Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сывлăхлă пуласси тата ăна упрасси çын хăй пурнăçне ачаран мĕнле йĕркелесе пынинчен нумай килет. Шел пулин те, хальхи вăхăтра чирлекенсен йышĕ çумăр хыççăнхи кăмпа пек ӳссе пырать. Çакăн сăлтавĕ тĕрлĕрен: çут çанталăк тасамарлăхĕ, эрех-сăра ĕçни, пирус туртни, наркăмăшлă шĕвек ăша яни тата шăм-шакка çителĕклĕ хускатманни. Учительсене те çамрăк ачасен сывлăхĕ хавшани пăшăрхантарать. Специалистсем палăртнă тăрăх шкул ачисен 25-30 проценчĕ тĕрлĕ чирпе чирлет. Ачасене сывлăха хаклама, ăна упрама мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе пымалла.
Пăва районĕнчи Тури Лащи вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, паллă спортсменка пулнă Миляуша Зариповăна халалласа йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал ăмăрту улттăмĕш хут иртрĕ. Унта Пăва районĕнчи çамрăк йĕлтĕрçĕсемпе ветерансем, Чăваш Республикинчен килнĕ хăнасем ăмăртрĕç.
Йĕлме-йĕлтĕр чĕлтĕр-чĕлтĕр
Шуса тухрăмăр хире… –
аса килеççĕ кĕçĕн классенче вĕреннĕ сăвă йĕркисем. Йĕлтĕр шунă сасса ăмăртакансене хавхалантарса кăшкăракансен сасси хуплать. Куç курми тăман тухса кайни те ачасене хăратмарĕ, ăмăртăва лайăх кăтартусемпе вĕçлеме те чараймарĕ. Ăмăртакансен шучĕ кашни çулах ӳссе пырать. Кăçал вĕсен шучĕ çĕртен те иртрĕ. Нимле ăмăрту та спонсорсăр иртмест. Вĕсен шутĕнче Анатолий Андреев, Валерий Московский, Исмагил Галиуллин, Рифат Сагдеев вырăнти предпринимательсем пулчĕç. Ăмăртакансем валли парнесем пĕрремĕш вырăнтан пуçласа улттăмĕш вырăнччен хатĕрлерĕç, спортсменсем валли вĕри чейпе кукăльсем хатĕрленĕ.
Ăмăрту тăватă тапхăрпа иртрĕ. Тури Лащи шкулĕнче вĕренекен А.Александрова, А.Андреев, О.Петухов, К.Петрова пĕрремĕш вырăнсене никама та памарĕç. Д.Никонов, А.Казначеева иккĕмĕш вырăнсене алăран вĕçертмерĕç. Çак ăмăртура çеç мар, Пăва районĕнче иртекен пĕтĕм ăмăртура малти вырăнсене Тури Лащи шкулĕн вĕренекенĕсем йышăнаççĕ тесен те йăнăш пулмасть. Сăмах май, эпĕ спортсменсене çапла ыйту патăм:
– Мĕншĕн эсир йĕлтĕрпе чупма кăмăллатăр? Спорт вăййисен тĕсĕсем питĕ нумай-çке?
Дима Никонов: Ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, чи илекен таварсен шутне пируспа эрех кĕреççĕ. Эпĕ вара пирус туртиччен банан илсе çиетĕп. Хам сывлăха упратăп. Спортпа интересленетĕп.
Олег Петухов: Сывлăхлă пулас тесен çыннăн спортпа туслă пулмалла. Йĕлтĕрпе вăрманта ярăнмалла, çулла çуран чупмалла. Эрех-сăрапа туслашмалла мар. Йĕлтĕрпе чупаканăн чĕри çирĕп пулать, пурнăç çулĕ вăрăмланать. Çавăнпа та эпĕ йĕлтĕрпе туслă.
Алексей Андреев:
Сывлăх – кирлĕ япала,
Ăна пĕчĕкрен упрамалла.
Эрех кашни кун ĕçсен
Сывлăх пĕтет кунсерен.
Çулла улма çимелле,
Хĕлле йĕлтĕрпе чупмалла.
Хăвна çирĕп эс тытсан
Ялан сывлăхлă пулан.
Ангелина Александрова: Мĕн пĕчĕкренех эпĕ хитре пӳ-силлĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Чипер те сывлăхлă пулас тесен, манăн спортпа туслашмаллине эпĕ ăнланнă. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чух çуран чупма, сикме юрататтăм. Халĕ вара, аслăрах класра вĕренме пуçласан, эпĕ тата йĕлтĕрпе чупма пуçларăм. Йĕлтĕрпе чупмашкăн мана физкультура учителĕ Иван Иванович Карамаликов кăсăклантарса ячĕ. Юлашки вăхăтра эпĕ район шайĕнче 1-мĕш вырăнсем йышăннипе атте-анне те савăнать. Спортпа туслă пулни сывлăха кăна мар, характера та, кăмăл-туйăма та çирĕплетет. Эпĕ пурне те спортпа туслашма чĕнетĕп.
Юмахри пек шап-шурă хир. Шурă кавире тĕрлĕ чĕр чун йĕрĕпе тĕрлесе тултарнă тейĕн. Ăмăрту вĕçленнĕ çĕре çил-тăвăл та лăпланчĕ. Хĕвел çутатнă май юр çийĕ кĕмĕл пек йăлтăртатрĕ.
«Юность» спорт шкулĕн тренерĕ уява вĕçленĕ чух каланă сăмахсенче хутшăнакансене саламласа тата та çӳллĕрех результатсем кăтартма малашне пысăк çитĕнӳсем тума сунчĕ. Малашне кашни канмалли кун йĕлтĕрсем сырса ярăнма чĕнчĕ.
 
: 1618, Хаçат: 12 (1002), Категори: Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: