Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2002 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче Хусанта Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕн иккĕмĕш отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕччĕ. Çав конференцире паянхи кун та чăвашсене ертсе пыракан ТР ЧНКА пуçлăхне Константин Яковлева суйларĕç. Çав вăхăтран çаплах кашни районта чăвашсен наципе культура центрĕн ертӳçисене суйласа лартрĕç.
Хусанта Владимир Прохоров чăвашсене «çул кăтартса пычĕ». Çак вунă çулта республикăн тĕп хулинче пурăнакан чăвашсене ертсе пыракансем кашни икĕ çулта тенĕ пек улшăнса тăчĕç. Хусанти П.Хусанкай ячĕллĕ Чăваш обществăпа культура центрĕн «тилхепине» Константин Елисеев, Сильвия Чаркина тата Николай Абруков тытса пăхрĕç.
2012 çулта ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче асăннă центрăн пуçлăхĕ пулма Сергей Степченкона сĕнчĕç. Пухăва пуçтарăннă чăваш активисчĕсем пурте пĕр шухăшлă пулса Сергей Петровичшăн сасăларĕç.
Сергей Степченко хамăр республика çынни. Вăл Çарăмсан районĕнчи Йăвашкел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Унăн хушаматне «Сувар» хаçатра юлашки вăхăтра пĕрре мар тĕл пулма тӳр килнĕ. Анчах та хăй çинчен питĕ сахал пĕлетпĕр. Паян вулакансене Сергей Петровичпа çывăхрах паллаштаратпăр. Бизнес çыннин, паллах, ялан вăхăт çитмест, апла пулсан та «Сувар» корреспонденчĕпе калаçма хаваспах кăмăл турĕ.
– Сергей Петрович, паянхи кун эсир Хусанта паллă çын. Раççейре те пĕлеççĕ сире. Хăвăр çинчен кăштах каласа параймăр-ши?
– Эпĕ ялта çуралса ӳснĕ. 8 класс хыççăн Тутарстанăн тĕп хулине килме шухăш çуралчĕ. Икĕ çул Хусанти юхан шыв техникумĕнче вĕрентĕм. Анчах та эпĕ атте-анне сăмахне сума сума, итлеме хăнăхнă çын пулнипе унта вĕренсе пĕтерес шухăш улшăнчĕ. Атте ял хуçалăхĕнче ĕçленине кура мана та пурнăçа ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма сĕнчĕ. Çапла эпĕ пĕр техникумран теприне куçрăм. Мензелинскри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе агроном дипломне илтĕм. Хам специальноçпах хамăр ялти «Дружба» колхозра тĕп агроном пулса ĕçлерĕм. 1982 çулта Венгрире салтакра пултăм. Хĕсметрен таврăнсан КазХимНИИре тĕп строительствăн уйрăмĕнче дизайнер пулса тăрăшрăм. Çав вăхăтрах Хусанти строительство техникумĕнче пĕлӳ пухрăм. Унтан вĕренсе тухсан профессипе тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тӳр килчĕ. Прорабран пуçласа участок начальникĕ, маркетинг уйрăмĕн начальникĕ, коммерци директорĕ, строительство компанийĕн директорĕ те пултăм.
2003 çулта «Казань» ту йĕлтĕрĕн спортпа сывлăха çирĕплетекен комплекс уçăлчĕ. Мана çав комплекс директорне лартрĕç (2004 çулта «Çулталăк ертӳçи» республика шайĕнчи конкурсра «Услуга тата сервис сферинче чи лайăх ертӳçĕ» номинацире Сергей Петрович лауреат пулнă – С.С.). Унтан Мускава Раççей Федерацийĕн Парашют спорчĕн федерацине ертсе пыма чĕнсе илчĕç. Çавăнтах Раççейри социаллă-гуманитари академийĕнче пĕлӳ пухса экономист дипломне те алла илмешкĕн май пулчĕ. Федерацирен мана ДОСААФра Авиаци департаментне куçма сĕнчĕç. Аталану енĕпе директор пулса ĕçлерĕм унта. Контракт срокĕ вĕçленсен Хусана таврăнтăм. Халĕ хамăн бизнес.
– Çапла, çĕнĕ ĕçе пуçласа яма çăмăлах пулман пуль сире?
– Манăн тĕп специальность – экономика. Кирек мĕнле ĕçре те хăвна шанмалла, пултарнипе пултарайманнине хакласа пăхмалла, мĕнлерех пăтăрмахсем пулассине тата тăкаксем çинчен манмалла мар. Паянхи кун рынока мĕн кирлине, мĕн çитменнине те шута илмелле. Çавăнпа та экономист, ман шутпа, кирек мĕнле ĕçре те – профессионал.
– Сирĕн професси пĕр ĕçре çеç мар кирлĕ пулнă апла?
– Хам пурнăçра эпĕ ăçта кăна ĕçлесе пăхман-ши! Виçĕ профильпе вĕренсе алла диплом илнĕ. Пĕр диплом та ĕçсĕр выртман. Ял хуçалăх техникумне пĕтерсен – агрономран пуçласа колхоз председателĕн çумĕ таранччен ĕçлесе пăхрăм. Строительство техникумĕнчен вĕренсе тухсан – организаци директорне çитрĕм. Ту йĕлтĕрĕн комплексне тытса тăма сĕнсен вара, маншăн çĕнĕлĕх пулчĕ. Мана Мускава вĕренме ячĕç, унта эпĕ РФ Ту йĕлтĕрĕн федерацийĕн президенчĕпе паллашрăм. Шăп унăн хуçалăхĕнче асăннă бизнесăн ĕçĕ-хĕлĕ мĕнлерех пулмаллине вĕрентĕм те. Унти штат структурипе паллашрăм, комплекса мĕн кирлине пĕлсе çитрĕм. Чи кăсăкки, искусствăлла майпа мĕнлерех юр тумаллине те вĕрентĕм. Мускавран таврăнсан комплекса хута яма пĕр уйăх кăна пурччĕ. Чи малтанах, паллах, эпĕ ĕçлекенсене пуçтартăм. Тĕрĕссипе каласан, асăннă комплекса тем те кĕрет… Унта çынсем канма каяççĕ те-ха.
Халĕ хам та унта канкалатăп. Йĕлтĕрпе ярăнатăп. Тĕрĕссипе каласан, эпĕ ĕçленĕренпе унта нимĕн те улшăнманпа пĕрех. Апла пулсан, комплекс структурине питĕ тĕрĕс тунă пулса тухать.
Парашют спорчĕн федерацийĕнче ĕçлесси те маншăн çĕнĕлĕх пулнă. Эпĕ унта кăна пĕрремĕш хут парашют курнă. Парашюта пуçтарма вĕреннĕ, сиксе те пăхнă.
Çапах та мана экономикăн аслă пĕлĕвĕ çитменни çинчен вăхăтлă тавçăрса илнĕ. Çавăнпа та социаллă-гуманитари академийĕнче вĕренсе бухгалтер-экономист специальноçне алла илтĕм. Авиаци департаментĕнче аталану енĕпе директор пулса ĕçлерĕм. Урăхла каласан, авиаци бизнесне тунă. Пурĕ пирĕн 150 аэродром пулнă, пĕтĕм тĕнчипе 3 пин самолет вĕçнĕ.
– Апла эсир ялан вĕреннĕ?
– Эпĕ паянхи кун та вĕренетĕп-ха. Халĕ манăн экономикăпа диссертаци хӳтĕлемешкĕн шухăш пур.
– Питĕ интереслĕ. Турă пулăштăр. Çапах та, сирĕншĕн мĕн çăмăлрах пек – çĕнĕ ĕçе пуçласа хута ярасси е хатĕрринче ĕçлесси?
– Эпĕ кашни ĕçре çĕнĕлĕх пуçланă. Сăмахран, КазХимНИИ илер. Унта эпĕ çамрăк каччă чухне килнĕ. Институтăн генеральнăй директорĕ Шарнин профессор мана пĕрремĕш кунтанах хăйĕн кабинечĕн проектне тума задани пачĕ. 1980 çулсенче дизайнер профессийĕ çĕнĕлĕх пулнă-ха. Эпĕ час кăна хуçа кабинетне ӳкерсе патăм. Ăна, паллах, килĕшнĕ. Мана пĕр сăмахсăрах института дизайнер пулма илчĕ. Колхозра ĕçленĕ чухне те сахал мар пуç ватнă. Тĕслĕхрен, «Дон» çĕнĕ комбайнсем илсе килчĕç. Ăна тăкаксăр ĕçлеттерес тесе мĕнле кăна майсем шутламан-ши? Çапла пурнăçра ялан çĕнĕлĕхсем шыранă, экономи тума тăрăшнă.
– Эсир ялан ертӳçĕ те пуçлăх пулнă. Сирĕн шухăшăрпа ертӳçĕ мĕн çине витĕм кӳмелле?
– Кирек мĕнле ертӳçĕн те, чи малтан, предприяти ертӳçи мар, коллектив ертӳçи пулмалла. Коллективпа пĕр сăмахлă пулса унпа ĕçлеме пĕлмелле. Енчен те çынсене тытса пыма вĕрентĕн-тĕк, предприяти тытса пыма пултаратăн. Çаплах психологи енчен те тавçăруллă пулни питĕ кирлĕ. Çынна сăнама, вĕсене ăнланма, ĕçлекенсен умĕнче тĕллевсем лартса пурнăçлама пĕлмелле.
– Ушкăнпа ĕçлес ăнланăва эсир мĕнлерех пăхатăр?
– Эпĕ ялан хамăн командăпа çеç ĕçлетĕп. Вĕсемсĕр эпĕ вырăнтан та куçмастăп. Пĕччен мала тухмастăп. Виç-тăват çынран тăракан команда вăл – компанин е ытти ĕçĕн тĕп ăс-тăнĕ, пуçĕ.
– Сирĕнпе калаçса ларнă май пуçа питĕ лайăх шухăшсем кĕреççĕ. Пурнăçа урăхла курма пуçлатăн. Ытти çĕрти ертӳçĕсем те сирĕн пек тĕслĕхпе ĕçлесен питĕ лайăх пулмалла та çав.
– Кашни çын хăйне тĕрлĕ ĕçлет, паллах.
– Сергей Петрович, сирĕнпе тата сирĕн пултарулăхăрпа республика мăнаçланать. Эсир пуринпе те туслă. Чăвашсемпе те питĕ çывăх. Нумай пулмасть эсир Хусанти Чăваш наципе культура центрне ертсе пыма килĕшрĕр. Сирĕн шухăшăрпа мĕнлерех пулмалла пек çак центр?
– Çапла. Общество ĕçĕ хăйне евĕрлĕ сфера темелле. Кун çине пачах та урăхла пăхмалла. Ман шутпа пирĕн чăваш культурине, йăли-йĕркине, чĕлхене тытса пырасси, ăна манмалла марри çине витĕм кӳмелле. Çынсене пулăшма тăрăшмалла. Унта халăх пухăнмалла. Савăнăçне те, хуйхине те çавăнта сӳтсе явса кирлĕ пек пурнăçлама çул кăтартмалла пек. Ку ĕçре ирĕксĕрлеме юрамасть, паллах. Унта кăмăлпа пыракансем çеç мĕнле-тĕр ĕç тума пултараççĕ. Пирĕн вара политика, бизнес тата тĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлемелле мар тесе шутлатăп. Пирĕн тĕллев – культура. Кун пек ĕçре тăруках нимĕн те улăштарма пулмасть. Ăна пĕчĕккĕн аталантарса пымалла: çынсем унта çӳреччĕр тесен, ырă, кирлĕ ĕçсемпе палăрмалла. Обществăра ним пайламалли те çук, унта пурте пĕр ĕç туса пĕр-пĕрне сума суса, пулăшса тăмалла. Ытти халăх ăмсанса, тĕслĕх илсе тăтăр.
– Питĕ тĕрĕс шутлатăр. Турă итлесе тăнă вăхăт пултăр. Манăн тата тепĕр ыйту: Хусанти ЧОКЦ ертӳçисем кашни ик çулта тенĕ пек улшăнса пычĕç. Ку мĕнрен килет-ши? Мĕнпе çыхăннă пек?
– Ман шутпа, вĕсем пурте питĕ ĕçлĕ çынсем пулнă. Обществăпа çыхăннă çĕрте пушăрах çынсем ĕçлесен аванрах пек. Унта ялан мĕн-тĕр тума тивет. Халăха пуçтармалла, вĕсемпе мероприятисем ирттермелле. Районсемпе регионсене тухса çӳремелли те сахал пулмасть. Тĕп вырăнти ĕçе пăрахса çӳреме вара питĕ кансĕр.
– Ăнланмалла. Сергей Петрович, сирĕн хушаматăр пĕрре те чăвашсенни пек мар. Ăçтан пулса кайнă вăл? Вăрттăнлăха уçса памăр-ши?
– Тем вăрттăнлăхĕ çук кунта. Манăн асанне çамрăк чухне Инçет Тухăç енне ĕçлеме кайнă пулнă. Унта вăл çар çыннипе Сергей Степченкопа паллашать. Çемье çавăраççĕ. Çапла манăн атте унта çуралать. Вăрçă хыççăн, асатте вилсен, асанне каялла тăван яла, Йăвашкелне таврăнать. Мана вара асатте ятне панă.
– Тавтапуç сире, Сергей Петрович! Манпа калаçма вăхăт тупнăшăн сире Турă тата та нумай-нумай ăнăçусем тума вăй патăр. Çывхарса килекен Çĕршыв хӳтĕлевçисен кунĕпе сире ăшшăн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей сунатпăр. Чăваш обществине вара ик çултан та, виç çултан та ан пăрахăр. Мĕнле ĕçлĕ пулсан та тăван халăхшăн вăхăт тупăнсах тăтăр сирĕн.
Общество тенĕрен, Сергей Степченко, виçĕ уйăх кăна-ха «тилхепе тытать», апла пулсан та унăн ĕçĕ курăнать. Уйрăмах декабрь уйăхĕнче чăвашсем питĕ нумай пухăнса канашлусем ирттертĕмĕр. Эпĕ чăваш ансамбльне ертсе пынине кура, манăн та кашни пухурах пулма тӳр килчĕ. Пĕрремĕш уйăхрах пирĕн ертӳçĕ сахал мар ĕç турĕ. Тĕллевсем пысăк. Енчен те чăвашсемпе çыхăннă мероприятисем çинчен калас пулсан, декабрь вĕçĕнче Хусанта пурăнакан чăваш ачисен елки питĕ хитре иртрĕ. Январь уйăхĕнче «Салам» чăваш фольклор ансамблĕн юбилейне ирттертĕмĕр, Чăваш ӳнерçисен куравĕсем кашни эрнерех уçăлчĕç. Раççей шайĕнчи пысăк хăнасене те чăвашсемех кĕтсе илчĕç. Асăннă мероприятисем, паллах, Хусанти П.Хусанкай ячĕллĕ Чăваш наципе культура центрĕн ертӳçи Сергей Петрович Степченко пулăшнипе иртрĕ. Енчен те çак кĕске вăхăтра çавăн чухлĕ ĕç туса пынă пулсан, малашне обществăн ĕçĕ чарăнса тăмĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ, кирлĕрен те кирлĕ, пархатарлă пулăмсем, çитĕнӳсем туса пырасса шанас килет. Çăва хирĕç чăвашсен питĕ нумай уявĕсем иртмелле. Хусан чăвашĕсем те çав илемлĕ праçниксенче пулса курасса шанатпăр. Культурăна аталантармалла.
 
: 1461, Хаçат: 8 (998)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: