Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хальхи вăхăтра музейсĕр ялсем çук та пуль. Шкулсемпе клубсенче, пысăках мар пулин те, çакăн пек музейсем йĕркеленех. Пĕр-пĕринчен вĕсем экспонатсен шучĕпе кăна уйрăлса тăраççĕ. Ялăн иртнĕ кун-çулне аса илтерекен япаласене сыхласа хăварнинче япăххи çук, паллах. Юлашки вăхăтра наукăпа техника хăвăрт аталаннине шута илсен пушшех те. Калăпăр, килсенче пир станĕпе пир е çĕтĕк-çурăксенчен кавир тĕртнине те, ал арманĕпе тырă авăртнине те кураймăн халĕ. Мĕн калăн, ялсене газификациленĕ хыççăн кăмака-каланка та кашни çуртрах çук вĕт. Кăмаки çук-тăк, унăн хатĕрĕсем те çук ĕнтĕ. Çĕнĕ ăру ухват-турчка пĕлтерĕшне пĕлмесĕрех ӳсет. Пытармăпăр, çамрăксем юлманнипе ялсем кивелсе е пĕтсе пыраççĕ. Алексеевски районĕнче те ку çаплах.
Çăлкуçри вăтам шкул директорĕ Михаил Михайлович Смирнов хăйсен тавралăхĕнчи ялсем пĕтсе пынăран кунти халăхăн историне сыхласа хăварас шутпа шкулта музей йĕркелеме шутланă. Пĕр кĕтес те, пӳлĕм те мар, чăн-чăн ял çурчĕ. Столяр кружокне çӳрекенсемпе пĕрле вĕсем шкула кĕнĕ çĕрте «ял пӳрчĕ» туса лартнă. Шалĕ те чӳрече карринчен тытăнса лампа таранах ял çуртне сăнлать. Кунтах сăпки те, пир станĕ те, кăмакипе сентри те пур. Савăт-сапа, тумтир, атă-пушмак, кил-çуртри хатĕрсем… Мĕн кăна çук унта?! Чăвашсен кăна та мар, мăкшăсен япалисем те пур, калăпăр, пушăт туфли хăй кăна мĕне тăрать. Чăн-чăн искусство произведенийĕ вĕт. Мĕн калăр та, çăпата хуçассипе мăкшăсем чăн-чăн ăстасем пулнă çав.
– Пушăт туфлие музея пама мăкшă карчăкĕнчен Нюра аппаран нумай ыйтрăмăр. Вăл вара яхăнне те ямарĕ: «Вилĕмлĕх хатĕрлесе хунă эп», – терĕ. Ватăлса вилчĕ хăй, ачисем темшĕн тупăка пушăт пушмака тăхăнтартса вырттарман тата. Вара эпир ыйтнине пĕлсен, ачисем туфлие ятарласах музея кӳрсе пачĕç, – кĕскен паллаштарчĕ экспонатсен историйĕпе шкул директорĕ. – Сайра тĕл пулакан экспонатсем нумай пирĕн. Ак çак лампăна тепĕр кинеми кӳрсе пачĕ, хăй вăхăтĕнче ăна вăл пĕр лав сĕлĕпе улăштарса юлнă пулнă иккен», – тăсăлать малалла калаçу.
Музей шкул директорĕн Михаил Михайловичăн чун киленĕвĕ тесен йăнăш мар-тăр. Мĕншĕн тесен вăл пуçарнипе экспонатсене пухма тытăннă-çке. Андреевка, Березовка, Пăлак тата ытти ялсенчи пушă çуртсен таврашĕнче хăй те сахал мар ĕлĕкхи япаласем пухнă. Çапла пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă музей 1994-1995 çулсенчех уçăлнă кунта.
– Тата пĕр-икĕ çул тăнă пулсан, ялсенчи пушă çуртсенче çак япаласем юлмастчĕç. Хăшне салатса пĕтеретчĕç, хăшне металлолома ăсататчĕç, хăшĕ çунса каятчĕ пуль, – терĕ шкул директорĕ.
Çăлкуçсен музейĕ чăнах та пуян, çитменнине пурне те тирпейлĕн, пĕлсе вырнаçтарнисĕр пуçне, тематика енчен те уйăрнă. Кил-çуртри хатĕрсене, сенĕк-кĕреçене, тĕслĕхрен, малтан лайăх сăрланă, аврисене лартнă, кайран тин стена çине çакнă. Тата кашни экспонатăн ячĕ те пур.
Тематика тенĕрен, паллă ĕнтĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пур çĕрти пекех кунта та паллă вырăн йышăнать. Ку тăрăхри ялсенчен те кашни килĕрен вăрçа хутшăннă-çке. Çавăнпа фронтран килнĕ çырусем, вилни çинчен хыпарлакан хутсем те, каскăсем те, вăрçă хирĕнчи топографи картти те пур кунта. Ку енĕпе районти шыравçăсем пулăшнă-мĕн вĕсене. Экспонатсен шучĕ ӳссех тăрать, музея ял çыннисем те, ачасем те ĕлĕкхи япаласене кӳрсех тăраççĕ. Çавăнпа экспонатсен шутне тӳрех шутласа кăларма та йывăр.
– Шел, вырăнĕ сахалрах тата «çурта» пушар хăрушсăрлăхĕ пăсма хушать, – кăшт хурланса пĕлтерчĕ директор. Аваллăх çӳпçи тейĕн çав çак пӳлĕме. Çавăнпа музей алăкĕ уçăлсанах ачасем самантрах кĕрсе тулнинчен тĕлĕнмелли çук. Кунта чăнах та вăхăт чарăннăн туйăнать, хăвна пĕр самантлăха темиçе çул каяллахи пурнăçа таврăннă пек туятăн.
 
: 1293, Хаçат: 9 (999), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: