Ура кĕлли çуркаланни чи малтан организма кирлĕ витаминсем çитменнине хыпарлать. Çавăнпа кулленхи рациона С тата А витаминсемпе пуян симĕс сухан, кишĕр, çăмарта, пылак хĕрлĕ пăрăç, лимон, апельсин, пĕвер, ӳсен-тăран çăвĕ тата купăста кĕртмелле.
Енчен те ура кĕллин ӳчĕ хытă кушăхрĕ-тĕк, ăна малтан пар çинче тытса çемçетмелле те килте хатĕрленĕ кремпа сĕрмелле.
Крема çапла хатĕрлемелле: пĕр стакан ӳсен-тăран çăвне шыв мунчинче ăшăтмалла та ун çине пыл карасĕ, тата вĕттĕн туранă пĕр пуç сухан (пысăкки) ярса лайăх пăтратмалла. Пар çинче çемçетнĕ кĕлене сĕрсе малтан полиэтилен хутаçпа, унтан алшăллипе çыхса çĕрлене хăвармалла.