Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Туберкулез – туберкулезăн микобактерийĕ (Mycobacterium tuberculosis) лекнипе пуçланакан инфекци чирĕ. Çынран çынна сывлăшпа куçать.
Çынсем туберкулезпа авалтанах чирлеççĕ. Европăра вăл промышленность революцийĕ вăхăтĕнче уйрăмах анлă сарăлнă. Ун чух хуласем питĕ хăвăрт ӳснĕ, çакна пула вилекенсенчен 30 проценчĕн вилĕм сăлтавĕ яланах туберкулез пулнă. 1940 çулта трептомицин,1950-мĕ шсенче – изониазид, 1960-мĕшсенче этамбутол, 1970-мĕшсенче рифампицин тупнă хыççăн туберкулеза тухтăрсем парăнтарнă тесе те шутланă. Анчах 1980 çулсенче экономика тĕлĕшĕнчен вăйлă аталаннă çĕршывсенче те туберкулезпа чирлисем йышланма тытăннă. Туберкулез бактерийĕн хăш-пĕр штамĕсем антибиотиксенчен хӳтĕленме вĕренсе çитнĕ. Апла пулин те юлашки вăхăтра тĕнчипе илсен каллех туберкулезпа чирлесси чакни курăнать. Анчах Раççейри лару-тăру шиклентерет: 1991 – 1998 çулсенче чирлекенсен шучĕ икĕ хут ӳснĕ. Çулсерен туберкулезран 20 пин çын вилет, урăх нимĕнле ерекен чиртен те çапла нумай вилмеççĕ.
ЧИР ПАЛЛИСЕМ
Чир ернĕ çын малтан хăйне япăх туять, ӳсĕрме тытăннине шăнса пăсăлнипе ăнлантарать. Анчах чир вăй илсе пынă май ӳслĕк çăралсах пырать, ирсерен ӳслĕк сурчăкĕ сарăрах е симĕсрех тĕслĕ. Чир вăйланнă май сурчăкра юн асăрхама пулать.
Туберкулезăн тепĕр палли: çĕрле çын çине сивĕ тар тапса тухать, йĕп-йĕпе пулнипе тумне те улăштарма тивет унăн. Çакă ӳт температури кăшт ӳснипе çыхăннă, чирли ăна асăрхамасть те. Плевра хăвăлĕнче сывлăш (пневмоторакс) е шĕвек (плевральный выпот) пуçтарăннипе çын сывлăш пӳлĕннипе аптрама пултарать. Чирĕн 1/3 тапхăрĕнче плеврăра шĕвек пуçтарăннă тĕслĕхсем сайра мар. Ку çынна нумай пулмасть туберкулез ернине пĕлтерекен паллă, анчах çакна опытлă врачсем кăна ăнкарса илме пултараççĕ.
Туберкулезăн пĕтĕм паллисем: ăш пăтранни, хăсни, пуç ыратни, мăйри лимф тĕввисем пысăкланни, çие юлманни (хăварайманни), сывлăш пӳлĕнни, ӳт температури ӳсни, хырăм ыратни, ырханланни, ӳслĕк, сыпăсем шыçни, ытлашши тарлани, кома, сарă е симĕс тĕслĕ манка.
СĂЛТАВĔСЕМ
Каларăмăр ĕнтĕ, туберкулез çын организмне сывлăшпа пĕрле лекет. Туберкулезпа вăйлă чирлекен çын ӳсĕрнĕ хыççăн бактерисем пӳлĕмре темиçе сехетлĕхех юлаççĕ. Микобактерисем амăшĕнчен ăшри ачине лекме пултараççĕ.
Чир ернине 90-95 процент чухне асăрхамаççĕ. Камăн вăйлă иммунитет – туберкулез бактерийĕсем тӳрех вилеççĕ, анчах пур чухне те арканса пĕтмеççĕ вĕсем. Хăш чух лейкоцит ăшĕнче вăранма вăхăт çитессе кĕтсе (иммунитет хавшасан, СПИДпа чирлесе е кортикостероидсене пула, питĕ ватă çынсен) «çывăраççĕ».
Туберкулез мĕнле аталанасси çын расинчен те килет. Вăтамран илсен организма бактери лексен 1-2 çул хушшинче аталанса вăй илсе пырать чир. Тухтăрсем асăрханă тăрăх туберкулез чирĕ яланах ӳпкерен пуçланать, урăх органсенче аталанма пуçлани те ӳпкеренех тытăнать (тен, унта микобактерисем «çывăраççĕ»), анчах кун пек чух микобактерисем юнпа вăл е ку органа çитсе чарăннипе çыхăннă çакă.
СИПЛЕВ
Туберкулез чирĕ шала кайсан антибиотиксемпе пациента сиплеме пулать. Çак чиртен сыватнă чух 5 тĕрлĕ антибиотикпа – изониазид, рифампицин, пиразинамид, стрептомицин тата этамбутол – усă курма пулать. Вĕсенчен кашни 999 999 миллион бактери вĕлерет. Яланах пациента 2 тĕрлĕ препаратпа сиплеççĕ, вĕсен «ĕç меслечĕсем» пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Мĕншĕн тесен пĕр препаратпа кăна усă курсан микроорганизмсенчен чылайăшĕ чĕрĕ юлать. Пациент хăйне сывалса çитнĕн туйсан та сиплеме чарăнмалла мар, мĕншĕн тесен чир таврăнма пултарать.
Изониазид, рифампицин тата пиразинамид пĕвер çине сиенлĕ витĕм кӳреççĕ. Çавăнпа вĕсене ĕçнĕ чух пациентăн ăш пăтранма пултарать, хăсăк килет. Кун пек чух çак эмелсене ĕçме чарăнса пĕвере тĕрĕслеттермелле. Этамбутол куç çутине пĕтерет. Çавăнпа сиплев пуçланнă чух пысăк доза ĕçсен те икĕ уйăхранах ăна чакармалла.
Асăнтăмăр ĕнтĕ, лару-тăру йывăр, чирлисен шучĕ ӳссех пырать. Çавăнпа туберкулеза хирĕç профилактика мерисем йышăнма асăрхаттаратпăр. Тĕслĕхрен, тĕрлĕ чирпе аптракансем пухăнакан вырăнсенчи сывлăша (больница) бактерицидлă ультрафиолетлă çутăпа тасатаççĕ. Туберкулез аталанма пуçлас хăрушлăх пысăк çынсен (пациентсене пăхакансене, сывлăх сыхлав ĕçченĕсем) туберкулин ӳт тĕпчевĕ чир кăтартсан, çав вăхăтрах рентген чирлине «асăрхамасть» пулсан изониазид препарата 6-9 уйăх ĕçтереççĕ. Мĕншĕн тесен çакă çынсене чир ернине, анчах аталанма ĕлкĕрейменнине пĕлтерет.
25 çултан çамрăкраххисен туберкулинăн ӳт проби чир кăтартать пулсан профилактика мерисем йышăнмалла.
 
: 1578, Хаçат: 12 (1002), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: