Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Телевидени-Интернет пысăк хăвăртлăхпа аталаннă май çынсем пушă вăхăта мĕнле ирттересси пирки ыйту тăмасть. Çапах та çын çине те тухас, пĕлĕш-юлташсемпе, ентешсемпе тĕл пулас килет вĕт, уйрăмах ялсенче. Культура ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ – вĕсем валли лайăх кану йĕркелесси.
Анчах вăхăчĕ халĕ ĕлĕкхи мар-çке, халăх кун пек ĕçе питех хутшăнма çунмасть. Çитменнине мĕнпур культура çуртĕнче костюмсем те, тивĕçлĕ аппаратура, музыка инструменчĕсемпе калама пĕлекен те çук. Çапах та çакăн пек йывăрлăхран тухма та мелсем тупаççĕ ялти культура ĕçченĕсем. Пăва районĕнчи Хирти Кушкăри Культура çурчĕ те ку енĕпе питех уйрăлмасть пулин те, массăллă мероприятисем ирттермесĕр тăмасть.
– Уйăхра 2-3 мероприяти иртет пирĕн. Библиотекăпа, шкулпа, вырăнти ял хутлăхĕпе пĕрле ĕçлетпĕр. Акă кĕркунне, тĕслĕхрен, ял кунне пĕрле илемлĕн ирттертĕмĕр. Унта ялти паллă çынсене, чи ваттине М.Афанасьевăна, чи çамрăккисене Кирилпа Данил йĕкĕреше, 50 çул пĕрле пурăнакан Емельяновсемпе Селинсене, 60 çул пĕрле пурăнакан Александровсене чыс туса саламларăмăр. Эпир концерт программине хатĕрлерĕмĕр пулсан, ял хутлăхĕ парнесем пачĕ. Нумай пулмасть акă «Юрату пулсассăн чĕрере» икĕ пайлă комеди лартрăмăр. Унта та учительсем те, ял çыннисем те хутшăнчĕç. Вырăнти фельдшер А.Гималдинова та спектакльте вылярĕ. Сăмах май, вăл та пĕр мероприятирен те юлмасть. Ытти уявсенче те эпир çапла пĕрле. Темиçе çул каялла чăваш çыравçисен Н.Симуновăн, А.Кăлканăн юбилейĕсене халăхпа паллă турăмăр, – тет клуб заведующийĕнче нумай çул ĕçлекен Галина Александровна Бондарева.
Сăмах май, вăрçă çулĕсенче ку ялта клуб мар, вулав çурчĕ çеç пулсан та вырăнти хастарсем хăйă çутипе спектакль-концертсе м хатĕрлесе халăха савăнтарнă.
– Халĕ те пĕр уява та паллă тумасăр хăвармастпăр. Районти уявсене хутшăнатпăр. Пирĕн хамăрăн фольклор ушкăнĕ те йĕркеленнĕ. Унта 30-40 çултисем çӳреççĕ, – тăсăлать малалла калаçу.
Хирти Кушкăри Культура çурчĕн алăкĕ кунĕпе те хупăнмасть тесен те юрать. Мĕншĕн тесен кунта хайхи вулав çурчĕн тăсăмĕ – ялти библиотека вырнаçнă. Тăватă ял вулаканĕсем валли вăл. Кĕнеке фончĕ те пĕчĕк мар, çитменнине вырăсла, чăвашла кăна мар, тутарла та кĕнекесем пур. Лариса Васильевна Алексеева библиотекарь каланă тăрăх, библиотекăна, тĕпрен илсен, шкул ачисем çӳреççĕ. Вулавăш клубпа юнашар вырнаçнăран вĕсем ытларах тăхтавсем вăхăтĕнче чупса каçаççĕ. Пĕчĕккисене «Тетте» журнал, халапсем килĕшеççĕ пулсан, аслă классене – ытти журналсем. Аслăраххисем те çӳреççĕ-мĕн. Вĕсем вара чăваш кĕнекисене вулаççĕ. Çавăнпа библиотека каçченех ĕçлет кунта.
Ял клубĕн тепĕр хăйне евĕрлĕхĕ вăл – эткерлĕх кĕтесĕ пурри. Ăна клуб заведующийĕпе Галина Александровнăпа илемлĕх ертӳçи Надежда Петровна Нестерова 10 çул каяллах йĕркеленĕ, экспонатсене хăйсемех пуçтарнă, хăшне ял çыннисем кӳрсе панă. Музей куракансен 200 вырăнлă залĕнчех вырнаçнă, концертсенче халăх лăк тулли пулсан та экспонатсене çĕмĕрни, йăтса кайни хальччен пулман-мĕн.
Çамрăксем валли вара эрнере икĕ хутчен дискотека та ирттереççĕ кунта. Клуб çурчĕ ăшă, хăтлă. Район виçĕ çул каялла кăна ăшă пăрăхĕсене çĕнĕрен юсанă, пĕлтĕр 90 пинлĕх пушар сигнализацине вырнаçтарнисĕр пуçне кĕркунне 50 пин тенкĕлĕх çĕнĕ аппаратура илсе панă. Паллах, Шупашкар артисчĕсем те килмесĕр тăмаççĕ-ха. Тĕслĕхрен, В.Никитин предприниматель ял-йыш валли çулсерен Çимĕкре Шупашкар артисчĕсене чĕнсе концерт кăтартассине йăлана кĕртнĕ. Çапах та вырăнти артистсене те питĕ сума сăвать вырăнти халăх, çавăнпа кашни мероприятирех зал тулли халăх пуçтарăнать. Эппин, культура вучахĕ кунта сӳнмест-ха.
 
: 1391, Хаçат: 10 (1000), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: