Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Март уйăхĕн 19-мĕшĕнчи ăмăр çанталăка пăхмасăр РФ Президенчĕ В.Путин, маларах палăртнă планпа килĕшӳллĕн, Хусана ĕçлĕ визитпа килчĕ. Тĕп тĕллев, паллах, Универсиадăна Хусан мĕнле хатĕрленнипе паллашасси пулчĕ. РФ Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорт аталанăвĕ енĕпе канашăн ларăвĕ те çак темăпах иртрĕ. Унта РФ Шут палатин председателĕ С.Степашин, РФ спорт министрĕ В.Мутко, РФ Патшалăх Думин Председателĕн çумĕ А.Жуков, власть органĕсен ытти ертӳçисем, регионсен тата спорт федерацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Владимир Путин чăн лару-тăрăва спорт объекчĕсене – Kazan-Arena стадиона, «Теннис академийĕ» вĕрентӳпе спорт комплексне, Гимнастика центрне, Спортăн шыв тĕсĕсен керменне – çитсе курчĕ. Мĕн курнипе кăмăллă юлнине пытармарĕ вăл, кун çинчен каярах Универсиада Ялĕнчи халăхсен хушшинчи информаци центрĕнче иртнĕ ларура тутарстансене пысăк хак парса палăртрĕ. «Универсиадăна кĕтсе нумай ĕç пурнăçланă эсир, хула чăнах та Раççейĕн спорт тĕп хулине çаврăнать», – терĕ.
Сăмах май, Универсиада ăмăртăвĕсене ирттерме ятарласа хăпартакан 29 спорт объектĕнчен 27-шĕ хатĕр. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри Универсиада хыççăн та пысăк ăмăртусене йышăнма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, Спортăн шыв тĕсĕсен керменĕнче 2015 çулта Тĕнче чемпионачĕ иртмелле. Çапах та Владимир Владимирович хусансене нумай ĕç пурнăçланине пăхмасăр лăпланса лармалла маррине аса илтерчĕ. Умра ĕçсем тата нумай-ха, спорт объекчĕсен йĕри-таврашне тирпей кĕртмелле, Универсиадăн тĕп стадионне, инфраструктурăпа çыхăннă проектсене вĕçлемелле. Ку вара самай тăкаклă. Çавăнпа Президент маларах палăртнă сметăна пăхăнса ĕçлемелли çинчен те аса илтереймесĕр пултараймарĕ.
Универсиада – пĕтĕм çĕршывшăн праçник пулнине, ăмăртусене регионсенчи нумайрах студента кăтартма тăрăшмалли çине те пусăм турĕ. Ку енĕпе йĕркелӳ ĕçĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Сăмах май каласан, ларура Универсиадăна хутшăнакан студентсене Раççее визăсăрах кĕртме йышăннине çирĕплетсе çак йĕрке 2018 çулччен çĕршывра иртекен мĕнпур пысăк ăмăртусенче (вĕсем пурĕ 20 пулмалла) те сыхланнине пĕлтерчĕç. Визăсăр мелпе вара террористсем усă курас хăрушлăх та пысăкланать. Çавăнпа хăрушсăрлăх мелĕсене вăйлатмалли çинчен те калаçрĕç.
Паллах, Тутарстан Универсиада хăнисене наци йăли-йĕркипе, культурипе май пур таран нумайрах паллаштарма тăрăшать. Çак тĕллевпе Сабантуя ятарласа июлĕн 13-мĕшне куçарнă. В.Путин ку ĕçе Тутарстанпа кӳршĕллĕ регионсене те явăçтарма сĕнчĕ.
 
: 823, Хаçат: 11 (1001)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: