Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

СУРАН ÇИНЕ ТĂВАР АН САПĂР
Суран çине тăвар ан сапăр
Капла та пурнăç сахăр мар.
Хăй шăпипе пулсан та сапăр,
Çын тивĕç мар типсе хăрма.
 
Анчах та кун пекки ан пултăр
Никамăн та пурнăçĕнче.
Умра ан пултăр путăк-шăтăк,
Телей пиллетĕр çут тĕнче.
 
Аваннине сахал куратпăр –
Пĕчченлĕх – тӳрленми суран.
Çавна пулах та пуль хăратпăр, –
Чĕре сурать çавна курах.
 
Чухлатăп: ĕмĕре кĕскетрĕ
Пĕчченлĕхĕм, палăрмаллах.
Айваннăн çеç пуçа пĕкетĕп...
Кун пек епле пурăнмалла?
 
Аннемĕрсем пилленĕ пурнăç
Кашниншĕн хаклăран хакли.
Хальччен асап-хĕне те курнă –
Халь вĕсене çĕнсе пули?
 
Нуша ăçта илсе çитерĕ,
Хăш тĕнчене? Вăл – паллă мар.
Анчах шанап: ăна çĕнтерĕп
Пĕрле пухса пур халăма.
 
Суран çине тăвар ан сапăр,
Эп шутламастăп парăнма.
Анчах-çапах эп пурпĕр сапăр,
Шăпам пулсассăн та ăнман.
 
ПУРĂНМА ВАСКАС ПУЛАТЬ, ТĂВАНĂМ
Пурăнма васкас пулать, тăванăм,
Турă панă шутлă ĕмĕре.
Канасне унта кайсассăн канăн,
Шанчăклă çеç таптăрччĕ чĕре.
 
Ӳстерес пулать-çке санăн ывăл –
Ĕмĕрте пĕр йывăç лартмаллах.
Çурт лартаймасассăн тепĕр çылăх –
Çаксене пурне те тумалла.
 
Вăхăтне ытла сахал пилленĕ,
Ĕмĕре виçсессĕн çĕр çулпа.
Тен, пĕри çĕр çул иртсех тĕпленĕ,
Çаплалла хушать пулсан шăпа.
 
Шăп çапла Тур çырнине калаççĕ,
Çавăнтан никам та иртеймест.
Тăвăнман ĕçсем чылай юлаççĕ,
Темшĕн çыннăн вăхăчĕ çитмест.
 
Ирĕккĕн ăна-кăна тумашкăн
Майĕ çук е кирлĕ мул çитмест.
Усă кур унпа, анчах ан ашкăн,
Перекетлĕ пултăн – мул пĕтмест.
 
Çавăнпах та хăвăртрах тăвасчĕ
Хăвармасăр ырана ĕçе.
Пур ĕçре те сан вăр-вар пуласчĕ
Тек ан тивтĕр шарт! çапма пĕççе.
 
Çурăк такана умне юлсассăн
Лайăххи килеймĕ çаврăнса.
Юлĕ санăн сывласси çеç ассăн,
Пурнăçу килес те çук ансат.
 
Хăвсăр санăн пурнăçна кам тăвĕ?
Харпăр хăйĕн вĕçленми нуши.
Пӳрт çивиттине сирсессĕн тăвăл
Пулăшса никам тумасть пĕр шит.
 
Çаксене веçех ăса хывасчĕ –
Пур ĕçе тăвасчĕ вăхăтра.
Хăвна хăв хистесчĕ, васкатасчĕ, –
Пĕр минут та хисепре – шутра.
 
АТТЕ-АННЕ САВСА ӲСТЕРНĔРЕН
Атте-анне савса ӳстернĕрен
Эпир саватпăр ачамăрсене.
Эппин, яш-кĕрĕм, эсĕ те вĕрен,
Ан ман аçу-аннӳ ăс панине.
 
Итле те пурнăçла ыр сăмаха,
Ту аллупа мĕнпур ĕçне савса.
Ан ирттерсем ыр вăхăтна ахаль,
Юмах ярса, пуш параппан çапса.
 
Ун пек çынна паян савмасть никам,
Хисеп те сум ун пеккине паман.
Ыр ушкăнра вăл чăннипе такам,
Вĕсем ун пек çынна пач тĕл пулман.
 
Эппин хăвна танлаштарса пăхсам,
Тен, туйăн хăвăнти пур кăлтăкна.
Кĕрешӳре нихçан ан япăхсам, –
Тăрăшаканĕ çĕнтерсе тухнах.
 
Савма вĕрен Тур панă пурнăçна,
Сыхла нимрен те хаклă сывлăхна.
Ватăлăхра эс курăн канăçна,
Çак тĕнчере – паянлăха хăна.
 
Эппин, савса кĕтсе илсем ире,
Вăл парнелетĕр-и сана телей.
Нихçан-нихçан та çул ан пар чире,
Вилессине пач ан илсем пиле.
 
Тĕнче тăрать сывлăхлисем çинче,
Ĕрчет этемлĕх хăйĕн шучĕпе.
Çĕр чăмăрĕ тухсан тĕнĕлĕнчен
Çак çут тĕнче пĕтет пĕтмеллипех.
 
Эпир çав саманта çеç курар мар,
Çĕр-аннене сыхлар май пур таран.
Ăна çăлма пур халăх кар! тăрар,
Пурăнăçне этемлĕх тăстăрах.
 
ЫЛТĂН АЛĂ
Ĕçе алла шанса тытсан,
Пуласлăхĕ те унăн паллă.
Енчен те тăрăшрăн пулсан,
Эппин, чăнах сан ылтăн алă.
 
Хăйса ĕçе пуçăнмалла
Ялан, пĕрре иккĕленмесĕр.
Çинчен тĕллев те лартмалла,
Ĕçне тунишĕн ӳкĕнмесĕр.
 
Вăйна хурсах пуçармалла,
Çине тăрса, кая юлмасăр.
Çакна аван ăнланмалла:
Ним те пулмасть-çке вăй хумасăр.
 
Ĕçӳ сан ăнтăрах тесен
Ăна тума пĕлни те кирлĕ.
Чи-чи хакли вара, пĕлсем:
Ĕçлемесен часах эс чирлĕн.
 
: 789, Хаçат: 7 (997), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: