Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АНАТ КАМĂРА инвалидсем валли социаллă такси ĕçлеме тытăннă. Инвалидсемпе вĕсене илсе çӳрекенсене турттарассине «XXI век» такси служби хăй çине илнĕ. Паллах, хакĕ йӳнĕрех, ахаль такси хакĕн çурри кăна, урăхла каласан 35 тенкĕ. Çак категорири граждансем социаллă таксипе çӳремешкĕн ятарлă талон илмелле. Пĕр уйăха 200 талонран ытла парăнмасть. Талона илмешкĕн ятарлă документсемпе (инвалидноçа ĕнентерекен справка, пенси удостоверенийĕ) халăха социаллă пулăшу паракан «Милосердие» центра, инвалид-ача пур çемьесен «Надежда» шкул-интерната тата хулари инвалидсен организацине килмелле. Коляскăпа çӳрекенсене такси водителĕсем машинăна ларма, коляскăна хуçлатса багажника хума пулăшаççĕ. Талонсене урăх çынсене пама юрамасть, усă курмасăр юлнă талонсене каялла тавăрса памалла. Тата ăçта-ăçта кайма палăртнине маларах пĕлтермелле. Социаллă хӳтлĕх управленийĕпе такси службин ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, социаллă таксипе усă куракансем хулара сахал мар.
ТУРИ УСЛОН районĕнчи Канаш ялĕнче Çĕршыв хӳтĕлевçин кунне халалласа «ялти пĕрремĕш качча» суйланă. Çак ята тивĕçес тесе пилĕк каччă тупăшнă. Вĕсен хăйсен пултарулăхне самай кăтарма тивнĕ: хĕрсен çӳçне çивĕтлеме те, куçа хупса савние ӳкерме те, кĕвĕ конкурсĕнче тĕрлĕ чĕр чун пек ташлама та… Çапла вара «ялти пĕрремĕш каччă» пулма кăçал С.Егоров тивĕçнĕ.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ Çĕршыв хӳтĕлевçин кунне «Аттесен парачĕ» хула конкурсĕ ирттерсе паллă тунă. Сăмах май, шучĕпе кăçалхи тăваттăмĕш пулнă. Хальхинче унта 9 çемье хутшăннă. Мероприятие хулари 140 учрежденирен пурĕ 1200 çын таранах килнĕ. Унта «Мировой дед», «Мой отец меня научил», «Отцом своим горжусь», «Традициям отцов верны» темăпа çырнă шкул ачисен сочиненийĕсене, «Папа в деле» фотоконкурса пĕтĕмлетнĕ. Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн керменĕн холĕнче ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем валли вылямалли площадкăсем, хĕвел тухăç çапăçăвĕ тата Калашников автоматне сӳтсе пуçтарас енĕсемпе мастер-классем иртнĕ. Çаплах «Аттесен парадне» хулари паллă спортсменсем те килнĕ.
ЕЛАБУГĂРИ иккĕмĕш класс хĕр ачине шкула кайнă чух мăшкăлланă хыççăн, кун пек инкек урăх ан пултăр тесе, хула шучĕпе кашни шкула видеосăнав камерисем, ача шкула килнипе килменнине пĕлтерекен ятарлă системăсем лартма йышăннă. Шел пулин те, çак системăсене тытса тăма хулан укçа çук. Çавăнпа СМС-пĕлтерĕве ашшĕ-амăшĕн шутĕнчен тăвасшăн, пĕр ача пуçне уйăхне 50 тенке ларать. Кун пек система, тен, пĕчĕк Настьăна та хӳтĕленĕ пулĕччĕ. Сăмах май, вăл вĕренекен гимназире кун пек система лартнă пулнă, анчах ашшĕ-амăшĕсем СМС-пĕлтерӳсемшĕн тӳлеме килĕшмесĕр прокуратурăна заявлени çырнă хыççăн проекта хупнă. Хальхи вăхăтра Елабугăри мĕнпур шкулта ачасем килнине контроле илнĕ. Уроксем пуçланиччен учительсем класри ачасене тĕрĕслеççĕ, ку е вăл сăлтавпа килмесен тӳрех ашшĕ-амăшне шăнкăравлаççĕ. Шкултан аякра пурăнакан ачасене уйрăмах хытă тĕрĕслеççĕ. Район ертӳçисем шкулсенче видеокамерăсен шутне ӳстерме йышăннă.
Хула-районсен сайчĕсенчи материалсемпе усă курнă.
 
: 797, Хаçат: 9 (999), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: