Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАН ГИМНĔ
ТР Президенчĕ Рустам Минниханов патшалăх гимне çирĕплетессипе çыхăннă «Тутарстан Республикин патшалăх символĕсем çинчен» ТР Законне улшăнусем кĕртесси çинчен» Закон çине алă пуснă. Аса илтеретпĕр, ку закон проектне ТР Патшалăх Канашĕ февралĕн 21-мĕшĕнче йышăннăччĕ. Гимн тексчĕпе ятарлă комисси çулталăк ытла ĕçленĕ. Гимнăн тексчĕ Рамазан Байтимеровăн «Туган ягым» сăвви çинче никĕсленнĕ. Сăвва кăштах улăштарнă. Хăй вăхăтĕнче шăпах Байтимеровăн сăвви Рустем Яхин композитора халĕ гимн кĕвви пулса тăнă юрă çырма хавхалантарнă. Текста вырăсла Филипп Пираев куçарнă.
ÇĔНĔ РЕКТОР
Ку эрнере Туполев ячĕллĕ Хусанти наци тĕпчев техника университечĕн ректорне çирĕплетнĕ. Çĕнĕ ректор пулма 2012 çулхи сентябрьччен ТР вĕрентӳпе наука министрĕ пулнă, халиччен асăннă аслă шкулта ректор тивĕçĕсене пурнăçласа пынă Альберт Гильмутдинов тивĕçнĕ. Унăн кандидатуришĕн аслă шкулăн ĕç коллективĕнчен 167-шĕ сасăланă, 46-шĕ хирĕç пулнă.
ТĔРЛĔ ПРОГРАММĂПА
ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕ тĕрлĕ программăсене пурнăçа кĕртет. 2005 çултан пуçласа вăл граждансен тĕрлĕ категорийĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерсе пырать. Юлашки 8 çулта Патшалăх çурт-йĕр фончĕн программисемпе республикăра пурăнакан 73532 çемье хваттерлĕ пулнă. Çав шутра «Социаллă ипотека» программăпа – 51943 çемье, «Çамрăк çемье» – 7092, «Ялта пурăнакан çамрăк çемье» – 6415, «Пурăнма юрăхсăр çурт-йĕр» программăпа – 788.
АТЬĂР ТАШЛАМА!
Мартăн 28-мĕшĕнче Хусанти «Троя» ресторанта чăваш çамрăкĕсен ташă каçĕ иртет. Вăл хулара пурăнакан чăваш предпринимателĕсен пулăшăвĕпе пулса иртекен мероприяти. Иртнĕ дискотека çамрăксене питĕ килĕшнĕрен, хальхинче унта «Чăваш ташши» хитăн авторĕ Константин Евруков хутшăнать. Хусанти Чăваш наципе культура центрĕ тата спонсорсем конкурссене хутшăнакансем валли парнесем хатĕрленĕ. Мероприяти 19 сехетре пуçланать. Ыйтса пĕлмелли телефон – (843) 518-33-75.
 
: 986, Хаçат: 12 (1002), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: