Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чистай районĕнче культурăпа е вĕренӳпе çыхăннă мероприяти ирттермелле пулсан, нимĕнле ялта та мар, Анат Кăтратара иртет. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен, унта питĕ хастар чăвашсем пурăнаççĕ. Ял хутлăхне, шкулне илес пулсан та, клубĕ пирки каламалли те çук, пурте калама çук пултаруллă.
Клуб тенĕрен, Анат Кăтратара Культура çуртне 1986 çулта туса лартнă. Вăл ял клубĕ пек те мар, икĕ хутлă çурт питĕ чаплă курăнса ларать. Çуртне кура ĕçченĕсем те вăйлă. Вăйлă тесе эпĕ кăна мар, ял-йыш та, районта та, республикăра та калама пултараççĕ. Пĕринчен-пĕри ăста та пултаруллă. Паян Культура çурчĕн ĕçченĕсем пулса Иван Ильин – директор, Ольга Данилова – илемлĕх ертӳçи, Алевтина Нухратова – балетмейстер, Владимир Дмитриев – режиссер анаткăтратасене савăнтараççĕ.
Савăнтараççĕ кăна-и? Анат Кăтрата клубĕ пек ĕçлекен клубсем эпĕ халиччен курман тесен те йăнăшмăп. Вĕсем ялан репетицире. Пĕр уява та ирттермесĕр хăвармаççĕ. Вĕсен пултарулăхне пĕлсе ял халăхĕ те хутшăнмасăр юлмасть. Тĕрĕссипе каласан, вĕсем клуба пуçтарăнса концертсем çеç лартмаççĕ, урама тухса вăйăсем выляттарса, призсем парса çынсене савăнтараççĕ. Ял халăхĕ вара çывхарса килекен уявсене чăтăмсăррăн кĕтсе тăрать.
Мероприятисем ирттернĕ çĕре клуб ĕçченĕсем асăннисем çеç мар, Надежда Васильева библиотекарь та, Татьяна Федоровăпа Надежда Андреева техничкăсем те, Петр Михайловпа Виктор Плотников кочегарсем те хутшăнаççĕ.
Паянхи куна Анат Кăтрата Культура çуртĕнче «Илем» фольклор халăх ансамблĕ (ертӳçи И.Ильин), «Илемпи» ачасен ташă ансамблĕ (ертӳçи А.Нухратова), «Çеçпĕл» вокал кружокĕ (ертӳçи О.Данилова), «Тарават» драмкружок (ертӳçи В.Дмитриев) вăй илсе пырать.
Купăсçăсемпе те анаткăтратасене телей панă. Иван Сергеевич сăмахĕпе, 1988 çулта «Выля, хут купăс!» конкурс ирттернĕ вăхăтра 12 купăсçă пулнă. Паян та 5 купăсçă халăха савăнтарать.
Культура çурчĕн ĕçченĕсем каланă тăрăх, «Уяв» малтан çак ялта иртнĕ пулнă. Ыран Троица пулать тенĕ кун тунă ăна.
– Пирĕн шутпа Уява кашни районта ирттермелле. Нурлатра кăна пулнипе нумайăшĕ унта каяймаççĕ. Курассисем килеççĕ, паллах. Кашни çул вырăнне улăштарсан, тен, вăл тата та интереслĕрех пулĕ, – теççĕ анаткăтратасем.
Çак шухăшпа ытти районсем те килĕшеççĕ. Нурлатсемех çапла каланине илтнĕ.
Клуб ĕçченĕсен тата пĕр ырă йăли пур: костюмсем тăхăнса купăс тытса çынсене килĕсене кайса юрласа та ташласа саламласси. Сăмахран, пĕрин юбилей иртет, вĕсем пуçтарăнаççĕ те çав çынна саламлама каяççĕ. Пурне те килĕшет.
Анат Кăтрата Культура çурчĕн артисчĕсем таçта та тухса çӳреççĕ, район тата республика шайĕнче иртекен мероприятисене, конкурссене хутшăнаççĕ. Малти вырăнсем йышăнасси те яланах.
– Эпир таçта та тухса кайма, тем тума та пултаратпăр, анчах та транспорт çукки пĕтерет, – теççĕ кăтратасем. – Ытти районсенче клуб ĕçченĕсем валли ятарласа автобуссем уйăраççĕ, пирĕн вара… Нуша.
Чăнах та транспорт ыйтăвĕ нумай çĕрте ĕçе чарса тăрать. Ку, паллах, пĕтĕмпех районтан килет.
– Юрать-ха ял хутлăхĕ пире пулăшать. Кирек ăçта каймалла пулсан та транспорт тупса пама тăрăшать. Тавтапуç вĕсене, – хушса хураççĕ артистсем.
Мартăн 25-мĕшĕнче культура ĕçченĕсен кунĕ пулать. Асăннă уяв ячĕпе эпир культурăпа çыхăннă çынсене пурне те ăшшăн саламлатпăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланса пыччăр, сассăрсем янăраса тăччăр, хуçасем сума суччăр.
 
: 851, Хаçат: 12 (1002), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: