Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çулталăк та сакăр уйăх каялла Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕнче пысăк çухату пулса тухнă. Турă çурчĕ çунса кайнă.
– 2011 çулхи июлĕн 20-мĕшĕ маншăн – хура кун пулчĕ. Çав кун эпĕ тăвансемпе тата çывăх юлташсемпе хамăн 65 çулхи юбилее паллă тăваттăм, – тесе аса илет Алексеевски районĕнчи ЧНКЦ ертӳçи Николай Сторожев.
Николай Николаевич халĕ Алексеевски поселокĕнче пурăнать пулсан та, Анат Кăтратара çуралса çитĕннĕ. Çавăнпа та çак ял уншăн питĕ çывăх. Тăван ялĕшĕн вăл чунне пама хатĕр.
Пысăк хуйхă ял халăхне те, унта çуралса ӳссе тухса кайнă çынсене те канăç памасть. Николай Сторожев çуннă чиркӳ вырăнне çĕннине тума сĕнет. Çапла вăхăта вăраха тăсмасăр анаткăтратасем халăх вăйĕпе чиркӳ тума пуçлаççĕ. Ĕç-пуç малалла пынине кура пулăшакансем те тупăнаççĕ. Район администрацийĕ те, предпринимательсем те айккинче юлмаççĕ, вăй çитнĕ таран пулăшса пыраççĕ.
Мартăн 14-мĕшĕнче, Çăварни эрнинче, Анат Кăтратара савăнăçлă кун пулчĕ, чиркӳ çине куполсемпе хĕрессем вырнаçтарчĕç. Чаплă мешехе пулчĕ темелле. Питĕ нумай çын пухăннăччĕ унта. Район администрацийĕн представителĕсемсĕр пуçне, çаплах ТР ЧНКА ертӳçи Константин Яковлев та анаткăтратасемпе пĕрле савăнмашкăн кăмăл тунă.
Чиркӳ лартакансем юлашки çулсенче самаях темелле, кашни районта темиçе Турă çурчĕ уçаççĕ. Питĕ пархатарлă ĕç вăл, паллах. Чиркӳ лартакансенчен пĕри – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкар хулинчи «Тус» строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ Николай Угаслов. Вăл тăван ялĕнче, Çĕпрел районĕнчи Хулаçырминче, питĕ пысăк та хитре чиркӳ тăвать. Анат Кăтратана та Николай Федорович килсе çитнĕ. Чиркӳре ĕçсем сахал маррине курса, малашне пулăшма та сăмах пачĕ.
Анат Кăтратапа Алексеевски районне кĕрекен Чăваш Майни ялĕн хушши пурĕ те виçĕ километр кăна. Çак икĕ ял пĕр-пĕринпе питĕ туслă пурăнаççĕ. Ялпа ял улшăнса тенĕ пек качча кайса авланса пĕтнĕ. Анчах та пĕр-пĕрин патне çӳремешкĕн çул çук. Вăт нушаланаççĕ вара. Таçтан-таçтан çаврăнса çӳреççĕ. Чиркӳ хĕресне лартнă çĕре те майнасем питĕ килес тенĕ, паллах. Ырă ĕç туса Чăваш Майни ялĕн шурсухалĕ Михаил Константинов çак пăтăрмаха татса парассине хăй çине илет. Алексеевски районĕн администрацийĕпе çыхăнса трактор чĕнтерсе илет. Михаил Петрович тăххăрмĕш теçеткепе пыраканскер, К-700 трактор çине шофер çумне ларса çул тасатса Анат Кăтратана çитет. Малтан урамсем тăрăх, унтан чиркӳ умне тасатса тухаççĕ. Куншăн майнасем Михаил Константинова çĕре çити пуç тайса тав тăваççĕ. Кăмăллă, паллах.
Куполсемпе хĕрессем хăпартас умĕн, малтан пуçтарăннă çынсене, йăлапа, пачăшкăсем пил парса хĕрес чуп тутараççĕ. Пĕр çын та тенĕ пек айккинче юлмарĕ. Ватти-вĕтти хĕрес умне тăрса сăхсăхрĕç.
Çăварни эрни ăшă пулмарĕ, паллах. Апла пулсан та çав кун питĕ хĕвеллĕччĕ. Чиркӳ куполĕсем куçа илĕртсе ялтăраса тăчĕç. Пуçтарăннă çынсене ăшă парса тăчĕç.
Паянхи куна чиркӳре пачăшкă çук-ха. Апла пулсан та Алексеевски тата Чистай районĕн пачăшкисем матушкисемпе пĕрлех килсе çитнĕччĕ. Вĕсем кĕлĕсем вуласа, юрăсем юрласа пынă май, йăла тăрăх, хĕрессене хăпартрĕç.
Чиркӳ питĕ хитре пулса тухнă. Вăл яла кĕнĕ çĕрте тенĕ пек таçтан курăнса ларать. Яла илем кӳрет.
Чаплă мешехере, паллах, ырă сăмахсем каламасăр та пулмарĕ. Сăмахран, ТР ЧНКА ертӳçи Константин Геннадиевич çак пысăк ĕçе тума пултарнăшăн мухтаса тата савăнса чиркĕве Библи кĕнекине парне пачĕ. Малашне лайăх пачăшкă тупса чăвашла кĕлĕсем вуласа чиркӳ алăкĕ ялан уçă пултăр тесе ырă сунчĕ. Чиркĕве ват çынсем çеç мар, çамрăксем те, пĕчĕк ачасем те çӳремелле пултăр терĕ. Константин Геннадиевич сăмахĕсемпе килĕшсе Алексеевски чиркĕвĕн пачăшки Павел атте Мамадыш районĕнче шкул ачисем чиркӳсемпе мечĕтсене çӳрени çинчен тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Ачасем эрнене пĕрре Турă çуртне çӳресе пĕлӳ илни начар япала маррине ĕнентерчĕ. Кунта та çавăн пек тума май пурри çинчен каласа пăхрĕ.
Анат Кăтратари чиркĕве çĕнĕрен тумашкăн Николай Николаевич Сторожев сĕннипе пуçăннă теççĕ ял администрацийĕн çыннисем. Николай Николаевич чи малтанах Турă çуртне тума 50 пин тенкĕ укçа панă. Ял халăхĕ ăна нихăçан та манмасть, паллах. Çав ялта пурăнакансем те айккинче юлман, кам мĕн чухлĕ пулăшма пултарнă таран пулăшнă. Сăмахран, пĕр пенсионер 84 çулти Елена Кузникова – 12 пин тенкĕ укçа панă.
Чиркӳ прихучĕ Турă çуртне тума пулăшнă çынсене тав турĕ, Тав хучĕсем те пачĕ. Чиркӳ патне пухăннă çынсен умĕнче ТР Патшалăх Канашĕн депутатне, «Ипотечное агентство РТ» УАО генеральнăй директорне Андрей Анатольевич Симакова çĕре çити пуç тайса тав тăваççĕ. Вăл питĕ хака ӳкекен хитре куполсене тата хĕрессене тума пулăшнă. Çаплах Чистай хулипе районĕн пуçлăхне И.Т.Ахметзянова, Чистай районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçине М.Х.Губеева, Чистай районĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне Р.Г.Хаматова, Чистай районĕн ĕçтăвком ертӳçин пĕрремĕш çумне Н.А.Сергеевăна, Хусанти «СМУ-5» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорне Р.А.Сабирова, Патшалăх Канашĕн депутачĕн А.А.Симаковăн пулăшуçине И.И.Кадырова, Чистайри сĕт-çу комбиначĕн генеральнăй директорне А.Н.Прокофьева, «Чистопольское предприятие тепловых сетей» УАО генеральнăй директорне С.М.Ивлева, «Элитные семена Татарстана» ассоциацин Чистайри филиалĕн директорне Н.П.Прокофьева, тиевсем турттаракан предпринимателе Д.В.Демина, Чистай хулинчи «Партнер» лавккан директорне В.П.Пузанкова, Чистайра пурăнакан предпринимателе П.А.Ильдимирова, Алексеевски районĕн ЧНКЦ ертӳçине Н.Н.Сторожева, Алексеевски поселокĕнчи агроколледж директорне В.М.Фадеева, Анат Кăтрата ялĕн пенсионерне В.Д.Захарова тата П.И.Антипова чиркӳ прихучĕн ятĕнчен Тав çырăвĕсем пачĕç.
– Çулталăк çурă каялла çак ĕç питех вырăнтан хускалмарĕ-ха. Вара чиркӳ картишне кĕлĕ çурчĕ уçма сĕнӳ пачĕç. Çапла çав çуртра ял çыннисем кĕлĕсем вуласа Турăран пулăшу ыйтрĕç. Турă илтрĕ. Чиркӳ тăвас ĕç малалла кайрĕ. Пулăшакансем те сахал мар пулчĕç, – тет Чистай районĕнчи ЧНКЦ ертӳçи Петр Валентинович Плотников. – Паян кун та укçа паракансем пур. Тĕрĕссипе каласан, чиркӳре ĕç нумай-ха.
Чиркĕве уçмашкăн чăнах та нумай вăй хумалла-ха. Шалти ĕçсене вĕçлемелле. Чиркӳ çыннисем каланă тăрăх, чиркӳ ăш-чиккине кирлĕ пек тумашкăн сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Чиркӳ йĕри-тавра карта тытмалла-ха. Асăннă ĕçсене тумашкăн пулăшас текенсем те пур. Вĕсене Турă сывлăх патăр. Укçаллă çынсене пархатарлă ĕç тунăшăн сăвап пулать, теççĕ ватă çынсем.
Тата çакна каласа хăвармалла: «Çĕнĕ чиркӳ ял хутлăхĕн пуçлăхĕсĕр Сергей Валентинович Васильевсăр тата чиркӳ старостисĕр Алексей Петрович Федоровсăр ниепле те тăвăнмастчĕ. Вĕсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр тенĕ пек тăрăшрĕç. Халăхпа та, спонсорсемпе те вĕсемех калаçса татăлнă. Строительство материалĕсене туянса, илсе килсе, хăпартса хумашкăн питĕ нумай чупрĕç. Эпир вĕсене тав тăватпăр», – теççĕ ял çыннисем.
 
: 1119, Хаçат: 12 (1002), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: