Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юмах
(Малалли. Пуçл. 3–6 №№. )
 
Акă тата мĕн: Иленшĕн хăрушă
Пулĕ паян! Çăмламас арçури
Арсăр тăрса юлнă тӳннĕ хапхаллă
Çуннă хула енне питĕ васкарĕ…
Чул хулана утакан çынсене
Эп мĕнпурне шурлăх тăрăх ăсатрăм.
Чăрсăрсене хĕрхенмерĕм, путартăм.
Сан Иленӳ хулара пĕчченех!»
 
Паттăр Тайман аптраса ӳкнĕ: савăт
Пушă хирте, шырасан та, тупма çук
Сиплĕ пыла чӳлмекрен пушатма.
Çиçĕм-хĕçе çухатма питĕ йывăр,
Савнă Илен чĕрĕлеймĕ симпылсăр –
Çырнă пуль Турă хĕçпе уйрăлма.
Çиçĕм-хĕçне вутăша паттăр панă:
Хĕç тĕксĕмленнĕ те, вутăш çухалнă,
Шурлăхĕ те типнĕ çав самантрах.
«Урăх пире нимĕн те кансĕрлемĕ:
Тул çутăлать, хĕвел тухăç хĕрелнĕ –
Çитĕпĕр кун çутипе сансăрах, –
Тенĕ Илен ашшĕ, – эсĕ утлан та,
Паттăр Тайман, хулана хыпалан-ха,
Ирсĕр чунран хӳтĕле Илене».
Çĕр хĕрринчен сар хĕвел васкамасăр
Хăпнă чухне хулана çитнĕ паттăр,
Пушă каспа арçури пынине
Курнă та чĕн пушшипе хĕрхенмесĕр
Хытă хĕненĕ ăна. Тарнă лешĕ:
«Килмĕп нихçан та, – тесе, – çак ене!»
 
Кĕтнĕ çынна хĕр асламăшĕ ертнĕ
Пысăк çунса пĕтеймен улт кĕтеслĕ
Йывăç çурта. Карчăк хыççăн Тайман
Тĕп сакайне аннă, хăйă çутсассăн,
Курнă: Илен çывăрать ним туймасăр!
Хĕр тутине пĕшкĕнсе чуп тусан,
Куçĕсене уçнă ĕнтĕ леш, кулнă,
Савăннипе макăрса янă пулнă –
Вăйĕ пикен калаçма та юлман.
Паттăр Тайман савнине ыталанă:
«Эп сан çинчен çеç ялан шухăшланă.
Юррăм та, ĕмĕтĕм те сан çинчен.
Ан йĕр, савниçĕм, тархасшăн,
эп килтĕм.
Сĕмсĕр усал тăшмана тупрĕ вилĕм –
Пуçсăр выртать вăл ту хăвăлĕнче.
Сиплĕ симпыл çич ютра эпĕ тупрăм –
Савăн, савниçĕм! Хĕвел халь çеç тухрĕ,
Тĕпсĕр сенкер тӳпере тăрисем
Шăнкăртатаççĕ, ирхи нӳрĕ курăк
Кĕмĕл пек йăлтăртатать, хуçăк хурăн
Сывă – сана çеç кĕтеççĕ вĕсем!»
 
Сиплĕ симпыл ĕçсенех хĕр лăпланнă,
Ларнă сасартăк, тăма та хăтланнă.
Паттăр Тайман савнине çĕклесе
Тĕттĕм тĕп сак айĕнчен карчăк хыççăн
Тухнă та хурăнлăха утнă. Виçĕ
Хурăн айне шĕвекпе сирпĕтсе,
Кĕлĕ туса ăслă карчăк вырттарнă
Курăк çине Илене. Хăй вуланă
Çав виçĕ хурăн тавра çаврăнса.
Тăхăр хут хурăнсене вăл пуç тайнă,
Курăк сирсе кивĕ çулçă пуçтарнă,
Çулçă çине йĕтĕн пирĕ сарса
Çав вырăна мăнукне вăл куçарнă,
Тăхăр турат вакласа купаланă,
Пысăк кăвайт чĕртнĕ те Илене
Салтăнтарса çĕнĕ тум тăхăнтартнă,
Кивĕ тумне хĕрхенмесĕр çунтарнă,
Çунă вара симпылпа хĕр питне.
 
Сиплĕ симпыл такама та сипленĕ.
Хĕр аллине пит шăлмашкăн çĕкленĕ,
Хăвăрт тăрса ларнă. Паттăр Тайман:
«Кил, ан хăра», – тенĕ. Хĕр утăм тунă,
Иккĕ те, виççĕ те – савăннă, кулнă.
Макăрнă карчăк, мăнукĕ тăрсан.
«Паттăр Тайман, эп сана юрататăп, –
Тенĕ Илен, – пĕр сана тунсăхлатăп.
Кĕтрĕм кашни кун, савниçĕм, сана.
Сансăр ман пурнăçăм – хурлăхлă кĕвĕ.
Сансăр шăнать шăрăхра та ӳт-пĕвĕм.
Сансăр ман пурнăçăм – тĕлĕк кăна».
Паттăр Тайман хуравланă: «Шанатăп.
Эпĕ те, чунăм, сана юрататăп.
Ак ман сăмах асаннӳ умĕнче:
Эпĕ сана хамăн арăм тăвасшăн,
Эс килĕшсен, кĕркунне авланасшăн.
Сансăр мана пурăнма халь кичем!»
Карчăк пилленĕ: «Курас кунăм пулнă!
Мăшăрланас йĕркене Турă тунă.
Пурăнăр сар кайăкла савăнса.
Эпĕ туйччен пурăнаймăп, каçарăр.
Акăш çумне, эп вилсессĕн, пытарăр
Манăн ӳте, чунăма йăпатса».
 
Хурăнлăхран ăйăр тухнă, кĕçеннĕ –
Хăй килнине кĕçенсе вăл систернĕ.
Ик аллине те сарса ун патне
Пирĕн сипленнĕ хĕр чупнă та кулнă,
Вăрăм мăйне ыталанă, чуп тунă.
Сĕртĕннĕ ăйăрĕ те хĕр çумне.
 
Сывлăмлă ир кĕмĕл пек йăлтăртатнă,
Пăнчă-тăри тӳпере шăнкăртатнă,
Вар çумĕнчи кукăр-макăр çулпа
Виç çухрăма тăсăлса килнĕ халăх.
Ăшшăн хĕвел çынсене саламланă.
Виçĕ этем те тăвар-çăкăрпа
Шур хуларан вĕсене хирĕç тухнă.
Савăннипе ăвăссем алă çупнă.
Халăх ташланă та, макăрнă та.
 
Каç пуличчен выçă, халсăр хĕрарăм
Ĕсĕклесе тирпейленĕ-пытарнă
Çапăçура вилнĕ паттăрсене.
Пĕлĕт те йĕнĕ пуль: çумăр лӳшкенĕ,
Чул хулана çĕрĕпе вăл чӳхенĕ.
Юрăç-автан авăтсан, ирхине,
Çумăрĕ иртнĕ. Çанталăк уяртнă.
Çăвăннă ырă ене ир вăратнă
Сăрт тăрринчи ик юман хушшинчен
Тухнă хĕвел. Хĕпĕртенĕ тавралăх:
Янкăр кунпа рехетлентĕр-ха халăх!
 
Çумăр кӳлленчĕкĕн тĕкĕрĕнче
Тĕпсĕр сенкер тӳпери çăмăл пĕлĕт
Ярăннă. Хӳхĕм хĕрпе харсăр йĕкĕт
Курнă та хурăн хыçне пытанса
Шăппăн сăнанă. Анчах кăвакалĕ
Килнĕ те «манăн шыв» тенĕ, шавланă.
Пĕлĕчĕ кайнă вара пăрăнса.
Ахăлтатса алла-аллăн ик çамрăк
Сăрт тăррине чупнă. Çирĕклĕ варăн
Кӳршĕ яла тарнă йывăçĕсем
Чĕнтĕр пĕркеннĕ-им, ав, сенкерленнĕ…
Мĕншĕн хĕвел тухăçĕ тĕксĕмленнĕ?
Çилсĕр шăваççĕ хура пĕлĕтсем!
Сиснĕ Тайман: çумăр пĕлĕчĕ мар ку –
Çĕр хĕрринчен тӳпене сĕм хăпарнă!
Каччă часрах Илене çавăтса
Чул хулана чупнă. Пухăннă халăх
Тухăçалла алă тăснă – пăлханнă.
Халăх шăп пулнă, Тайман утлансан.
 
Ăйăр каллех чĕвен тăнă, кĕçеннĕ.
Сикнĕ те пĕлĕт айнех вăл çĕкленнĕ,
Вĕçнĕ вăрман урлă хур-кайăк пек.
(Вĕçĕ пулать.)
 
: 803, Хаçат: 7 (997), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: