Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЮНЕСКО эксперчĕсем 2009 çулта çĕр çинчи 2,5 пин чĕлхе (тĕнчере пурĕ 6 пин), çав шутра Раççейри 136 чĕлхе пĕтес хăрушлăхрине пĕлтерчĕç. Шел пулин те, çак йыша чăваш чĕлхине те кĕртнĕ вĕсем. «Пин-пин çул пурăнакан, çитменнине хамăрăн çырулăх, театр, радио-телевидени пур çĕрте ăçтан пĕттĕр-ха чĕлхемĕр, Чăваш кĕнеке издательстви 1990-мĕш йывăр çулсенче те кĕнеке кăларма чарăнман вĕт?» – тейĕ хăшĕ-пĕри. Шел те, чĕлхе пĕтесси вăл миçе çултинчен мар (тĕслĕхрен, 65 пин çул пурăннă «бо» авалхи чĕлхе те нумай пулмасть пĕтнĕ), унпа калаçма, ăруран ăрăва куçма чарăннинчен килет.
Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, тĕнчере кашни эрнере пĕр чĕлхе çĕр çинчен çухалать. Проблемăн çивĕчлĕхне кура ЮНЕСКО 2000 çулта февралĕн 21-мĕшне Тăван чĕлхе кунĕ тесе палăртрĕ. Эпир чăвашсем хăрушла хăвăртлăхпа чакни (çакна юлашки çырав çирĕплетрĕ) демографи лару-тăрăвĕнчен кăна килмест. Тăван чĕлхерен, хамăр чăваш пулнинчен вăтанма тытăнтăмăр. ЮНЕСКО чăваш чĕлхине пĕтес хăрушлăхрисен шутне кĕртни пирки хаçат-журналта, телевиденире, Интернетра нумай калаçрĕç. Хаçат-журналсемпе телевидени-радио çак проблемăна тарăннăн кăтартма тăрăшманнипе-ши вулакансемпе куракансен шухăшĕ уççăн курăнмарĕ. Интернетра вара (чăн ята палăртманнипе те пуль) вăтанса тăмарĕç. Тĕрлĕ çын хăй шухăшне пĕлтерчĕ. Питĕ шел, тăван чĕлхен кирлĕлĕхне палăртса хӳтĕлекенсем унта та питех курăнмарĕç. Ытларах «чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ?», «сумĕ çук» тенине вулама тивет. Паллах, тăван чĕлхене вăйпа вĕрентме те, калаçма хистеме те çук, енчен те çын унăн кирлĕлĕхне туймасть пулсан.
«Тăван чĕлхен сумĕ çук» тенипе вара эпĕ те, вуçех мар пулин те, килĕшетĕп. Шел те, чăваш чĕлхин сумĕ юлашки вăхăтра чăнах та чакрĕ. Мĕнрен килет çакă? Ман шутпа, чи малтан наци политики ячĕшĕн кăна пулнинчен. Шупашкар хăй те чăвашла калаçмасть пулсан ытти регионсенчи чăвашсенчен мĕн кĕтмелле? Чăваш чиновникĕсем Тутарстанăнни пек чи малтан хăйсем тăван чĕлхепе калаçса тĕслĕх кăтартсанччĕ те вĕт… 2011 çулта Нурлатра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри Уява Тутарстанпа Чăваш Енĕн Президенчĕсем Р.Миннихановпа М.Игнатьев килни чăнах та пысăк пулăм пулчĕ. Ун чух икĕ республикăн пресс-служби калаçăвне илтме тӳр килчĕ мана. Пытармăпăр, президентсене журналистсем мĕнле ыйту парассине малтанах калаçса татăлаççĕ. Хальхинче тутарсем чăвашсене: «Айтăр президентсене вырăсла, тутарла тата чăвашла пĕрер ыйту парар», – тесе сĕнсен, чăвашсем: «Çук, пирĕн чăвашла ыйту парасси йăлара мар», – тесен эпир кăна мар, тутарсем те тĕлĕнчĕç. Тутарстанра чиновник кирек мĕнле мероприятире те журналистăн ыйтăвне тăван чĕлхепех хуравлать-çке. Кунта вара чăвашсем хăйсем тăрăшнипех тăван чĕлхепе ыйту пама юрамарĕ.
Тăван чĕлхе сумне чакарасси аслă шкулсенче пĕлӳ парассине бизнеса çавăрни те витĕм памарĕ мар. Чăваш Енĕн кашни кĕтесĕнче чăваш факультечĕсене уçса пĕтерни чĕлхен сумне ӳстерес вырăнне чакарчĕ çеç. 1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕмешкĕн, тĕслĕхрен, конкурс питĕ пысăкчĕ. Пире, республика тулашĕнчен килнисене, тăван чĕлхепе унăн культурине вĕренме çав тери кăсăкчĕ. Пуç çапма хушсан пуçа шăтарнă тенешкел, çав çулсенче кун пек факультетсем каярах районсенче те уçăлчĕç. Пĕр шутласан, чăваш тĕнчине çакăн чухлех чăваш чĕлхи учителĕ кирлех те марччĕ-çке. Алла диплом илсенех çамрăк специалист хăй специальноçĕпе ĕç тупасси те иккĕленӳллĕччĕ, анчах çакна никам та шута илмерĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачине вĕрентес тесе тăрăшрĕ, аслă шкул вара выпускник аслă шкултан тухсан тӳрех ĕçсĕррисен ретне тăрасса пĕлсе тăрсах вĕсене йышăнчĕ те йышăнчĕ. Филологи наукисен докторĕ, профессор И.Андреев (йывăр тăпри çăмăл пултăр) 1993 çулта пире, студентсене: «Ачамсем, сирĕн валли шкулсенче ĕç пулать-ха, сиртен кĕçĕнреххисем валли пулмасть вĕт», – тенĕччĕ. Иккĕленместĕп, профессор ку сăмахсене студентсен умĕнче кăна каламан, анчах…
Сăмах та çук, Чăваш Ен ертӳçишĕн республикăн экономики пĕрремĕш вырăнта, анчах наци политики çинчен те манмалла мар пек. Чăваш Республикинче вара чăваш интеллигенцийĕ хушшинче те йĕрке çук. Тĕслĕхрен, Конгресах илер, çĕр çинчи мĕнпур чăвашшăн маяк пулмалла, вăл вара кашни Мăн Пухура тем пайласа çынна култарать. Чăваш писательсен союзĕ тата? Урăх халăхсен никамăн та чăвашсенни пек писательсен союзĕ темиçе мар-çке. «Академик» тата ытти хисеплĕ ятсемпе, орден-медальсемпе кам мĕнле пĕлет çапла перкелешни те йĕркеллĕ пулăм мар. Нота пĕлмен юрăçа, сăвă йĕркине чухламан поэта çак хисеплĕ ята парса çамрăк ăрăва хамăр культурăран пистернине те куратпăр-çке, çапах та нимĕн те тумастпăр. Ку ыйтура Чăваш Ен ертӳçин çирĕп сăмах калама тахçанах вăхăт çитнĕ.
Тепĕр çитменлĕх çинчен те çырмасăр чун чăтмасть. Сăмахăм ытти халăхсен умĕнче мĕскĕнленни çинчен. Каçарăр та, тăвансем, намăс ку. Чăваш наци радиовĕн хыпарсен службин аслă редакторĕ О.Прокопьев пĕлтĕр сумлă чăвашсен пĕр пухăвĕнче: «Эфирта мĕскĕнленме юрамасть тесе йышăннă эпир», – тенĕччĕ. Шел те, Олег Прокопьев пек халăх сумĕ пирки шутлакансем сахал çав пирĕн. Çакна Тутарстана Чăваш Енрен килнĕ тĕрлĕ шайри делегацисем хăйсене мĕнле тыткаланине курнă тăрăх калама пултаратăп. «Эпир сирĕн пек пурăнаймастпăр», «пирĕн укçа çук» илтетпĕр вĕсенчен час-часах. Сăмах та çук, Тутарстанăн экономикине Чăваш Енĕннипе танлаштараймăн, нефть-газ пуррипе Тутарстана алă çавăрма çăмăлрах. Çапах та Тутарстан наци, республика сумне ӳстерессипе те тĕллевлĕн ĕçлет-çке. Унсăрăн Хулан 1000 çуллăхне те, Универсиадăна та ирттереймен пулĕччĕ. «Без булдырабыз!» – акă унăн девизĕ.
Эпир, Чăваш Ен тулашĕнчи чăвашсем, хамăр республикăра тĕп халăх мар, çавăнпа тутарсенчен, пушкăртсенчен тата ыттисенчен нимĕнпе те кая маррине çуралсанах ĕнентерме, ку енĕпе тăрăшса ĕçлеме тивет. Калас пулать, ĕçсем те, çитĕнӳсем те çук мар пирĕн. Çапах та Чăваш Енрен килнĕ делегаци вара хăй çинчен кăна шутласа нумай чухне мĕскĕнленсе пирĕн сума та каяллах чакарать. Тĕслĕхрен, Чăваш Енри пĕр аслă шкулăн ректорĕ темиçе çул каялла Хусанта иртнĕ çамрăксен форумĕнче çӳллĕ трибуна çинченех: «Мана тутарсем çын турĕç», – тени хамăр тăрăх сивĕ шыв сапнă пекех туйăнчĕ. Авалтан пире ваттисем: «Килти çӳппе урама ан кăларăр» тесе вĕрентнĕ-çке. Мĕншĕн вара эпир кун çинчен манатпăр? Тĕрĕссипе, çав залра ун чух çамрăксем пуçтарăннăччĕ-çке, вĕсем чăвашсен аслă шкулĕн ертӳçинчен патриотизм туйăмне вăратакан сăмахсем кĕтрĕç. Шел те, урăхла пулса тухрĕ.
Пĕлтĕр çуркунне Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкайра иртнĕ библиотекарьсен регионсен хушшинчи семинарĕнче çакăн пек мĕскĕнле калаçусем илтсе кăмăл хуçăлнă хыççăн Шупашкарти Чăваш патшалăх университетне кайма тӳр килчĕ. Вĕрентекенсемпе калаçса ларнă май кун çинчен те сăмах хускатмасăр чăтаймарăм: «Эсир мĕншĕн республика тулашĕнче çапла мĕскĕнленетĕр?» – тесе ыйтсан. «Еврей мелĕ вăл», – тесе шӳтлеме пăхрĕç. Пытармастăп, культура çуккине çапла ăнлантарасса кĕтменччĕ. Тĕрĕссипе, чăвашсем те япăх пурăнмаççĕ-çке. Кăна эпĕ пĕр хушă «Хыпар» Издательство çурчĕн корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ вăхăтра республикăна урлă та пирлĕ тухса хам курса ĕненнĕ. Эппин, мĕншĕн çапла нацие йӳнетмелле? Çакăнтан тытăнать-çке вăл чĕлхен сумĕ пĕтесси.
Тата тепĕр япалана та тимлĕхсĕр хăвармасăр çук. Каллех хамăра тутарсемпе танлаштармасăр чăтаймастăп. Хусан хăй йĕри-тавра çĕр çинчи мĕнпур тутара пухма тăрăшать пулсан, Шупашкаршăн вара чăвашсем Чăваш Енре кăна, ыттисем – тулашсем. Çакна январьте иртнĕ Чăваш пичечĕн кунĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ. Пĕр шутласан, чăваш пичечĕ Шупашкарта мар, шăпах çав тулашра çуралнă-çке. Халĕ те вăл тĕрлĕ регионта аталанать, Тутарстанпа Пушкăртстан, Ульяновск, Тюменьпе Самара облаçĕсем чăвашла хаçатсем кăлараççĕ, унта та чăваш журналисчĕсем ĕçлеççĕ. Шел те, вĕсем çинчен асăнакан та çук. Нивушлĕ чăваш пичечĕн тĕп премине çак регионсенче вун-вун çул тухса тăракан хаçатсем (журналистсем пирки каламалли те çук) тивĕç мар? Ку преми вĕсене регионти массăллă хыпар хатĕрĕсен хушшинче сумне ӳстерме пулăшĕччĕ вĕт. Юрать-ха, темиçе çул каялла (те Хусан «Хыпарăн» 100 çуллăхне лайăх ирттернипе кăна) «Сувара» çак премие пачĕç. Ыттисем çинчен вара каллех манчĕç.
Эсир çын куçĕнчи çӳппе мар, хăвăрăн куçăрти пĕренене курăр-ха, тейĕ вулакан. Килĕшетĕп, пирĕн республикăра та чĕлхе сумĕ чакать. Чăвашсем йышлă пурăнакан районсенчи чăваш ялĕсенче те çамрăксем чăвашла калаçасшăн мар халĕ. Хуравĕ каллех пĕр – чăваш чĕлхин сумĕ чакни. Чăн та, камран тĕслĕх илмелле-ха çамрăк çыннăн, енчен те аслисем чăваш пулма вăтансан?
Нумай пулмасть Хусанта В.Христофоровăн концерчĕ иртрĕ. Халăх сахал мар пуçтарăнчĕ унта, чăваш юрри-кĕввине итлес текенсем пирĕн тĕп хулара нумай пулнишĕн чун савăнчĕ. Концерчĕ чăвашлах иртет пулсан ăна курма килекенсем те чăвашсемех-çке, çапах та çакна нумайăшĕ пытарма тăрăшрĕ. «Сувар» корреспонденчĕ ятарласа тĕрлĕ çын патне пырса чăвашла сăмах пуçарсан та чăвашла калаçакан сайра пулчĕ. Хамăр хушăмăрта кун пек мероприятире те чăвашла калаçма вăтанни шăпах чĕлхен сумĕ чакнине пĕлтермест-и?
Юрать-ха, республикăри этнокультура компоненчĕллĕ шкулсенче ачасем хальлĕхе чăвашлах вĕренеççĕ. Тăван чĕлхепе республика олимпиади те иртет. Анчах малашне? Оптимизацие пула юлашки çулсенче пирĕн республикăра темиçе чăваш шкулĕ чакрĕ-çке. Оптимизацие лекнĕ шкулсенчи ачасем тепĕр шкулта та тăван чĕлхене вĕренччĕр тесе тăрăшакан, шел пулин те, пулмарĕ. Чăвашсем йышлă пурăнакан районсенчи вĕрентӳ уйрăмĕсенче чăваш шкулĕсемпе ĕçлекен специалист пуринче те çукки те витĕм пачĕ-тĕр-ха кун çине. Анчах пуррисенчен те хăш-пĕринчен усси çук: «Ашшĕ-амăшĕ вĕрентесшĕн мар, чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ», – тесе урлă выртана тăрăх та çавăрмаççĕ вĕсем. Чăваш ачин тымарне каснине хальлĕхе ăнланмаççĕ пуль çав. Чĕлхе илемне, йăла-йĕркене мĕн ачаран ăша хывмасан «Чăваш пики», Акатуй, Уяв праçникĕсем ирттернипе кăна чĕлхене упраса хăвараймастпăр вĕт. Эппин, унăн сумне ӳстерейместпĕр пулсан хуть чакарас марччĕ, çак енĕпе вара кашни çын, чиновник-и вăл е ахаль ĕç çынни çеç, пурин те тăрăшнинчен ытла яваплăха туймалла.
 
: 1127, Хаçат: 8 (998)

Комментарисем:

Игорь Сайман (2013-02-28 18:39:36):
"Чăваш чĕлхи пĕтсе пырать",-тетпĕр те, ЮНЕСКО çине таянатпăр. Тĕрĕссипе ку экспертсемсĕрех паллă.ХАМĂРĂН ÇЫВĂХ ТĂВАНСЕМ ÇИНЕ ÇЕÇ ÇАВРĂНСА ПĂХМАЛЛА.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: