Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2008 çулта Пăва районĕн çыхăну уйрăмĕ Тутарстанра тухса тăракан хаçат-журналсен ĕçченĕсене, уйрăмах çырăнтарупа яваплисене йыхрав ярса почта ĕçченĕсемпе çывăхрах паллаштармашкăн чĕннĕччĕ. Питĕ кăмăллă тĕлпулу пулнине астăватăп. Почта уйрăмĕн начальникĕсемпе тата хаçат валеçекенсемпе курса калаçни мĕне тăрать. Пирĕн пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелле вĕт.
Шăп çав вăхăтра ман пата пĕр почта ĕçченĕ пырса Чăваш Шуршу ялне килсе курмашкăн сĕнчĕ. Питĕ кăмăллă, анчах та чĕннĕ яла кайма ун чух май пулмарĕ.
Нумай пулмасть Чăваш Шуршăва çитме Турă хушрĕ. Клубра концерт таранччен хатĕрленĕ пире кĕтсе.
– Тинех сире кĕтсе илтĕмĕр! – терĕ ман пата пырса савăнăçлă пит-куçпа пăхса пĕр хитре кăна кинеми. – Тăватă çул кĕтетпĕр.
Палларăм. Зинаида Журавлева темиçе çул каялла тĕл пулнă эпир унпа.
– Шел пулин те, сире почта пӳлĕмĕнче кĕтсе илеймерĕм. Паян пирĕн яла килнипе те питĕ савăнтăмăр. Халĕ эпĕ тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ, – тет Зинаида Николаевна савăнса та хурланса.
Зинаида Журавлева çак яла 1971 çулта Чăваш Енри Елчĕк районĕнчен качча килнĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Çĕрпӳри культурăпа çутĕç училищинче вĕреннĕ пулнă. Вара тăван ялĕнче, Питтĕпел клубĕнче хăйĕн специальноçĕпе ĕçленĕ.
– Пĕрре çапла, манăн мăшăр Тутиелне концерт лартма кайнă. Мана чĕнмерĕ те. Эпĕ нумай шутласа тăмарăм, хам та клуб ĕçченĕ пулса курнăскер, ăна каламасăрах сцена çине тухса юрлама калаçса татăлтăм. «На Воронежских просторах» юрă юрласа патăм. Пурте тĕлĕнчĕç, мăшăр пирки каламалли те çук ĕнтĕ. Уйрăмах начальниксен кăмăлĕсене кайнă эпĕ юрлани. Çавăн хыççăн мана клуба ĕçлеме чĕнчĕç, – тесе калама пуçларĕ качча килнĕ ялта мĕнлерех ĕçлеме тытăнса кайни çинчен Зинаида Николаевна. – Клуб заведующийĕ те пулнă. Çавăнтах почта ĕçĕсене те илсе пынă. Пĕр харăс икĕ ĕçре 7 çул ĕçлеме тӳр килнĕ. Вĕсем пĕр çĕрте пулнă. Клуба почтăран уйăрсан почта начальникĕнче кăна ĕçлерĕм. 2008 çулта вара тивĕçлĕ канăва тухрăм. Тĕрĕссипе каласан, çыхăну ĕçĕнче эпĕ 38 çул вăй хунă. Ун чухне «Сувар» хаçата та нумайрах çырăнатчĕç. Районти çыхăну уйрăмĕн хуçи те питĕ яваплă та пултаруллăччĕ. Пире пурне те план парса ĕçлеттеретчĕ, плана тултарсан преми те парса хавхалантарнă, Хисеп хучĕсем тыттарса та чуна савăнтарнă. Ĕçлес килсе тăнă.
Чăнах та, Зинаида Николаевна чунне парса ĕçлени таçтан курăнатчĕ. Ахаль мар вĕт вăл пире хăйсен ялне чĕнсе, халăхпа паллаштарасшăн пулнă. Унта пурăнакан пултаруллă çынсем çинчен те çыртарасси килнĕ.
Зинаида Журавлева Ĕç ветеранĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та вăл килте кăна чăлха-нуски çыхса лармасть, хитре сассипе юрласа çынсене савăнтарать. Клуба репетицисене çӳрет. Мăнукĕ Арина та хăйне хунă. Вăл 5 çулта кăна пулсан та, хăйне сцена çинче чăн-чăн артист пек тыткалать. «Çăлкуç» ачасен ансамбльне çӳрет. Юрлассипе те, ташлассипе те хăйĕнчен аслăраххисенчен пĕрре те кая мар. Малашне кам пуласси, паллах, халех курăнать.
Хисеплĕ Зинаида Николаевна, сире çывхарса килекен уявпа чун-чĕререн саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх сунатпăр. Хăй вăхăтĕнче «Сувар» хаçата ял çыннисем патне çитерме тăрăшнăшăн тав тăватпăр.
 
: 906, Хаçат: 10 (1000)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: