Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

МАРИНАД ĂШĔНЧИ ГОЛУБЦЫ
Кирлĕ: 1 пуç купăста, 5 кишĕр, 3-4 шăл ыхра, 1 кашăк тăвар, вĕтетнĕ хура пăрăç, ешĕл укроп.
Купăстана çулçисем çине уйăрмалла та вĕсене темиçе минута вĕрекен шывра тытмалла. Унтан кăларса илсе дуршлаг çине хурса шывне сăрăхтармалла. Кишĕре шултра шăтăклă теркăпа хырмалла, вĕттĕн туранă укроппа тата ыхрапа хутăштармалла, кăшт пăрăç сапмалла. Хатĕр ăшлăха купăста çулçисем çине хурса рулет пек чĕркемелле, кастрюле хумалла. Çиелтен вĕрекен рассол (1 л шыв пуçне 1 кашăк тăвар) ямалла. Икĕ кунран голубцы хатĕр.
САЛАТ
Кирлĕ: 300 г чечеклĕ купăста, 250 г консервăланă шурă фасоль, 250 г маринадланă кăмпа (шампиньон та юрать), 200 г консервăланă кукуруза, 1 пылак пăрăç, 1 чей кашăкĕ горчица, тип çу.
Чечеклĕ купăстана 5 минут пĕçермелле, унтан чечекĕсем çине пайласа тип çу çинче ăшаламалла. Пăрăçа тураса уйрăммăн ăшаламалла. Чечеклĕ купăстапа пăрăçа салатник çине хумалла, фасоль (шĕвекĕсĕр), кăмпа, кукуруза хушмалла. Горчицăпа хутăштарнă тип çупа пăтраштармалла.
КĂМПАПА ПАХЧА ÇИМĔÇ ВĂЛЧИ
Кирлĕ: 400 г шампиньон, 2 пуç сухан, 2 кишĕр, 40 г аçтăрхан мăйăрĕ, 4 кашăк тип çу, 2 кашăк соя соусĕ, вĕтетнĕ хура пăрăç, тăвар.
Суханпа кишĕре çуса тасатса турамалла та тип çу хушнă çатма çине хумалла, хупласа вăйсăр çулăм çинче 30 минут ăшаламалла. Шампиньона çуса турамалла, тип çупа сĕрнĕ противень çине хурса 20 минута духовкăна (180 °С) лартмалла. Пахча çимĕçпе кăмпана кăшт сивĕнсен мăйăрпа пĕрле мясорубка витĕр кăлармалла. Пулнă хутăш çине пахча çимĕç ăшаланă çăва, соя соусĕ, пăрăç хушмалла.
ПЕЧЕНИ
Кирлĕ: 3 стакан çăнăх, 1 стакан крахмал, ç стакан тип çу, 1 стакан сахăр пудри, ç стакан шыв, кăшт тăвар, 1 чей кашăкĕ уксуспа кăпăклантарнă апат соди.
Алланă çăнăха крахмалпа тата сахăр пудрипе пĕрлештермелле. Апат содине шывра ирĕлтермелле. Шыв тата çу хушса чуста çăрмалла. Чустана йĕтĕрлемелле те унран печенисем касса кăлармалла. Вĕсене тип çу сĕрнĕ противень çине хурса духовкăра пĕçермелле.
КУКĂЛЬ – МАННА КĔРПИНЧЕН
Кирлĕ: 150 г манна кĕрпи, 2 кашăк çăнăх, 100 мл тип çу, 100 г сахăр песокĕ, 100 мл шыв, 1 чей кашăкĕ разрыхлитель.
Манна кĕрпине, çăнăха, тип çăва тата шыва пĕрлештермелле те 30-40 минут лартмалла. Сахăр песокне разрыхлительпе хутăштарса чуста çине хушмалла. Формăна тип çупа çуламалла, вĕтетнĕ сухари е çăнăх сапмалла. Чустана форма çине хурса духовкăра пĕçермелле. Пиçсен кукăле сивĕнмесĕр форма ăшĕнчен кăлармалла мар.
МАРИНАДЛАНĂ КУПĂСТА
Кирлĕ: 2 кг купăста, 3 кишĕр, 3 шăл ыхра; рассол валли – 1 л шыв, 1 стакан сахăр песокĕ, 8 чей кашăкĕ 70 процентлă уксус, 2 кашăк тăвар, 1 стакан тип çу, 1 лавр çулçи, пăрçа йышши хура пăрăç.
Купăстана турамалла, кишĕре теркăпа хырмалла, ыхрана вĕтетмелле. Лайăх хутăштармалла. Рассол валли кирлĕ компонентсене, уксуссăр пуçне, пĕрлештерсе 2 минут вĕретмелле. Сивĕнсен рассол çине уксус хушмалла. Купăстана тарăн кастрюле тултармалла та çиелтен рассол ямалла, çиелтен пусарса хурса сивĕ çĕре лартмалла. 6 сехетрен купăста хатĕр.
ПЛОВ – КĂМПАПА
Кирлĕ: 80-100 г тип çу, 3 пуç сухан, 2 кишĕр, 400 г шампиньон, 300 г рис кĕрпи, 1,5 чей кашăкĕ тăвар, вĕтетнĕ хура пăрăç тата специсем.
Рис кĕрпине темиçе хутчен çумалла, унтан çиелтен вĕретнĕ ăшă шыв ярса пĕр вăхăт лартмалла. Хулăн тĕплĕ савăт (утятница, сотейник) çине кăшт тип çу ямалла та ун çинче туранă сухана ăшаламалла, вăл çемçелсен теркăпа хырнă кишĕр хушса ăшаламалла. Кишĕр çемçелсе çитсен туранă кăмпа хушмалла. Кăмпаран тухнă шĕвек пăсланса пĕтиччен ăшаламалла. Ăшаланă пахча çимĕçпе кăмпа çине рис кĕрпине хушса 1-2 минут ăшаламалла, унтан çур литра яхăн вĕри шыв хушмалла та хупкăçпа хупласа вăйсăр çулăм çинче 15 минут уçмасăр пĕçермелле. Унтан хупкăçа уçмалла та тăвар тата специсем, кирлĕ-тĕк вĕри шыв хушмалла.
 
: 1617, Хаçат: 12 (1002), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: