллĕн вĕренсе ăс пухма хистекен сăлтавсенчен пĕри пулнă. Пӳркел каччи вара кĕнекесемпе туслашать, вырăнти халăх юррисене, йăли-йĕркисене çырса пухма пикенет. Хăй те пĕчĕк тĕрленчĕксем, калавсем хайлать. Çитĕнсе çитнĕ качча салтак шăпи кĕтнĕ. Ашшĕ, пĕлĕш çын урлă, ывăлне Аслă Таркана çыравçа пулăшакан пулса ĕçлеме вырнаçтарни ăна салтак хĕсметĕнчен хăтарнă.
ЮРККА ИВАНĔ - ЭТНОГРАФ
Пурнăçа тĕпрен ăнланас тесен нумай çĕре çитсе курмалли, тĕрлĕ çынсен шухăшĕсене пĕлмелли – вăрттăнлăх мар. Чĕмпĕрти Акциз управленине ĕçе кĕриччен, 1882-1886 çулсенче, Юркка Иванĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Аслă Таркан, Сивĕшыв, Ярамай-Чăнлă, Покровск, Михайловское вулăсĕсенче писарь пулăшаканĕ, писарь, конторщик пулса ĕçлет. Чăвашсем мăкшăсемпе, тутарсемпе, вырăссемпе хутшăнса пурăнакан вырăнсенче йăла-йĕркесене пуçтарассине шăпах çакăнта малалла тăсать вăл. Юркка Иванĕ этнографилле тĕрленчĕксем çырма пуçланă çулсенче вырăс ăсчахĕсем те вак халăхсен йăлисене пухасси çине тимлĕх уйăрнă. Çав çулсенче Н.И.Золотницкин, В.К.Магницкин, В.И.Сбоевăн чăвашсем çинчен çырнă тĕпчев ĕçĕсем палăраççĕ. Çухалса пыракан юрăсемпе йăласене палăртса хăварни сумлă ĕç шутланнă. Сăмах май каласан И.Я.Яковлевăн та пуçламăш ĕçĕсем – «Чувашский праздник Учӳк», «Сборник памятников чувашской народной поэзии» – Е.А.Бобровниковăна качча иличченхи инспекторăн тĕнче курăмне кăтартаççĕ.
Улшăнусем Халăха вĕрентес ĕç министерствин ертӳçисем вак халăхсен фольклорне пухасси кирлĕ мар ĕç тесе йышăнсан тапранаççĕ. Çакăн хыççăн этнографипе кăсăкланакансен йышĕ чакать. Раççейре вак халăхсене христиан тĕнне кĕртесси тăван чĕлхе урлă пулса пыма тытăнать. Атте-анне чĕлхи чиркӳсенче уççăн янăрани халăхсен тĕнче ăнланăвне вăратать. «Пăсăксăр пархатар кураймăн», – тенĕ пек тĕпчев ĕçĕсем чарăнса ларсан та, сăваплă ĕçре халăха чунĕсемпе парăннă хастарсем юлаççех. Çавсенчен пĕри Юркка Иванĕ пулнă. Типĕ çĕрте нӳр кĕтсе сыхланакан вăрлăх пек çак тапхăрта чăвашлăх сăмсаланма тытăнать. Халăхра пĕрремĕш интеллигентсем курăна пуçлаççĕ. Вĕсем ватăсем хушса хăварнă пурнăç йĕркисене аса илсе пуçĕсене çĕклеççĕ.
Юркка Иванĕн пулăмĕ хăй тĕллĕн, пурнăçăн айккинче пĕтĕçленнĕ юхăм мар. Вăл чăваш халăхĕн аталанăвĕн пĕр сыпăкĕ. Унта пирĕн ентеш тĕп вырăнта та тăмасть. Хăйне ĕçлеме хавхалантарса пыракан Хусан университечĕн профессорĕсем Н.И.Ашмарин, В.К.Магницкий, Н.Ф.Катанов, Н.В.Никольский çул кăтартса пулăшса пынипе Юркка Иванĕ хăйĕн ĕçĕсене чăвашла кăна мар (чăвашла тĕн кĕнекисене çех пичетленĕ), вырăсла куçарса Хусан епархи журналĕнче пичетленĕ. Ăна асăрхаççĕ. Ун ĕçĕсем пирки ăсчахсем тавлашу хускатаççĕ. Юркка Иванĕ хăйĕн ĕçĕсенче чăваш тĕнчин çиелте выртакан пахалăхĕсене çех сăнласа панă пулсан та, ун ĕçĕсем урлă Раççейри наука чăвашсен авалхи пурнăçĕпе тĕнĕ çинчен чăн сăмах илтнĕ. Тĕнчери религисен çумне çĕнĕ ят – чăвашсен авалхи тĕнĕ çыпăçнă. Çав тапхăрти чăваш тĕпчевçисем пĕри те çак ĕçе туман. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: ĕненĕве тарăн пĕлменни, чăваш çул пуçĕсене кӳрентерес теменни, миссионерсене хирĕçлес мар тени тата ытти те. Юркка Иванĕ çав чăрмавсене пăхмасăр чăвашсен авалхи тĕнне тĕнче çине кăларни – унăн ĕçĕсенче чи пĕлтерĕшли.
Ĕçне пула Юркка Иванне ялан кĕперне тăрăх куçса çӳрени тĕрлĕрен этнографилле ĕçсем тума пулăш пулнă. Тăватă чĕлхе пĕлни Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче пурăннă халăхсен несĕлĕсемпе тӳррĕн çыхăнăва кĕме май панă. Çапла çуралнă «Чăваш юррисем» (1888), «Русские народные песни… Симбирской губернии» (1894), «Золотой ключ для истории Волжско-Камско-Булг арского государства» (1894), «О влиянии чуваш на мордву» (1896), «Мишары-мещеряки Карсунского уезда» (1897) тата ыттисем те. Юркка Иванĕн пĕтĕмĕшле çĕр ытла этнографилле ĕçĕ сыхланса юлнă, хăшĕ-пĕрисем паян кунччен те пĕлтерĕшне çухатман. Юркка Иванĕн наукăлла ĕçĕсене шута илсе ăна Мускав университечĕ çумĕнчи этнографсен ушкăнĕ 1890 çулта, Хусан университечĕ çумĕнчи ушкăн 1895 çулта, Чĕмпĕрти архив комиссийĕ 1899 çулта, Мускаври наука ĕçченĕсен ушкăнĕ 1929 çулта хăйсен ретне илеççĕ. 1916 çултан пуçласа вăл Чĕмпĕрти тавра пĕлӳçĕсен музейне ертсе пырать, 1920 çулта Пĕтĕм Раççейри çутта кăларакансен съездĕнче ăна истори палăкĕсене сыхлакансен тĕп комиссине кĕртеççĕ. 1926 çултан вара, профессилле çыравçă пулса пурăнсан та, вăл этнографилле ĕçсем çырма пăрахмасть.
ЮРККА ИВАНĔ - ÇЫРАВÇĂ
Хальхи тĕпчевçĕсем чăвашсен çĕнĕ çырулăхĕ питĕ хăвăрт аталанса вăй илнинчен тĕлĕнеççĕ. И.Я.Яковлев чăваш çырулăхĕ йĕркелени 15-20 çул та иртмест, халăхра илемлĕ литературăн пĕрремĕш çимĕçĕсем курăнма пуçлаççĕ. Пирĕн авалхи çырулăх пулнине çирĕплетекен тĕслĕх ку. Сăмах вĕççĕн, ăруран ăрăва куçса килекен юрă-кĕлĕ-хӳхлев, пилсем халăхра литература чĕлхи йĕркеленĕ, сăвăлла хайлавсем çуратма майсем туса панă. Калав, повесть жанрĕсем пуçланса кайнинче Юркка Иванĕн тӳпи пысăк. Тĕпчевçĕсем ăна «Чăваш калавĕсен ашшĕ» вырăнне хисеплеççĕ. Çĕнĕ ĕçе пуçласа ярасси яланах йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Çырас ĕçре малтанхи пĕлӳ-хăнăху çуккипе Юркка Иванĕ хăйĕн пуçламăш хайлавĕсене Тăхăрьял чăвашĕсен калаçăвне тĕпе хурса çырнă. Янăравлă, витĕмлĕ, ăнланмалла килсе тухать. Чĕлхе-вăхăт тата вырăн палли. Г.Т.Тимофеевăн «Тăхăрьялĕ» те çав чĕлхепе çырăннă. Ку енчи чăвашсен XIX ĕмĕрте калаçакан чĕлхе, çумри халăхсен витĕмне парăнса кайман пирки, хăйĕн авалхи сĕмне сыхласа хăварма пултарнă. Çав тапхăрти пурнăç сăнĕ «Хулари кивĕ масар çинче» тата «Вĕреннĕ çынсем» калавсенче палăрать. Революци умĕнхи самана «Пиçнĕ тутасем калаçни» хайлавра сисĕнет. Малашне те Юркка Иванĕн çырав чĕлхи пĕр, ыттисенчен уйрăмтарах, пĕр-ик çавра вуласанах, текстне кам çырнине тавçăрса илме пулать.
Çырса кăтартмалли пĕртен-пĕр тĕрĕс меслет соцреализм теме хăнăхнă вулакан, Юркка Иванĕн хайлавĕсене ăнлансах çитереймесĕр: «Кивĕ чĕлхепе çырнă», – тет. Вулакан иртнĕ ĕмĕрсенчи чăвашла пурнăçа пачах пĕлменнинчен килет çакă. Тишкерӳçисем те (М.Сироткин, Л.Агаков, Х.Уяр тата ыттисем те) Юркка Иванне «йывăр сăмах çаврăнăшĕсемпе çыракан», – тенĕ. Влаçра ларакансем çине пăхса калани çех-тĕр çакă. Аслисем хыççăн кĕçĕннисем ытла шутласа тăмасăр вĕсенчен юлмастчĕç. Советсен тапхăрĕнче чуна чăвашла пурăнма вĕрентни кирлĕ пулнине ăнланман çынсем ӳссе çитĕнчĕç. Хăюлăх та, чăтăмлăх та çитернĕ Юркка Иванĕ, чăвашла çырнин ним усси те çуккине кăшкăрса тăнине пăхмасăр аллинчи калемне пăрахман. Чăвашла илемлĕ литература аталанса чăмăртаннинче пуçласа çыраканăн пайĕ пур. Тĕнче пĕр вырăнта тăмасть. Паянхи çамрăксем урăхларах чĕлхепе çыраççĕ. Юркка Иванĕн чĕлхине Борис Чиндыков чĕлхипе танлаштарма çук. Вĕсен хушшинче çĕр çул ытла.
Юркка Иванĕн хĕрĕх ытла калавĕ, çирĕм повеçĕ паллă. Вĕсенче чăвашсен пурнăçĕ тĕкĕр çинчи пек таса ӳкерĕннĕ. Авторĕ çитмĕл çул каялла ĕмĕр хумĕ пулнă пулсан та, унăн шухăш-ĕмĕчĕсем пирĕн ăс-хакăл тĕнчинче хуçаланаççĕ. Пире, Юркка Иванĕ ĕмĕтленнĕ тĕллевсем патне сĕтĕреççĕ. Эпир ăна асăнса ирттерекен юбилейсенче çыравçăн ĕçĕ-хĕлне çамрăк ăру патне çитерес тесе мĕн тумалли çинчен калаçни вырăнлăрах пек.
ЮРККА ИВАНĔ ТАТА ВĂХĂТ
Пурăнса тĕрĕсленĕ тăван пахалăхсене тĕпе хурса аталанасси Юркка Иванĕ шутласа кăларнă япала мар. Пирĕн пурнăç историре авалхи чăвашсен пурнăç кодексне çухатас мар кăмăл яланах пулнă. Саманасем сулăнкă çапнă тапхăрсенче халăх тăван пурнăç йĕркисем патне таврăнма шутлани паллă.
…1670-мĕш çулсем. Степан Разин эшкерĕсемпе патша çарĕсен хирĕç тăрăвĕсенче чăвашсем Разина пулăшнă. Çак çын чăвашсене ирĕклĕх парасса шаннă вĕсем. Анчах кĕтсе илеймен. Тепĕр çĕр çултан Пăкачав çине шанчăкне куçарнă чăвашсем каллех яка пăр çине ларса юлнă. Тата çĕр çул ытла иртсе каять. Авалхи пурнăç йĕркисем çухалса пыраççĕ. Раççейре ирĕклĕх шăршине пирĕн асаттесем те сиссе илеççĕ. Пĕрремĕш вырăс пăлхарăвĕнчен чăвашсем ирĕклĕх кĕтнĕ. Ирĕклĕх тени – хамăрла пурăнас тени. Тăхăрьялта ун чух ялсерен мăчавăрсем палăртнă. Тăхăр çулта пĕрре ирттерекен учӳка çĕнĕрен чĕртнĕ. Çак ĕçсем миссионерсен хаяр хирĕç тăрăвне пăхмасăр пулса пынине шута илсен, халăхăн кăмăл-ĕмĕчĕ епле пысăк пулнине ăнланса илме йывăр мар. Тăхăрьялта çак улшăнусене курса ӳснĕ Пӳркел каччи пĕтĕм пурнăçне чăвашлăха хӳтĕлес ĕçе халаллама тупа тăвать. Çапла тума сăлтавĕ те пулнă ĕнтĕ. Хăйне малалла вĕренме ура хунă Иван Яковлев шăпах хирĕçле программăпа тухнă. Тăван халăхне вырăслатасшăн пулнă.
1930-мĕш çулсен вĕçĕнчи айăплавсенчен ăна ватлăхĕ çех çăлса хăварать, вăл 75-ре пулнă.
Ĕмĕрсем ылмашнă тапхăрта чăвашлăха тĕпчесси тата хӳтĕлесси каллех çиеле тухнине асăрхамасăр иртме çук. Иртнĕ ĕмĕрсенче пирĕн историпе культура чăвашла пĕлмен çынсем тĕпченĕ пулсан, паян ку ыйтупа чăваш юнлă, ятарлă пĕлӳ илнĕ çынсем шăкăртатаççĕ. Чунĕсем ыратнипе, айккинчен пырса кĕнĕ энтузиастсем те вĕсенчен юласшăн мар, çаксем – паянхи Юркинсем.
Юркка Иванĕн пурнăçĕпе пултарулăхне ума кăлармассерен мана пĕр ыйту канăç памасть. Чăвашлăхра Юркка Иванĕн вырăнĕ ăçта? Шел пулин те, çак ыйтăва вăл çуралнăранпа 150, çĕре кĕнĕренпе 70 çул иртнĕ пулсан та уçăмлă хурав çук. Çак ĕçех паллă: Юркка Иванĕ пурнăçĕпе пултарулăхне тăван халăхне халалланă. Этнограф тата çыравçă ĕçĕсем – халăх пурлăхĕ. Халăхĕ вара – эсир пулатăр.
 
: 1133, Хаçат: 12 (1002), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: