Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 50-52, 1-4, 6 №№.)
Тӳпери сар хĕвел хăй ăшшине пĕр шелсĕр сапнине те туймасть Маюк, хăйсен кассине каякан тăкăрлăкра юпа пек хытнă та Çинукпа Кирюк савăнăçлăн калаçса пынине, Кирюкĕ хутран-ситрен аллисемпе хăлаçланса илнине ăмсанса пăхса тăрать. Мĕн чухлĕ хĕрупраç, мĕн чухлĕ яш шкулта, вăл çак çут тĕнчере – пĕр-пĕччен. Килĕнче те вăл пĕчченлĕх тыткăнĕнче, хăйне амаçури пек туять. Чун-чĕри хыпса çуннă чух никампа та ăшшăн калаçса ăна пусараймасть. Юрать-ха юлашки вăхăтра ăна дискотекăсенчен, клубран хăйсен кассинчи Кавĕрле ăсаткалать.
Каччи ырă кăмăллă, тӳсĕмĕ çукраххи çеç шиклентерет. Унăн ашшĕ ялта ăнăçлă ĕçлекен усламçă. Вăл хăйĕн килĕнчех, анлă сарайра хăйăр, цемент, вĕт чул хутăшĕсенчен ахаль кирпĕчĕсем евĕр пысăк блоксем ăсталать. Маюк уçламçăсене пурне те ултавçăсен шутне кĕртет. Пурте амăшĕ пекех укçашăн хыпса-çунса непĕссĕрленсе кайнăн туять. Каярахпа Кавĕрле ашшĕ вĕт-шакăр ачасене футбол пӳскине, вĕсене хăй укçипе кроссовкисем илсе панине пĕлсен, шухăшне улăштарать. Усламçăсем те ыр кăмăллă пулаççĕ иккен тесе пĕтĕмлетет. Амăшĕ улшăнас çукки хĕр чунне ыраттарать, вăл кашни пусшăн харкашма хатĕр. Ялти хĕрарăмсен калаçăвĕ те чиксĕр пăлхантарать.
– Хăть çакăнтах çапса пăрахăр мана, – илтрĕ вăл пĕринче лавкка патĕнче пĕр хĕрарăм ыттисене каланине, – Яхруçăн Маюкĕ Петруçран мар, хулара чух пĕр каçлăх «упăшкаран» çуралнă. Петруç сар чечек евĕр сап-сарă, Маюк чикан пек хура, куçĕсем те пиçнĕ çĕмĕрт пек, çӳçĕ те тĕм хура, Яхруçĕ хăй те вĕт сарă. Апла-тăк, Маюк вĕлтĕрен айĕнче акăннă вăрлăхран тĕвĕленнĕ. Тата тепĕр факт, – тет чĕлхине йӳле янă хĕрарăм. – Яхруç Петруçпа пĕрлешсен ултă уйăхранах Маюка çуратрĕ. Çут тĕнчене «вăхăтсăр» килнĕ ачасем ик кило та туртаймаççĕ. Хăвăр та илтнĕ пуль Тилишух Карачăмĕ: «Ман хĕр пăхаттир хĕр çуратрĕ – тăватă килона чутах çитеймест», – тесе мухтанса çӳренине.
– Çапла, тĕрĕснех калан, Кулиç тăхлачă, – килĕшеççĕ ыттисем. Маюка асăрхасанах калаçу татăлать.
Пĕрре кăна илтмен Маюк çакăн пек калаçусене, килĕнче пысăк тĕкĕр умне тăрса хăйĕн питĕнче ашшĕпе амăшĕн сăн-сăпачĕн йĕрĕсене шырать, вĕсем чĕптĕм те çуккипе çынсем тĕрĕснех калаçаççĕ пуль тесе шутлать. Çак шухăша уççăн калама хăюлăх çитмест. Енчен те ашшĕпе амăшĕн иртнĕ ĕмĕрсен несĕлĕсенче Маюк пек хура сăн-сăпатлă çынсем пулнă, вĕсен юнĕ тăхăмсем урлă каçса ун патне çитнĕ пулсан, вăл вĕт кăлăхах ашшĕне кӳрентерет. Ăна вĕт амăшех çуратни пирки хĕр нимĕн чухлĕ те иккĕленмест. «Манăн атте Петруçах иккенне тĕрĕслемелле! – тĕллев лартать хĕр. – Шуршывра ДНК тĕрĕслевне ирттермеççĕ пулсан педагогика институтне кĕме кайсан Хусанта тишкерӳ тутармалла», – картса хурать асне Маюк. Унччен чăтмалла.
Пĕринче вăл эрех ĕçсе ӳсрĕлнĕ амăшĕ ыйхинче: «Ах, Арсен, Арсен, епле ырă каччă эсĕ», – тесе калаçса выртнине илтсен унăн иккĕленĕвĕ вĕçне тухать.
Маюкăн ăс пухасси малтанах ăнса пымарĕ, пĕчченлĕх те витĕм кӳчĕ пулас. Тунсăхпа тарăн шухăшсене путса вăл темччен ыйхăланă çын пек ларать. Унтан сасартăк урокĕсем çинчен асне илет, анчах хаклă вăхăт пустуя иртнипе киле панă ĕçсене тĕплĕнрех тăваймасть. Çапах та вуннăмĕш класран ыттисемпе танлашма палăрмаллах туртăнчĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ ăна аванах хăратса тăрать, педагогика институтне тӳлевсĕр вырăна кĕмелĕх балл пухса çитерейĕ-ши вăл? Амăшĕ ăна тӳлесе аслă пĕлӳ илме укçа парас çук.
– Эпĕ сакăр класс кăна пĕтернĕ, çапах та укçана лайăх шутлатăп, виçепе те лайăх ĕçлетĕп, пус çумне пус хушатăп. Тем пекех вĕрентекен пулас тетĕн пулсан, тӳлевсĕр вырăна кĕрейсен манран чару çук. Лекеймесен хамăр лавккара тавар сутăн. Атте Шуршывра та лавкка уçасшăн. Ют çынна укçа тӳличчен эсĕ шалусăрах ĕçлесе çемьене пысăк тупăш кӳрĕн…
«Ав епле иккен, – шутлать Маюк, – пĕр лав нухрат парсан та сутуçă пулмастăп. Анне пек укçа чури пулма çуралман эпĕ». Çавăнпах юлашки вăхăтра аллинчен вĕренӳ кĕнекисене ямасть.
Вуласан-вуласан хаш сывласа илет те татах хăй пурнăçне тишкерет. «Аттепе аннене пулах ман юлташсем çук. Юратмаççĕ вĕсене Тăрнапуçĕнче. Кăсăк, анне мана Кавĕрлене качча парасшăн. Мĕншĕнне те чухлатăп. Кĕçтин Эрçюкĕ те пуянланса пырать. Амăшĕ çавăнпах вĕсен çемйипе тăванлашма шутлать. Эрçюкĕ мĕн шухăшланине шута илмест. Кавĕрле сăмахĕсемпе вăл ывăлне аслă пĕлӳ илме хистет, тӳлевсĕр вырăна лекеймесен тӳлесе те пулин вĕрентесшĕн. Вăт вăл атте-тĕк атте, ачин малашлăхĕшĕн ним те шеллемест. Манăн атте анне сăмахĕсенчен иртеймест, аннен хĕскĕч пек аллисенчен ниçта та пăркаланаймасть. Эх, ха-ха…» Пуçне кĕнĕ шухăшсенчен хăтăлать те Маюк кĕнекине алла илет.
Вуласа йăлăхтарчĕ. Ывăннă пуçне урама тухса çуркуннен техĕмлĕ сывлăшĕпе кантарас терĕ. Курткине тăхăннă чух пӳрте вăштăр-ваштăр амăш килсе кĕчĕ.
– Чей ĕçес килчĕ-ха, хам вырăна Петруçа хăвартăм, анчах унра пĕр чеелĕх те çук. Тавара пахучĕпех виçсе парать. Чей ĕçсессĕн санпа кайăпăр лавккана, санăн та сутуç ĕçне хăнăхмалла.
Хирĕçлеймерĕ амăшне Маюк. Акă вăл та пуçласа сентресен умĕнче. Кăтартмалла Яхруç Анаткасри Калăм Кĕлмукне пĕр кило шоколадлă канфет виçсе пачĕ. Куç умĕнчех улталарĕ амăшĕ çак арçынна – тавар хуракан чашкине виçнĕ чух лешĕ курмалла мар пӳрнипе кăштах пусса илчĕ. Кĕлмук мучи укçа тӳлерĕ те лавккаран тухса кайрĕ.
– Куртăн-и, нимĕн те сисмерĕ вĕт туянакан. Пӳрнесен сисĕмсĕр вылянчăкĕ çеç – кĕсьене вунă-вун пилĕк тенкĕ кĕрет. Эсĕ те час хăнăхăн сутуçсен вăрттăнлăхне. Халь эсĕ тăр ĕнтĕ виçе патне.
Кăткăсах мар сутуç ĕçĕ. Целлофан пакетне сахăр песокĕ е кĕрпе тултаран та тараса çине хуран, ытлашши-тĕк – чакаран, çитмест-тĕк – хушан. Таваршăн укçа илен те ĕçĕ те пĕтнĕ. Ик-виç çынна çеç тавар сутма ĕлкĕрчĕ Маюк, лавккана айăн-çийĕн вăрçăшса Кĕлмук арăмĕ Улюç кинеми килсе кĕчĕ.
– Хĕрне те хăнăхтаратăн апла çынсен укçине катертме. Эпир Кĕлмукпа иксĕмĕр те пенсире. Пысăках мар вăл пирĕн. Анчах кашни уйăхрах пенси панă кун пĕчĕк уяв тăватпăр килте – хаклă канфет туянса тутлă чей ĕçетпĕр. Эсир, Тилишух йăхĕсем, непĕссĕрлĕх чиккинчен тухса кайнă. Намăс тени пур-и сирĕн е пачах çук?
– Чим-ха, ытлашши ан ятлаç-ха, Улюç кинеми. Маюк пĕрремĕш хут тараса умне тăчĕ, аташтарчĕ пуль кăштах.
– Аха, кăштах иккен! Килти тарасапа виçсе пăхрăм та ик çĕр грамм çитмест вĕт пĕр килона.
– Çав ик çĕр грамшăн янрашса та çӳреместĕп эпĕ, халех ик çĕр грамм канфет виçсе парăп…
– Парăн, ăçта кайса кĕрĕн эсĕ? Эпĕ çак хăтланăва пурпĕрех ахаль хăвармастăп, ыранах Шуршыва Кĕлмукпа çитсе прокурора евитлетпĕр. Çитет сана, Яхруç, çынсене улталаса пуйма!
– Эсир ман хĕрĕме тĕрмене лартасшăн апла?
(Малалли пулать.)
 
: 803, Хаçат: 7 (997), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: