Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăва районĕнчи Кипеккасси, Чăваш Шуршу ялĕсем витĕр аслă çул иртсе каять. Çак çулпа Пăва хулинчен Шупашкара çӳрекен машинăсемпе автобуссем кунĕн-çĕрĕн калама çук нумай хĕвĕшеççĕ. Пĕр шутласан, ял çыннисемшĕн çул çӳресси питĕ ансат, хăрушлăхĕ те сахал мар, паллах.
Ăслă çынсем çак çулпа питĕ тĕрĕс усă курма пĕлеççĕ. Мĕн туса тетĕр-и? Лавкка уçса. Трасса çинчи лавкка вăл – питĕ кирлĕ, вырăнлă та тупăшлă темелле. Çапла Кипеккассипе Чăваш Шуршу ялĕнче çул хĕрринчех виçĕ лавкка вырнаçнă. Çук, патшалăхăн мар, ăна пурăнма пĕлекен çынсем уçнă. Ермаковсем ырă ĕç туса халăха пулăшаççĕ.
Николайпа Татьяна Ермаковсем çак вырăнтисемех. Пĕрлешнĕ хыççăн та Кипеккассинчех пурăннă-ха. Кăштахран хула пурнăçне те «тутанса» пăхас тенĕ пуль? Ульяновскра пурăнса пăхнă. Çапах та тăван тавралăх каялла туртать. Каялла куçса килеççĕ.
Николай Иванович лавккасем уçмашкăн Ульяновскра пурăннă чухнех шутланă. Çемьере çак ĕç-пуç çинчен сӳтсе яваççĕ те, шутланине пурнăçлаççĕ. Тĕрĕссипе каласан, ялта малтан вĕсен дача çеç пулнă. Хулара пурăнса лавккасене ĕçлеттерсе тăнă пулсан та, вĕсем тăруках куçса килмен-ха. Малтан Николай Иванович, унтан Татьяна та мăшăрĕ патне яла таврăнать.
Çапла Ермаковсем виçĕ лавкка тытса тăраççĕ. Иккĕшĕ – «Скорпион» тата «Меркурий» – Кипеккассинче, «Ермак» – хăйсем пурăнакан ялта – Чăваш Шуршура. Питĕ ансат, хăйсен çурчĕ çумĕнчех лавкка. Куç умĕнче темелле.
Ермаковсен кил-çурт хуçалăхĕ те питĕ чаплă. Ăçтан кăна вăхăт çитереççĕ. Ку, паллах, çемье туслă пулнинчен те питĕ нумай килет. Мăшăрсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пĕтĕм ĕçе тăваççĕ пулсан, пурнăç тикĕс пырать. Кил ăш-чиккинче те, пахчапа картишĕнче те, ĕçре те тирпей хуçаланать темелле.
Николайпа Татьянăн çемье çавăрнă ывăлĕ пур. Владимир Шупашкарта Юстици министерствинче ĕçлет. Ялта пурăнмаççĕ пулсан та, вĕсем кашни канмалли кунсенче ашшĕ-амăшĕ патне килеççĕ. Кинĕпе мăнукĕ те питĕ юратаççĕ Чăваш Шуршу ялне. Юратаççĕ кăна-и, вĕсем ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕпе-асламăшĕн пахчине пĕтĕмпех хăйсем хитрелетсе тăраççĕ. Уйрăмах Владимир кашни çул çĕнĕрен-çĕнĕ ӳсен-тăран, пахча çимĕç, чечек сорчĕсене акса-лартса ӳстерме пăхма кăмăллать.
Выльăхсем тĕрлĕрен Ермаковсен картишĕнче. Татьяна каласа панă тăрăх, ывăлĕ кайăк кăвакалăн 10 çăмартине илсе килсе панă пулнă. Вĕсенчен саккăрăшĕнчен чĕпĕ тухнă. Вĕсем хăйне тĕрлĕ апат çиеççĕ пулсан та, кĕркуннехи сĕтел çинче питĕ чиперрĕн кăна курăнса выртаççĕ. Эпĕ çав кăвакал ашне çисе куртăм. Хăйне евĕрлĕ, паллах.
Çапла, Ермаковсен пурнăçне хăш енчен пырсан та лайăххи кăна куçа курăнать. Вĕсем хăйсемшĕн çеç пурăнмаççĕ, çынсем валли те ĕç вырăнĕсем тупса пама тăрăшаççĕ. Енчен те виçĕ лавккара 9 çын ĕçлет пулсан, хăйсен хуçалăхĕнче те кил-тĕрĕшĕнчи ĕçсене пурнăçласа пымашкăн çын пур. Вăл ялан мĕнпе-тĕр пулăшать хуçасене, Ермаковсем ăна ахаль тумаççĕ, паллах, ĕçленине кура тав тăваççĕ. Тĕрĕссипе каласан, пурăнма пĕлеççĕ.
 
: 1974, Хаçат: 8 (998), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: