Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Культура çурчĕсенче ĕçлекенсем кашни уяв тĕлне пĕр-пĕр мероприяти, концерт хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Элмет районĕнчи Клемтелĕнчи Культура çуртĕнче тăрăшакансем шăпах çапла ырми-канми ĕçлеççĕ те. Пĕр праçнике ирттерсе кăна яраççĕ, теприне хатĕрленме пуçламалла та. Кашнинчех ял-йыша тĕлĕнтерме тăрăшаççĕ вĕсем, пĕр мероприятийĕ тепринчен яланах тĕпрен уйрăлса тăрать. Екатерина Николаевна Туктамышева Культура çурчĕн директорĕнче ĕçлеме пуçлани ытла нумаях мар пулин те, вăл ку ĕçре çĕнĕ çын мар, чылай çул аккомпаниаторта тăрăшнă унччен. Хăйĕн ĕçне чунтан юратать вăл. Унпа пĕрле ĕçлекен илемлĕх ертӳçи Валентина Валерьевна Исакова та клуб ĕçĕнче 1992 çултанпа вăй хурать. Наталья Александровна Васильева аккомпаниатор та ĕçтешĕсем пекех нумай çул тăрăшать кунта.
Клемтелĕнчи Культура çурчĕ нихăçан та пушă тăмасть темелле. Кунта шкул ачисем валли эрнере икĕ кун кружок ĕçлет, юрлама-ташлама вĕрентеççĕ вĕсене культура ĕçченĕсем. Аслисем те хаваспах çӳреççĕ çĕнĕ юрă-ташă вĕренме – Клемтелсен «Асамат» халăх фольклор ансамблĕ пирки таврари районсенче те аван пĕлеççĕ. Районти, республикăри тĕрлĕ мероприятисене хутшăнмасăр пĕрре те юлмаççĕ вĕсем.
Çак кунсенче арçынсем валли уяв туса пама хатĕрленекенскерсем халех хĕрарăмсен уявне – Мартăн 8-мĕшне – еплерех ирттересси пирки те шутлаççĕ ĕнтĕ. Клемтелĕнчи Культура çурчĕн директорĕ Е.Н.Туктамышева хăйсене тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пулăшакансене хаçат урлă тав тума ыйтрĕ. Акă вĕсем: И.Демьянов, Л.Языков, Ю.Еливанов, П.Трифонов, А.Егоров, П.Буралов, О.Федорова, Р.Латыпов тата Р.Сидиряков. Екатерина Николаевна каланă тăрăх, вĕсем пулăшу кирлĕ чух яланах тĕрев пама тăрăшаççĕ-мĕн. Çапла ял-йышпа килĕштерсе, ăнланса ĕçленине мĕн çиттĕр-ха тата? Пĕрлĕхре вăй тесе ахальтен каламаççĕ пуль, ушкăнпа тем те тума пулать, çав шутра кану мероприятийĕсене тивĕçлĕ шайра ирттерме те.
 
: 1552, Хаçат: 8 (998), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: