Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТЕЧЧĔ районĕнче темиçе ял хутлăхне пĕрлештерме планлаççĕ. Закон проекчĕпе ТР Патшалăх Канашĕн патшалăх строительствипе вырăнти хăйтытăмлăх енĕпе комитечĕн ларăвĕнче Теччĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Дубровский паллаштарнă. Çапла вара: Шанчă ял хутлăхне Аслă Ăнă ял хутлăхĕпе, Чинчурино ял хутлăхне Нармонка ял хутлăхĕпе, Çармăс ял хутлăхне Кляшево ял хутлăхĕпе, Пухтел тата Ивански ял хутлăхĕсене Урюм ял хутлăхĕпе, Лаптевка ял хутлăхне Монастырски ял хутлăхĕпе пĕрлештерĕç. А.Дубровский çакăн пек улшăнăва çӳлерех асăннă ял хутлăхĕсен укçи-тенкине халăха пулăшма ярассипе сăлтавланă.
АЗНАКАЙ. Сĕт сăвакан хуçалăхсене пулăшмалли программа районта 2012 çулта ĕçлеме тытăннă. Унпа килĕшӳллĕн, пиллĕк е ытларах ĕне пур харпăр хуçалăхсене сĕт сумалли аппаратсем параççĕ. Çаплах аппаратсем сĕт сăвассипе малта пыракан харпăр хуçалăхсене те Акатуй уявĕнче парне пулĕç.
ТУТАРСТАН каччисем апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçланакан призыв кампанийĕнче Алтай, Красноярск крайĕсенчи, Новосибирск, Челябинск, Кемерово, Омск тата Томск облаçĕсенчи 185 каччă йышĕнче Президент полкне хĕсмете кайĕç. Сăмах та çук, тĕнчипе паллă полка кашниех лекеймест. Кунта 175-190 сантиметртан лутра пӳллисене, мăнтăррисене е ытла ырханнисене, куçĕ япăх куракансене, пăшăлтатнине 6 метртан илтейменнисене, тулли мар, ăнăçсăр çемьерисене, усал йăласем тата ӳт çинче татуировкăсем пуррисене илмеççĕ. Çавăнпа Мускав Кремльне сыхлакан, патшалăх шайĕнче иртекен протокол мероприятийĕсене хутшăнакан, Ĕмĕр сӳнмен вут, Паллă мар салтак палăкĕ умĕсенче хисеплĕ хуралта тăракан полка юрăхлă каччăсене хальхинче те çирĕп суйласа илнĕ.
АКСУРА нумай пулмасть районăн 23-мĕш хĕллехи спартакиади иртнĕ. Унта районти мĕнпур ял хутлăхĕ, организацисемпе учрежденисем хутшăннă. Шучĕпе пĕрремĕш спартакиада мар вăл, çапах та çакăн пек нумай спортсмен хутшăнни хальччен пулман. Ял спортсменĕсем «Юность» спорт залĕнче, професси лицейĕнче, Çамрăксен центрĕнче тата Кивĕ Илтрекьелĕнче пурĕ 16 спорт тĕсĕнче вăй виçнĕ.
ТУРИ УСЛОНРИ «Шанăç утравĕ» çемьепе ачасене социаллă пулăшу паракан уйрăмăн специалисчĕсем районти çемьесене март уйăхĕн икĕ эрнинче кăна 200 тĕрлĕ социаллă пулăшу панă. Вĕсенчен 18 сахал тупăшлă çемьене – тумтирпе, сахал тупăшлă, пурнăçăн йывăр лару-тăрăвне лекнĕ тепĕр икĕ çемьене социаллă пулăшу панă тата укçа-тенкĕ пулăшăвĕ илме кирлĕ документсем хатĕрлеме пулăшнă.
ЕШĔЛВАР районĕ пек çамрăксем çинчен шутлакан пĕр район та çук-тăр республикăра. Вĕсем çамрăк специалистсем районта юлччăр тесе предприяти ĕçченĕсем валли çурт-йĕр лартма тӳлевсĕр çĕр уйăрма хатĕр. Хальхи вăхăтра кунти виçĕ предприяти – «Завод имени М.Горького» УАО, «Овощевод» КП тата «Майский» АПК хăйĕн ĕçченĕсем валли тӳлевсĕр çурт-йĕр лартать те ĕнтĕ.
 
: 857, Хаçат: 12 (1002), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: