Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Анат Камăри Чăваш наципе культура центрĕ март уйăхĕн 14-мĕшĕнче хăйĕн черетлĕ пухăвĕнче ĕçе пĕтĕмлетсе малашнехи плансене палăртнисĕр пуçне çĕнĕ председатель тата правлени йышне суйларĕ. Конференцие ТР ЧНКА председателĕ К.Яковлев, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Анат Камăри филиалĕн ертӳçи Т.Наговицина, Анат Кама муниципаллă районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçин çумĕ М.Самигуллин тата ыттисем хутшăнчĕç.
Анат Кама Тутарстан чăвашĕсемшĕн тĕслĕхлĕ район. Чăваш гимназийĕ, çичĕ пултарулăх ушкăнĕ, вăл шутра «Тамаша» халăх театрĕ халĕ те пĕтĕм республикăна кĕрлеççĕ. Наципе культура аталанăвне пĕчĕккисенчен пуçласа çулланнисем таранах хутшăнтарни ЧНКЦăн тĕп тĕллевĕ пурнăçласа пынине çирĕплетет. Чăн та, ку йĕрке ĕнер-паян, икĕ-виçĕ çул каялла кăна пуçланман, центр йĕркеленнĕ пĕрремĕш кунранах пырать. Ертӳçĕсенчен кашни хăйĕнчен пысăк пай кĕртнĕ. Шел те, республикăн чи аслă центрĕн те кун-çулĕ яланах пĕр тикĕс килмерĕ, темиçе çул каялла, тĕслĕхрен, саланса каяс патнех çитнĕччĕ. Телее, кун пекки пулмарĕ. Конференцире тухса калаçакансем пурте тенĕ пекех чи малтан çакна палăртрĕç.
Юлашки çулсенче ЧНКЦ председателĕ пулнă В.Юнусова ĕçе пĕтĕмлетнĕ май, вĕренӳ заведенийĕсемпе, пултарулăх ушкăнĕсемпе яланхи пекех тачă çыхăну тытнисĕр пуçне центрăн ĕçне ытларах çамрăксене явăçтарма тăрăшнине пĕлтерчĕ. «Хамăр ватăлса пынă май, çамрăксене вĕрентсе хăвармалли çинчен те шутламалла пирĕн», – терĕ вăл кун пирки. «Асамат» çамрăксен организацийĕн ĕçне мухтаса хулари пĕр мероприятирен те юлманнине пĕлтерчĕ. «Спорт ăмăртăвĕсенче хутшăнса çитĕнӳсем турĕ, Мăнкун умĕн хулари вăрман йăрăмне тирпей кĕртессине йăлана кĕртрĕ, Ваттисен кунĕнче ваттисем патне киле кайса саламларĕ, Анат Кама хулипе районĕнчи, Камские Полянынчи сахал тупăшлă çемьесем валли япала пухрĕ», – паллаштарчĕ кĕскен çамрăксен организацийĕн ĕçĕпе ертӳçĕ. 2012 çултанпа хулари ЗАГСсенче çамрăк мăшăрсене чăвашла çырăнтарассине йăлана кĕртни те центр çамрăксемпе ĕçленине кăтартать.
Паллах, çамрăксем çинчен сăмах пуçарсан, гимнази пирки асăнмасăр май çук. Шăпах вăл ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе, культурипе паллаштарать. 34-мĕш гимназин директорĕ Е.Морозов пĕлтернĕ тăрăх, халĕ унта 108 ача пĕлӳ илет-мĕн. Паянхи кун 100 выпускник тĕрлĕ аслă шкулăн студенчĕ пулни те лайăх кăтарту. Директор вĕсем алла диплом илсен каялла тăван хулана таврăнасса шаннине пĕлтерчĕ.
Информаци технологийĕсен аталанăвĕ пурнăçăн мĕнпур сферине пырса тивет халĕ. Центр ĕçĕнче те палăрмасть мар. Тĕслĕхрен, паллă ентешĕн И.Михеев композиторăн маларах çырнă мĕнпур юррине дисксем çине çыртарса автора тата музея парнеленĕ. Юлашки икĕ çулта вара центр хăйĕн сайтне йĕркелессипе ĕçлет.
Пултарулăх ушкăнĕсем çинчен те аса илсе хăвармасăр май çук. Вĕсем пурте йыша çамрăксене явăçтарнă, ку вара ушкăнсен малашлăхĕ пуррине çирĕплетет. Юлашки икĕ çулта кăна ушкăнсем 100 ытла концерт кăтартнă, хулапа районта кăна мар, республикăра та, ытти регионсенче те. Çавăнпа чăваш юрри-ташшине, спектакльне кунти халăх тунсăхлать теме çук. Отчетпа суйлав конференцине те акă вĕсем артистсене ютран чĕнменччĕ, районти çичĕ ушкăн та хăй пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.
«Тамаша» çулсерен театр коллективĕсен регионсен хушшинчи фестивальне хутшăнса лауреат пулать. Палăртса хăварар, «Тамаша» республикăри пĕртен-пĕр чăваш халăх театрĕ. Тамашасене республикăра чăвашсем хушшинче конкурентсем çукки те хумхантарать-мĕн. «Пире ăмăртса ĕçлеме, пĕр-пĕринчен вĕренме театрсем пулсан аванччĕ. Константин Геннадиевич, пултарулăх ушкăнĕсене кăна мар, театрсем çине те тимлĕх уйăрăр-ха эсир», – пулчĕ сĕнӳ Н.Зотеевăн.
Центр çаплах вырăнти Координаци центрĕсемпе тата вырăнти храмсемпе тачă çыхăну тытма тытăнни пирки те асăнса хăварчĕ В.Юнусова. 2011 çулта хулари Иоанн Кронштадтски храмĕнче пĕрремĕш хут чăваш халăхне халалласа кĕлĕ иртнĕ иккен. Чăвашсем хулан ытти сферисенче те палăраççĕ-мĕн. Тĕслĕхрен, нумай пулмасть кунта чăваш наци тумне çĕлекен «Пике» пĕчĕк ателье уçăлнă. Ăна М.Рожкова модельер уçнă. Çакă вырăнти артистсемшĕн питĕ меллĕ, малашне вĕсем сцена костюмĕсене çĕлеттерме Шупашкара çити каймĕç.
Паллах, хальхи вăхăтра укçа-тенкĕсĕр, вырăнти власть пулăшăвĕсĕр ĕçлеме çук. Анаткамăсен вара ку енĕпе ӳпкелешмелли çук-мĕн. В.Юнусова пĕлтернĕ тăрăх, хула администрацийĕ тĕрлĕ енлĕн, çав шутра укçа-тенкĕпе те пулăшать. Анат Кама районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçин çумĕ М.Самигуллин чăваш центрĕ лайăх ĕçленине палăртнă май, районта халăх шучĕпе виççĕмĕш вырăнта тăракан чăвашсене администраци малашне те пур енчен те пулăшса пыма шантарчĕ. В.Юнусова хулара май уйăхĕнче «Чиперук» ача-пăча пултарулăхĕн республика конкурсне ирттерме планлани пирки пĕлтерсен Марат Талгатович: «Кун пек мероприятисем ирттерессинче пирĕн опыт пысăк, мĕнпур енчен пулăшăпăр», – терĕ пĕр иккĕленмесĕр.
ТР ЧНКА председателĕ К.Яковлев та анаткамăсене тăван чĕлхепе культурăна аталантарнă çĕрте тăрăшса ĕçленине палăртса «Тамаша» халăх театрне гастрольсене тухса çӳреме 30 пин тенкĕ укçа, чăваш гимназийĕн чи лайăх вĕренекенне вара ЧНКАн ятлă стипендине çирĕплетессине, ачасем валли Чăваш Ене, ытти хуласене каймашкăн экскурси йĕркелессине пĕлтерчĕ. Паллах, çак хыпарсене халăх савăнса йышăнчĕ.
Пĕтĕмĕшле илес пулсан, конференцие хутшăнакансем те, хăнасем те ЧНКЦăн ĕçне лайăх тесе палăртрĕç. В.Юнусова хăй те: «Нумай ĕçлерĕм, ывăнмарăм», – терĕ пулин те, ЧНКЦ çĕнĕ председателĕ пулма Александр Евгеньевич Осипов çамрăк предпринимателе сĕнчĕ. Çакна вăл центра ытларах çамрăксене явăçтарассипе çыхăнтарчĕ. Чăн та, Вера Михайловна хăй те ку ĕçрен вуçех пăрăнмассине, правлени йышĕнче юлассине пĕлтерчĕ. А.Осиповăн тата правленин çĕнĕ йышне кĕртнисен кандидатурисене анаткамăсем пĕр саслăн пулса йышăнчĕç. ЧНКЦ чăваш наципе культура ĕçне аталантарассинче пулăшакан ертӳçĕсене тата хастарсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.
М.Самигуллин (варринче).
М.Самигуллин (варринче).
К.Яковлев Г.Шестаковăна чыслать.
К.Яковлев Г.Шестаковăна чыслать.
 
: 1011, Хаçат: 12 (1002), Категори: ЧНКА хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: