Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тискер чĕр чунсем, вĕсем хăйсене мĕнле тыткалани çинчен сăмах пуçарас пулсан чи малтан кашкăра аса илмелле пуль. Хальхи вăхăтра Тутарстанра вĕсем миçен пулни те шутлă. Вăрçă вăхăтĕнче, хыççăн вара… тукмак хӳре çинчен ял çыннисем кашни пĕлетчĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем выльăха кăна мар, çынсене тапăнни çинчен те нумай калаçатчĕç.
Ача чухнехи хăрушă пулăм, колхозри сурăх фермин картишĕн лаппипех çĕрле кашкăр «пăвнă» сурăх вилли выртнине халĕ те астăватăп-ха. Кашкăр сурăх кĕтĕвĕ çине выççипе кăна мар, вĕлерсе чунне кантарас тесе те тапăнать вĕт. Кун пек чух пĕр сурăх юлмиччен «пăвса» тухма та пултарать. Çакăн пек хăрушă пулăм ялта тепĕр çул каллех пулнăччĕ. Паллă ĕнтĕ, кашкăр «ĕçне» курма пĕтĕм халăх, çав шутра эпир те, ачасем, пуçтарăннăччĕ. Пĕрремĕш хутĕнче Ваня тете ялти арçынсене, килте пăшал пуррисене, пуçтарса ыраш хирне кашкăра шырама кайрĕç. Çĕрлехи сăтăршăн тавăрма хăтланчĕç. Анчах вĕсем йышăнăвĕ мĕнле айванла пулнине халĕ лайăх ăнланатăп эпĕ. Мĕншĕн тесен кашкăр хăй йăви çывăхĕнче выльăхсем çине нихăçан та тапăнмасть. Çавăнпа ăна аяккарах шырамалла.
Çураллă кашкăр йăвисене тустарнисем те пулнă. Халăх ялта кун çинчен чылайччен калаçатчĕ.
Хам та 8-9-мĕш класра вĕреннĕ чухне пĕррехинче Теччĕ районĕнчи Пушчă ялĕ çывăхĕнче, Сĕве хĕрринче чăтлăха типĕ çатăрка шырама кайсан кашкăр йăвине курнăччĕ. Пысăках мар тип çырма патĕнче виле шăрши сăмсана кӳ пырса çапрĕ, кăшланă шăмăсем йăваланаççĕ иккен. Хăранипе çав вырăнтан хăвăрт тартăм. Çĕр выртмалла пулла кайсан та кашкăр çурисем çухăрашнине илтеттĕмĕр. Кашкăр йăви пуррине каласа пама ялта пăшаллă арçынсем çук вăхăтчĕ çав ун чух.
Иккĕмĕш хутĕнче тукмак хӳрене эпĕ мулкач тытма кайсан тĕл пулнăччĕ. Хирте кăнтăрла канма выртнă кашкăра шăв-шавпа тăратнă-мĕн эпĕ. Тĕллесе петĕм, вăл выртнă вырăна кайса пăхрăм та юн йĕрĕсене асăрхарăм. Кашкăр вăрман еннелле кайнă, юн юхтарать. Пăва районĕнчи Кивĕ Мертлĕ çывăхĕнчи вăрман тăрăх Сĕве хĕррине çитичченех хăваларăм. Вăл вара çырма урлă каçса сăрт çине хăпарса кайнă. Çапла каялла çаврăнма тиврĕ, киле тĕттĕмленсен кăна таврăнтăм. Аманнă чĕрчуна тепĕр кун, тытичченех, хăваламаллине те пĕлеттĕм эпĕ, анчах манăн кирлĕ хатĕрсем çукчĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче кашкăрсем сурăх витисене улăм витнĕ тăрăсем урлă кĕнĕ тĕслĕхсем пулнă. Çулла çĕрле çамрăксем урамра чухне, кашкăр куç умĕнчех йытăсене йăтса кайнă, çерем çинчи хурсене пăвнă. Çынсем кашкăрпа вăрманта, уйсенче куçа-куçăн тĕл пулнисем те пулнă.
Пĕррехинче, февраль уйăхĕн пĕр хĕвеллĕ кунĕнче, кăнтăрлах уйра кашкăрсем пĕрин хыççăн тепри кĕтӳпе пынине курнăччĕ. Каярах кашкăрсене çĕнтерчĕçех, çынсем хуптĕрлесе тытассине йĕркелерĕç, У-2 самолетран печĕç.
Юлашки хут эпĕ кашкăр кĕтĕвне Кайпăç районĕнчи Куланга ялĕ çывăхĕнче 90-мĕш çулсенче курнăччĕ. Кун çинчен республикăри сунарçăсен обществине пĕлтернĕччĕ. Каярах çак кĕтĕве тытни çинчен илтрĕм.
Вăхăтĕнче мана сунарçăсен ушкăнĕпе пăши, хир сысни тытма кайма та тӳр килчĕ. Чăн та, пăшие хам вĕлермен. Анчах ашне тирпейлеме пулăшнă, сунарçăсем ал айĕнчи хатĕрсемпе трофея епле ăста тирпейлеме пĕлнине хам курса ĕненнĕ.
Пĕррехинче пĕччен хир сысни йĕрĕ çине ӳкрĕмĕр. Паллах, ăна хуптĕрлесе тытма шутларăмăр. Номерсем лартса тухрăмăр. Кам ăçта тăрассине, йытăсемпе хăвалама кам каяссине палăртрăмăр. Мана 2-мĕш номер, Михаил егерьпе çывăхра тăма лекрĕ. Çак вырăнта тăма, уйрăмах хĕллехи сивĕре пĕрре те çăмăл мар. Çитменнине кунта йĕрке пур, ăна вара çирĕп пăхăнмалла. Вырăн суйламалла. Енчен те хир сыснине тытас пулсан О.Вишня çыравçăн сĕнĕвĕсене тĕпе хумалла. Унăн пĕр калавĕнчи тĕп героя, тĕслĕхрен, йывăç çинчен сунарçă-тусĕсем кăна антарайнă. Хир сыснине курнипе хăранăскер, йывăç çине мĕнле хăпарса кайнине хăй те аса илеймен.
Эпир те акă сивĕре тăратпăр, шăнатпăр. Таçта йытă сассисем илтĕнеççĕ, эппин, йĕрпе пыраççĕ. Сасартăк юнашар Михаила курах кайрăм. Вăл хăй вырăнне пăрахса ман паталла килет иккен, калаçма ахăртнех. Эпĕ ăна çийĕнчех хăтăрса тăкрăм та вăл хăй вырăнне кайрĕ. Çак вăхăтра пăшал сасси янăраса кайрĕ те шăпланчĕ. Йĕр çине тухатăп – Михаил тăра парать, ун çывăхĕнче, хальччен вăл ăçта тăнă вырăнта тем пысăкăш, сăрă чĕр чун вырта парать. Ăна тĕл персе ӳкернĕ пулмалла. Çак вăхăтра тĕмсем хыçĕнчен лайкăпа бурзуй йытăсем сиксе тухрĕç те чĕр чунăн пĕççинчен ярса та илчĕç, мĕншĕн тесен вăл çав вăхăтра вилменччĕ-ха, урисемпе тапкаланатчĕ.
Хир сысни мĕн пысăкăш пулни те тĕлĕнтерчĕ, 200 килограмм таятчĕ пулмалла. Выртать пулин те çӳллĕшĕ пĕр метртан кая марччĕ. Сăрă шăртне тураса якатнă пекех яп-яка. Асав шăлĕсем мĕне тăратчĕç тата. Сунарçăсем, ăста алăсем, кайран унран сувенир туса панăччĕ. Çакăн пек асав шăллă чĕр чунпа тĕл пулнă çыншăн вăл мĕнле хăрушлăх кăларса тăратни каламасăрах паллă. Сăмах май, çав сунар хуçалăхĕн сунарçине хир сысни амантса сусăрлатнăччĕ. Вăл ун чух утă капанĕ патне лашапа пырса чарăннă, çуна çинчен аннă кăна ăна хирĕç утă купи ăшĕнчен хир сысни сиксе тухнă та иртсе кайнă май асав шăлĕсемпе пĕççинчен яшлаттарнă. Вăрман хăни утă çинче çĕр каçнă пулнă иккен. Юрать-ха, аманнă сунарçă çуна çине ларса лашине ял еннелле çавăрнă. Яла çитсен вăхăтлă медицина пулăшăвĕ парса çеç çăлса ĕлкĕрнĕ.
Сунарта чи интересли – сунарçă-туссем хăйсене мĕнле тыткалани. Сунар вĕсенчен чăтăмлăх кĕтет, рюкзак çакса, пăшал йăтса çулсăр-мĕнсĕр темиçешер километр утмалла. Палăртнă вырăнта сехечĕ-сехечĕпе шăнмасăр, шавламасăр тăма, тĕл пеме пĕлмелле. Кĕтменлĕхе яланах хатĕр пулмалла.
 
: 841, Хаçат: 12 (1002), Категори: Сунар

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: