Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Эпир ялта пурăнатпăр. Нумай законсене пĕлместпĕр. Телевизорпа ялан субсиди пирки калаçаççĕ. Камсене парăнать-ши вăл? Ăнлантарса параймăр-ши?
Валентина ВАНИНА.
Чăваш Ен,
Комсомольски районĕ.
 
Кашни регионта хăйне тĕрлĕ йĕрке темелле. Сирĕн ыйтăвăр çине хуравламашкăн Чăваш Республикин Правительствин членĕсен канашлăвĕнче ЧР Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова каланине илсе кăтартатпăр. Унта вăл 2013 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшусен тарифĕсем улшăнасси пирки пĕлтернĕ. 2012 çулхипе танлаштарсан, сивĕ шывăн тата юхса тухакан шывăн тарифĕ 7,6 процент, çуртсене ăшăтассин – 8,5 процент, электроэнергин – 10,1 процент, çут çанталăк газĕн 15 процент ӳсет. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви граждансен мĕнле категорийĕсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн тӳленĕ чухне субсидисемпе усă курма пултарнине, субсидин вăтам калăпăшĕ миçе тенкĕпе танлашнине тата ытти ыйтусене ăнлантарса панă.
РФ Правительствин 2005 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче йышăннă 761№ «Пурăнмалли вырăншăн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тӳлеме субсидисем парасси çинчен» постановленипе килĕшӳллĕн, енчен те граждансем коммуналлă пулăшусемшĕн тӳлеме каякан тăкаксем çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕн 22 процентĕнчен ытларах пулсан, вĕсене субсиди пама тивĕç.
Чăваш Республикинче паянхи куна 114,2 пин федераллă тата 149,9 пин регионаллă льготник социаллă пулăшу мерисемпе усă курать.
Федераллă льготниксен шутĕнче çаксене хушма укçа-тенкĕ тивет:
– вăрçă инваличĕсене тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса инвалида тухнисене, вĕсен çемйисене – 391 тенкĕ;
– Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене – 391 тенкĕ, вĕсен çемйисене – 113 тенкĕ;
– «Блокадăри Ленинградра пурăннă çын» ята тивĕçнĕ инвалидсене – 391 тенкĕ, вĕсен çемйисене – 113 тенкĕ;
– çар ветеранĕсене тата вĕсен çемйисене – 113 тенкĕ;
– вилнĕ (е вăрçăра пуç хунă) вăрçă инваличĕсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнакансен тата çар ĕç ветеранĕсен çемйисене – 391 тенкĕ;
– инвалидсене – 736 тенкĕ;
– инвалид ача çитĕнтерекен çемьесене кашни сусăр пуçне – 736 тенкĕ;
– Чернобыль тата радиациллĕ ытти аварисемпе катастрофăсене пула инкеке лекнĕ çынсене – 391 тенкĕ, вĕсен çемйисене – 113 тенкĕ.
Регионаллă льготниксем те кашни уйăхра хушма укçа-тенкĕ илеççĕ:
– ĕç ветеранĕсем тата ЧР ĕç ветеранĕсем – 1026 тенкĕ;
– реабилитациленисем – 2456 тенкĕ;
– политика репрессйĕнче шар курнă тесе йышăннисем – 2187 тенкĕ.
Ялти специалистсене – культура, сывлăх сыхлавĕн, социаллă ыйтусене тивĕçтерекен, ветеринари патшалăх тата муниципаллă учрежденийĕсенче тăрăшакансене, педагогика ĕçченĕсемпе вĕренӳ учрежденийĕсен библиотекарĕсене – пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тӳлеме кашни уйăхра хушма укçа параççĕ.
Ялти учрежденисенче 10 çултан кая мар ĕçленĕ е вĕсенче ĕçленĕ хушăра тивĕçлĕ канăва тухнă, çапах та ял тăрăхĕнчех пурăнакансене социаллă пулăшу пама пăрахмаççĕ.
Республикăри районсенче тӳлевсем кашнинче урăхла. Ялти специалистсен уйăхри укçа тӳлевĕн виçине кашни муниципалитет пĕрлешĕвĕпе çирĕплетеççĕ, пурăнмалли лаптăкăн республикăри социаллă нормине тата çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен (çурта пăхса тăни, юсани, вĕри, сивĕ шывпа тивĕçтерни тата ытти те) палăртнă хакне тĕпе хураççĕ. Çак хаксем пĕрешкел пулманнипе районсенче уйăхри укçа виçи те тĕрлĕрен.
 
: 834, Хаçат: 11 (1001), Категори: Пурнăç

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: