ТУТАРСТАНРА çиччĕ е ытларах ача, çав шутра усрава илнисем тата инвалид-ачасем пур çемьесене пулăшас тĕллевпе февралĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса март уйăхĕн 25-мĕшĕччен «Пысăк çемье» ыр кăмăллăх акци иртет. Республикăра хальлĕхе кун пек çемьесем пурĕ 14, вĕсенчен 11-шĕнче усрав ачасемпе инвалид-ачасем пурăнаççĕ. Пĕтĕмпе çак çемьесенче 75 ача. Вĕсем Актаныш, Пĕкĕлме, Мамадыш, Мĕслĕм, Çĕнĕ Шуçăм, Нурлат, Спас районĕсенче пурăнаççĕ. Акцие Республикăн ыр кăмăллăх ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен канашĕ, ТР Вĕрентӳпе наука министерстви, Республикăн пичетпе массăллă коммуникацисен агентстви, «Новый век» Телерадиокомпани» УАО тата «Ак Барс Созидание» ыр кăмăллăх фончĕ йĕркелет. Çак çемьесем валли «Ак Барс Созидание» ыр кăмăллăх фончĕн счечĕ çине укçа куçарса кирек кам та пулăшма пултарать:
420124, г.Казань, ул. Меридианнная, 1А.
4070381010002000099 9 в ОАО «АК БАРС» Банк,
Корреспондентский счет 3010181000000000080 5,
БИК 049205805,
ИНН 1658079690,
ОГРН 1061600052425 «Большая Семья» тесе палăртмалла.
ЭЛМЕТРИ нумай ачаллă икĕ çемьене – 10 ачаллă Ольга Бочковăпа 7 ача ӳстерекен Валентина Атландеровăна – ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин çак кунсенче иртнĕ Элмет муниципаллă районĕн тата Элмет хула канашĕн XXIII сессийĕнче çурт-йĕр туянма сертификатсем панă.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ çăмăллăхсемпе усă куракан граждансене обществăлла транспортпа çӳреме нимĕнле улшăнусем те пулмаççĕ тесе пĕлтерет хула администрацийĕн пресс-служби. Март уйăхĕн 11-мĕшĕнче çак ыйтупа хула мэрĕ Василь Шайхразиев перевозчиксен ассоциацийĕсен ертӳçисемпе лару ирттернĕ. Маларах йĕркеленнĕ йывăр лару-тăруран тухма мел тупнă вĕсем.
ПАВЛĂ районĕнчи «Иволга» санатори çывăхĕнчи вăрманта районти предприятисемпе организацисен, ял хутлăхĕсен ĕçченĕсен хушшинче ăмăрту иртнĕ. Пĕрремĕш вырăна «Бавлынефть» НГДУ спортсменĕсем, аграри колледжĕ – II, районти вĕрентӳ уйрăмĕ III тухнă пулсан, ял хутлăхĕсен хушшинче пирĕн йăхташсем – потаповотăмпăрлăсем иккĕмĕш вырăн йышăннă.
ÇĔПРЕЛ районĕнчи Упи ял хутлăхĕн территорийĕнче çак кунсенче «Çамрăксем коррупцие хирĕç!» акци иртнĕ. «Молодая Гвардия Единой России» организацин вырăнти уйрăмĕн хастарĕсем унта районти ертӳçĕсене, ял хутлăхĕн ĕçченĕсене, учительсене тата халăха «Эпир таса алăсемшĕн!» тесе çырнă 150 яхăн супăнь парнеленĕ май коррупци мелĕсене, куншăн мĕнле явап тытма тивнине, коррупципе мĕнле кĕрешмеллине ăнлантарнă. Çамрăксен огранизацийĕн хастарĕсем Упи шкулĕнче, ял хутлăхĕн кантурĕнче тата «Ăшă çурт» ача-пăча приютĕнче пулса курнă.
Хыпарсене хула-районсен сайчĕсенчен илнĕ.